Пур хыпар та
Çемье
24 Октябрӗн 2025, 13:00

Юрату, шанчăклăх тата патриотизм историйĕ

Çак кунсенче Авăркас тăрăхĕнчи Юламан ялĕнче пурăнакан Иван Степановичпа Любовь Афанасьевна Александровсем бриллиант туйне паллă тунă. Мăшăр 60 çул пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, хисеплесе пурăнать.

Юрату, шанчăклăх тата патриотизм историйĕ
Юрату, шанчăклăх тата патриотизм историйĕ

Толбазă ял Канашĕн администрацийĕ Александровсене  чаплă юбилейпе чун-чĕререн саламланă. Саламра вĕсем çирĕп çемье йĕркелесе хăйсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн кăна мар, мĕнпур ентешĕсемшĕн чăн-чăн юратупа шанчăклăх тĕслĕхĕ пулса тăнине палăртнă.

Çемье уйрăмах хăйĕн ывăлĕпе мăнаçланать. Владислав Александров - Толбазă ял Канашĕн депутачĕ, ятарлă çар операцийĕн участникĕ. Хальхи вăхăтра вăл госпитальте, йывăр аманнă хыççăн демобилизаци кĕтет.

Çакна каласа хăвармалла, Владислав пĕрле çар тивĕçне пурнăçлакансене çапăçу хирĕнчен илсе тухнă май йывăр суранланнă.

Александровсемшĕн асăннă дата çирĕп çемьене халалланă уяв кăна мар, ывăлĕн паттăрлăхне тепĕр хут аса илмелли сăлтав пулса тăрать. Шăпах вĕсен тĕслĕхне ăша хывса ывăлĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлет.     

Данил АНДРЕЕВ.

Авăркас районĕ, Юламан ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас