Пур хыпар та
Çемье
24 Нарӑсӑн , 09:00

Халăхсем нумай – çĕршыв пĕрре

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял вулавăшĕ черетлĕ уяв мероприятийĕ ирттерекен вырăн çеç мар, тĕрлĕ ăрупа культурăсене пĕрлештерекен чăн-чăн лапам пулса тăчĕ.

Халăхсем нумай – çĕршыв пĕрре
Халăхсем нумай – çĕршыв пĕрре

Вулавăш ертÿçи, вăлах çак йĕркесен авторĕ, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Пушкăртстан Республикинчи Пысăк та туслă çемье çулталăкне уçнă май питĕ кăмăллă лару-тăру йĕркелерĕ. Çавăнпа та мероприятие килнĕ кашни çын хăйне хаклă хăна пек туйрĕ. Йăла-йĕркесемпе тата уйрăм çынсен шăписемпе çыхăнннă районăн пуян историйĕ пуçтарăннисен калавĕсемпе аса илĕвĕсем урлă çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Туслăхпа килĕшÿре пурăнакан нацисене – вырăссемпе пушкăртсене, тутарсемпе чăвашсене, мăкшăсене – уйрăм тимлĕх уйăрнă. Илемлĕ тумсем, кĕвĕллĕ юрăсемпе хĕрÿ ташăсем – пурте халăхсен культура пуянлăхĕпе тĕрлĕ енлĕхне кăтартса хăйне евĕрлĕ сăн-сăпат парнелерĕç. Ачасем хаваспах халăх юмахĕсен тĕнчине путрĕç, наци эрешĕсемпе усă курса илемлĕ ал ĕçĕсем ăсталарĕç.
Сĕтел çине лартнă апат-çимĕç чăн-чăн кулинари çул çÿревĕ пулса тăчĕ. Тин пĕçерсе кăларнă çăкăр шăрши, тĕрлĕ юр-вар, пылак та тутлă апат-çимĕç – кашниех тĕрлĕ халăхăн апат-çимĕçне тутанса пăхма пултарчĕ. Юлашкинчен ирттернĕ викторина вара илнĕ пĕлĕве çирĕплетме пулăшрĕ, вĕсен тавçăрулăхĕпе тимлĕхне тĕрĕслерĕ.
Мероприяти кирек епле уяв пекех чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Сăмаварта вĕретнĕ техĕмлĕ чее килте пĕçернĕ апат-çимĕçпе ĕçнĕ май пуçтарăннисем пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçрĕç, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç. Савăнăçпа, хутшăнупа тулнă тĕлпулу культура еткерлĕхне хаклама тата упрама, халăхсен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме вĕрентекен çутă тĕслĕх пулса тăчĕ.
Хушăлка ял вулавăшĕ кĕнеке управçи пулнине çеç мар, çĕнĕ шухăшсем çуратакан, туслăх тĕввисем çирĕплетекен, йăла-йĕркесене чĕртсе тăратакан туслăх центрĕ пулнине çирĕплетрĕ.
Лира НОВИКОВА, Хушăлка ял вулавăш ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ.

Халăхсем нумай – çĕршыв пĕрре
Халăхсем нумай – çĕршыв пĕрре
Халăхсем нумай – çĕршыв пĕрре
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас