Пур хыпар та
Çемье
16 Июлӗн 2025, 09:00

Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнчи культура çуртĕнче алла-аллăн тытăнса та умри йывăрлăхсене парăнтарса пĕр-пĕринпе 50 çул ытла килĕштерсе пурăнакан Антиповсене, пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене саламларĕç. Вĕсем чăн-чăн юратупа çирĕп çемье пурнăçри тĕп хаклăх пулнине хăйсен тĕслĕхĕсемпе çирĕплетеççĕ.

Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ

Асăннă мероприяти юратупа çемье хаклăхĕсене чысламалли уяв пулса тăчĕ. Пуçтарăннисене Меселпуç ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ирина Александровапа «Мичурина» ООО ĕçченĕ Людмила Александрова, клуб ĕçченĕсем ăшшăн саламларĕç. Вĕсем кашни çемье яла аталантарас тата унăн йăли-йĕркисене упраса хăварас енĕпе пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç. Юбиляр-çемьесене таса юратушăн, пĕр-пĕрне шанчăклă пулнăшăн, нумай ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшсене хăйсен тĕпренчĕкĕсене юратупа тимлĕх уйăрса ÿстернĕшĕн чунтан тав турĕç.
Меселпуç ялĕнчи культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсемпе «Шăпчăксем» ансамбль пуçтарăннисене вăрахчен асра юлмалли концерт номерĕсем парнелерĕç. Куракансем вокал, ташă номерĕсем курса киленчĕç. Çак кун кашни çемье хăйсене хисепленине, юратнине туйрĕ, мĕншĕн тесен концерт номерĕсене шăпах вĕсене халалланă.
Уявăн чуна пырса тивмелле саманчĕсенчен пĕри Никитинсен çемье пуçлăхĕн, Андрей Павловичăн, номерĕ пулчĕ. Вăл хăйĕн пилĕк хĕрĕпе юратнă Галина мăшăрне халалласа çырнă юррине парнелерĕ. Чун-чĕререн тухакан юрă сăмахĕсене итленĕ май нумайăшĕн куçĕсем те шывланчĕç. Кашни куплетрах хĕрĕсемпе мăшăрне чунтран юратни, тав туни, çемйипе мăнаçланни палăрса тăчă.
Çемье кунĕ ăшă лару-тăрура иртрĕ. Вăл пурне те çĕнĕ вăй-хал парнелерĕ, кил-йышри хаклăхсем çинчен, çемье çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ пулнине аса илтерчĕ. Кашнин килĕнче тăнăçлăх, телей, пĕр-пĕрне ăнланни хуçалантăр.
Олеся ЕФИМОВА, Меселпуçĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕ.
Авăркас районĕ.

Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Çемье – çирĕп тĕрев, телей çăл куçĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас