«Пирĕн туслă çемье» вăйă программине Анваровсемпе Соболевсен тата Ивановсен çемйисем хутшăннă. Вĕсем ăшă та туслă лару-тăрура хăйсен пултарулăхне, тавçăрулăхне, çаврăнăçулăхне кăтартса пама пултарнă.
Мероприяти программинче «Шăм-шака хускатасси» вăйă пулнă. Ачасем çемьепе çыхăннă темăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, «Хĕвел çинче ăшă, анне çумĕнче хăтлă», «Хăнара лайăх, килте тата та лайăхрах», «Туслă çемьере шартлама сивĕре те ăшă» ваттисен сăмахĕсене ăнлантарнă. Унсăр пуçне ачасем ашшĕ-амăшĕсене килĕсенче мĕнле пулăшни çинчен каласа панă. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çемье вăл – ĕç, çирĕп никĕс, юрату, туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни.
Вăйă программин асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри хутран «Телей çурчĕ» çурт хăпартасси пулнă. Йĕркелÿçĕсем пухăннисене çемье хаклăхĕсенчен тăракан кирпĕчсенчен çурт туса лартма сĕннĕ. Çав шутра «юратупа» «килĕшÿ», «черченлĕхпе» «туслăх», «ырлăхпа» «ăнлану», «шанăçпа» «тимлĕх» ятлă кирпĕчсем пулнă.
Мероприятие пухăннă çемьесем вулавăшра «Çемье – пурнăç никĕсĕ» куравпа паллашма пултарнă. Кунта çемье хаклăхĕсене, ачасене мĕнле воспитани памаллине çутатса паракан литературăна тăратнă.
Уяв малалла фойере тăсăлнă. Çемьесем «Çемье эстафетине» хутшăнса тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарнă.
Пĕрле ирттернĕ вăхăт ачисен те, аслисен те кăмăлне кайнă. Асăннă мероприяти ачисемпе ашшĕ-амăшĕсене тата та туслăрах пулма пулăшнă. Çапла пурте кулленхи ĕçсенчен канса вăй пухма пултарнă.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.