Ĕненетĕр-и: Питĕрте хамăр район йĕкĕчĕпе паллашса унпа хутшăнма тытăнтăм. Тăван тăрăхра тĕл пулма шăпа пÿрмен ĕнтĕ. Ютра пире иккĕн çăмăлрах пулчĕ. Пĕр уйăхранах эпир пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Çывăх çынсене кун пирки пĕлтерме васкамарăмăр. Çие юлсан вăрттăнлăха уçма тиврĕ. Руслан атте пулассине пĕлсен шухăша кайрĕ. Вăл халех ача утьăкка сиктерме хатĕр марри палăрчĕ. Эпĕ çирĕп йышăну турăм. Ачана ашшĕсĕр пулсан та çут тĕнче парнелеме шутларăм.
Эрнерен Руслан ашшĕ-амăшĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем мана хăйсен хĕрĕ пекех йышăнчĕç, ăшшăн калаçрĕç. Унта пĕр çĕр каçнă хыççăн эпир яла кайрăмăр. Аттепе аннешĕн эпĕ каччăпа килни кĕтменлĕх пулчĕ. Çие юлнине пĕлтерсен вĕсем пушшех те тĕлĕнчĕç. Çапах пĕр сивĕ сăмах та каламарĕç. Туй тумашкăн пулăшма шантарчĕç.
Ача кĕтнĕ чухнехи уйăхсем çăмăл иртмерĕç. Ялан хăсас килетчĕ, пĕрмай кăмăл пăтранатчĕ. Апат çисе ларнă хушăрах лĕклентеретчĕ. Руслан хăйне лăпкă тытрĕ. Тахçанхи пек пĕрле каçхи клубсене çÿреймесрен вăл тусĕсемпе манран вăрттăн тĕл пулчĕ.
Пĕррехинче эпĕ унăн телефонĕнче ют хĕр çырнă смс-çырусене вуларăм. Пулас мăшăртан кун пеккине кĕтменччĕ. Вăл ют пикепе вăрттăн темăсем пирки калаçни мана тĕлĕнтерчĕ. Тепре пăхнă çĕре Руслан пĕтĕмпех хуратса хунăччĕ. Эпĕ кун пирки сăмах пуçарсан вăл итлесшĕн пулмарĕ, мана çеç юратнине ĕнентерчĕ. Декрет отпускне кайиччен ахаль отпуск илтĕм. Шăп çав вăхăтра туй тума планланăччĕ. Эпĕ кĕпе туянма тăван тăрăха таврăнтăм. Кунта хаксем Питĕртинчен чылай йÿнĕрех. Мĕнпур ĕçе вĕçленĕ хыççăн Руслана систермесĕр таврăнтăм. Алăка уçсан хĕрарăм пушмакне курсан чутах тÿнсе каяттăм. Пушмака хывмасăрах çывăрмалли пÿлĕме кĕрсе тăтăм. Унта манăн пулас мăшăр еркĕнĕпе выртнине куртăм. Эпĕ кĕнине сисмерĕç. Çĕрĕпе михĕ йăтса ывăннă çынсем пек ыйха тăсрĕç, вăранмарĕç. Утияла сирсен Руслан пĕрремĕш сиксе тăчĕ. «Санăн паян таврăнмалла марччĕ-çке», – терĕ манран каçару ыйтас вырăнне. Эпĕ ваннăйне кайрăм. Душран тухнă çĕре вăл еркĕнне ăсатма ĕлкĕрнĕччĕ. «Япалусене пуçтар та хыççăн тухса кай», – терĕм ниепле те лăпланаймасăр. Руслан çине-çине каçару ыйтрĕ. Анчах çав самантра манăн ăна илтес те, курас та килместчĕ. Вăл тухса кайрĕ. Руслан киле таврăннă çĕре унăн япалисене пĕр чăматана пуçтарса хутăм, хваттер алăкĕ умне кăларса лартрăм.
Мăшăр пĕр эрне юлташĕсем патĕнче пурăнчĕ. Пулас ачана ашшĕ кирлех тесе ăна каçарма шухăшларăм. Каялла йышăнтăм, пĕрле пурăнма тытăнтăмăр, туя хатĕрлентĕмĕр. Хĕр ĕмĕрĕпе сыв пуллашнине юлташсемпе хваттерте паллă турăмăр. Руслан каччăсемпе саунăна кайрĕ. Эпир саланма пуçланăччĕ. Пĕр тусăм ман патра çывăрма юлассине пĕлтерчĕ. Унăн савнийĕ Русланпа пĕрле кайнăччĕ. Тамара ун патне темиçе хут та шăнкăравларĕ. Вăл тытмарĕ. Телефон çинчи пускăч ансăртран пусăнса кайрĕ пулас. Арçынсемпе пĕрле хĕрарăмсен сассисем те илтĕнчĕç. Тамара мана кун пирки систерес мар тесе пÿлĕме кĕчĕ. Анчах эпĕ ухмах мар-çке. Йăлтах ăнлантăм. Пĕрре улталаннă хыççăн арçынна шанма юраманнине ăнкартăм.
Паллах, киле таврăнсан вĕсем хĕрсемпе пулнине йышăнмарĕç. Чунри иккĕленÿ сирĕлмерĕ. Эпĕ Руслана юрататтăм. Вăл улталанине кура çирĕп çемье пулаймассине ăнлансах ăна качча тухрăм. Унăн еркĕнĕсенчен мĕнпе кая-ха эпĕ? Çак ыйту мана пĕрмай канăçсăрлантаратчĕ. Хама пăхмастăп теес килмест. Ача çураличчен те, кайран та илем салонне çитме тăрăшаттăм. Темĕн тĕрлĕ аялти кĕпе-йĕм туянтăм, çапах упăшкана айккине чупма пăрахтараймарăм. Пĕр лайăх çын сĕнÿ пачĕ: «Ан тив, çÿретĕрех, кăшт вăхăт иртсен вăл çемье хаклăраххине ăнланĕ. Пĕрисем – вăтăрта, теприсем 40 çулта кăна çакăн пирки шухăшлама тытăнаççĕ».
Чăннипех те çапла пулчĕ. Çулсем иртсен Руслан пире ытларах юратма тытăнчĕ, ачана больницăна илсе çÿреме пуçларĕ. Вăхăтлăх юрату хăвăрт вĕçленет, çынна вара ĕмĕр ĕмĕрлеме çемье кирлех. Çакна айккине чупакан кашни арçынах ăнлансан тем пекехчĕ.
Валентина.