Нумай ачаллă çемьесем шутне виçĕ е ытларах (çав шута усрава илнисем те кĕреççĕ) ача çитĕнтерекеннисем кĕреççĕ.
ПР Ĕç, çемье тата социаллă пулăшу паракан министерствăн ертÿçи Ленара Иванова пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра ачаллă çемьесем валли 40 ытла пулăшу пур. Çав шута тĕрлĕ социаллă тÿлевсемпе çăмăллăхсем кĕреççĕ.
Республикăра тăлăха тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасен ашшĕ-амăшĕсене улăштаракан система хастар ĕçлет. Хальхи вăхăтра регионта çавăн пек йышши 6469 çемье шутланать.
Пушкăртстанри 300 ытла çемьене ачисене воспитани парас ĕçри тивĕçсемшĕн патшалăх наградисемпе палăртнă. Вĕсен шутĕнче «Ача амăш мухтавĕ», «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденсем, Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденăн медалĕ кĕреççĕ. Çавăн пекех республикăра «Ача амăш мухтавĕ» медаль çирĕплетнĕ. Ăна пилĕк тата ытларах ача çитĕнтерекен амăшсене параççĕ.