Елена Емельяновна питĕ илемлĕ юрлать. Вун пилĕк çул каялла вăл «Пикесем» чăваш ансамбльне йĕркеленĕ. 2021 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче ăна Ĕпхÿ хулинче чаплă лару-тăрура «Ача амăшĕн мухтавĕ» медаль парса чысланă.
Елена çамрăк чухнех сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа шкул пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕри культура техникумне вĕренме кĕнĕ. Анчах икĕ çул вĕреннĕ хыççăн унăн пурнăçĕ калама çук улшăннă. Хĕр шкулта пĕлÿ илнĕ çулсенчех паллашнă каччăпа çемье çавăрнă. Вадим кашни çулла Тюмень хулинчен аслашшĕ-асламăшĕ патне яла килсе çÿренĕ.
Çамрăксем упăшкин пĕчĕк Тăван çĕршывне пурăнма куçнă. Кунтах, Çурçĕрте, Газизовсен пĕрремĕш ывăлĕ Никита çуралнă. 2005 çулта вара çемье Ашкатар ялне таврăннă, Еленăн асламăшĕпе пĕрле пурăнма тытăннă. Кивĕ те, çав вăхăтрах хăтлă, çуртра Виталикпе Карина çут тĕнчене килнĕ. Çемье лăпкă пурнăçпа, кулленхи ĕçсемпе тăрмашса пурăннă. Вадим Венерович вахта мелĕпе ĕçленĕ. Елена Емельяновна хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă, ачисене воспитани панă, асламăшне тимлĕх уйăрнă. Çав вăхăтрах кил хуçи арăмĕ хăйĕн ĕмĕчĕ пирки те манман. Пĕррехинче вăл пуçланă ĕçе вĕçне çитерме шут тытнă – тепĕр хут Çтерлĕри культура техникумне çул тытнă. Çак шухăша тăванĕсем те ырласа йышăннă. Театр уйрăмĕнче виçĕ çул хушши куçăн мар мелпе вĕреннĕ, техникума «лайăх» паллăсемпе пĕтернĕ.
Елена виçĕ ача амăшĕ пулнине пăхмасăр Пишпÿлек салинче иртекен республика шайĕнчи чăваш пикисен конкурсне хутшăннă, виççĕмĕш вырăн йышăннă. 2013 çулта Газизовсен çемйи «Çемье мозаики» район фестивалĕнче мала тухнă, республика шайĕнче Гран-прие тивĕçнĕ. Çакăн хыççăн çемье Пенза хулинче йĕркеленĕ «Атăлçăри чи лайăх çемье» конкурсра вăй виçнĕ. Çирĕм тăватă команда хушшинче тăваттăмĕш пулса тăнă, «Чи лайăх интернационаллă çемье» номинацире çĕнтернĕ.
– Ун чухне Никита виççĕмĕш класра вĕренетчĕ, Виталик – пĕрремĕшĕнче. Карина ача садне çÿретчĕ. Конкурса пурте пĕрле кайрăмăр, ыттисене курма питĕ кăсăкчĕ, – аса илчĕ нумай ача амăшĕ.
Çулсем иртнĕ май ĕçчен те тăрăшуллă мăшăр çĕнĕ çурт хăпартнă. Кунта вара Ростиславпа Глеб ывăлĕсем çуралнă. Пултарулăхпа палăрса тăракан Елена Емельяновна ялти клубра карьера тума пикеннĕ. Сцена çинчен юрланă, тĕрлĕ мероприятисемпе концертсене хутшăннă. Анчах юратнă ĕçне пăрахма тивнĕ…
Кĕçĕн Глеб ывăлĕ сывлăх енчен хавшак çуралнă, ытти ачасенчен уйрăлса тăрать. Паянхи кун арçын ача сакăр çулта, чĕлхи халĕ те уçăлман. Çавăнпа ăна пĕр çулхисен хушшинче çăмăл килмест. Елена Емельяновнан сăмахĕсем тăрăх, Глебăн сывлăхне кислород выçлăхĕ пуçланни сиен кÿнĕ. Телее, пепкене тухтăрсем çăлса хăварнă. Ырă кăмăллă, çутă арçын ача хаваспах хут купăспа кĕвĕ каланине, юрăсем шăрантарнине итлет. Унсăр пуçне вăл чĕр чунсене юратать, уйрăмах ĕнесене.
Кил хуçи арăмĕ аслă ачисемпе мăшăрĕ çинчен ăшшăн каласа парать. Вадим Венеровича иртнĕ çулхине «Атте хастарлăхĕ» медальпе наградăланă. Çемье пуçĕ 25 çул хушши Çурçĕрте вахта мелĕпе вăй хурать. Вахтăран таврăнсан вырăнти колхозра водитель пулса тăрăшать. Пушă вăхăтра йывăçпа ĕçлеме юратать, тĕрлĕ япаласем ăсталать.
Аслă ывăлĕ Никита пулă тытма тата техникăна кăмăллать. Çамрăк çын нефтяник-бурильщик пулса ĕçлет, çемье çавăрнă. Çамрăк çемье «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Виталий те техникăна малти вырăна хурать. Каччă çар тивĕçне пурнăçлать, контракт мелĕпе альтернативлă службăна суйласа илнĕ. Карина питĕ илемлĕ ÿкерет, шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса Санкт-Петербург хулинчи сăрт-ту университетĕнче ăс пухать. Ростислав – тăваттăмĕш класс ачи, уроксем хыççăн лего (вăйă) пуçтарать, çуртсем хăпартма ĕмĕтленет.
Елена Емельяновна юратнă ĕçĕшĕн тунсăхлать, çав вăхăтрах унăн пĕр пушă вăхăчĕ те çук. Мĕншĕн тесен çемье пысăк хуçалăхпа пурăнать: ĕне, сурăх, кăвакалсем, чăхсем, пысăк пахчапа сад. Шалкăм çапнă ашшĕне те хăйсем патне пурăнма илсе килнĕ, ăна та тимлĕх уйăрма мехел çитерет. Каçсерен нумай ача амăшĕ çекĕлпе илемлĕ пледсем çыхать, алмаз тĕррипе интересленет. Унсăр пуçне чечексем ÿстерме кăмăллать. Çу кунĕсенче Елена Емельяновна çитĕнтернĕ тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен шăрши картишĕнче сарăлать.
Газизовсен çемйин хăйсен йăли-йĕркисем пур – çуралнă кунсене пурте пĕрле паллă тăваççĕ. Çемьен юратнă уявĕсем – Çĕнĕ çул, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Çавăн пекех пысăк та туслă çемье походсене çÿрет, республикăн илемлĕ вырăнĕсене çитсе курать.
– Нумай ача пирки эпĕ те, мăшăр та ĕмĕтленнĕ. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн шанчăк та тĕрев пулĕç. Паллах, пилĕк ачана ура çине тăратасси – пысăк яваплăх. Пирĕн вĕсем лайăх çынсем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшмалла. Хамăр тĕслĕхпе мĕнле пурăнмаллине кăтартса, çемье хаклăхĕсене ăша хывма майсем туса паратпăр. Анчах общество, интернетпа телевизор хăйсен витĕмне кÿреççĕ. Паянхи çамрăксен шухăшлавĕ урăхла. Ывăлсемпе хĕре ялта пурăнма килĕшни савăнтарать. Тен, хăçан-тăр вĕсем те кунта çуртсем хăпартса çирĕп çемьесем çавăрĕç, – тет Елена Газизова.
Татьяна ЗАЙНУЛЛИНА.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.