Паянхи кун Росстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 4 013 786 çын пурăнать. Вĕсенчен вырăссем – 37,5 (1 505 170 çын) процент. Çак йышран 80% хуласенче тĕпленнĕ, пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ ялсенче тымар янă. Çав вăхăтрах ялти çынсен 70% тивĕçлĕ канура е пенси çулĕсене çитсе пыраççĕ. Ытларах вырăссем Ĕпхÿ хулинче (530 136 çын) пурăнаççĕ. Ку вăл тĕп хула йышĕн 50% яхăн пулать. Çавăн пекех вĕсем Çтерлĕпе Салават, Мелеузпа Межгорье, Ишимбайпа Давлекан, Пелепей хулисенче мĕнпур халăхăн çуррине яхăн пурăнни паллă. Çав вăхăтрах Белорецк, Бирск, Благовещенск, Кумертау хулисенче йышĕпе 60% çитеççĕ. Ытти хуласенче кăтартусем халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕпе танлашаççĕ. Уйрăмах вырăссем Агидельпе Баймакра, Дюртюлипе Янаулта сахал.
Ялсенче пурăнакан вырăс районĕсен шутне Ĕпхÿ, Дуван, Благовещенск, Белокатай, Бирск тăрăхĕсене кĕртмелле. Балтач, Бурай, Бурзян, Илиш, Татăшлă, Чекмагуш районĕсенче вĕсен йышĕ пĕр пине те çитеймест.
Республикăра паянхи кун вырăс чĕлхи çирĕп вырăн йышăнать, унпа общество пурнăçĕнчи пур сферăра та усă кураççĕ. Пушкăрт чĕлхипе пĕрле вăл патшалăх чĕлхи шутланать.
Тĕн енчен илсен вырăс халăхĕ православи тĕнне ĕненет. Революциччен кашни вырăс ялĕнчех тата казаксен станицисенче чулран е йывăçран хăпартнă чиркÿ пулнă. Çакăнпа ял-сала ыттисенчен уйрăлса тăнă. Хуласенче пĕр чиркÿ хăпартнипе çеç çырлахман. Унсăр пуçне арçынсен тата хĕрарăмсен мăнастирĕсем ĕçленĕ. Сăмахран, XIX ĕмĕр вĕçĕнче XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Ĕпхÿре 20 яхăн мăнастирпе чиркÿ пулнă. Хальхи вăхăтра вĕсен шучĕ республикăра 260 ытла.
1998 çулта Пушкăртстанра вырăссен Соборне (пухуне) ирттернĕ, çак ятпах обществăлла организаци йĕркеленĕ. Кăшт маларах, 1990 çулсен варринче, Пĕтĕм тĕнчери Аксаков фондне никĕсленĕ. Вырăссен Соборĕ пуçарнипе ăс-тăн тĕнчине çĕклес енĕпе регионта нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. Ĕпхÿре Аксаков гимназине уçнă, С.Т. Аксаков музейне йĕркеленĕ, Пелепей районĕнчи Надеждино ялĕнче те паллă вырăс çыравçин музейĕ ăнăçлă ĕçлет. Кашни çулах сентябрь – октябрь уйăхĕсенче Аксаков уявĕ, майра Славян çырулăхĕн тата культурин кунне ирттересси ырă йăлана кĕнĕ.
Вырăс халăх культурине аталантарас ĕçре ПР Президенчĕн Муртаза Рахимовăн указĕпе килĕшÿллĕн историпе культура центрĕсем йĕркелени пысăк витĕм кÿрет. Сăмахран, Краснокамск районĕнче Николо-Березовка салинче «Никольский чиркĕвĕ» историпе культура центрĕн ĕçĕсене ăшă сăмахсемпе асăнса хăвармалла. Ĕпхÿ районĕнчи Красный Яр историпе культура центрĕнче те интереслĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Кунта ялти чиркĕве юсаса çĕнетнĕ, В.И. Чапаев музей никĕсĕ çинче вырăссен пурнăçне кăтартса паракан музей уçнă. Белокатай районĕнче иртнĕ çул вун саккăрмĕш хут регионсем хушшинчи вырăс юрри-такмакĕсен уявĕ иртнĕ.
Паянхи кун республикăра икĕ пин ытла хăйпултарулăх вырăс коллективĕ ĕçлет. Вĕсенчен виççĕре яхăн ушкăн «халăх» е «тĕслĕхлĕ» ансамбль ята тивĕçнĕ.
1996 çулта Пĕтĕм тĕнчери Аксаков премине çирĕплетнĕ. Ăна икĕ çулта пĕрре литературăра çитĕнÿсем тунăшăн, вырăс чĕлхипе идейине пропагандăланăшăн паллă çыравçăсене параççĕ. Юрă ÿнерне халăх хушшинче сарассипе Шаляпин центрĕ пысăк та палăрмалла ĕçсем тăвать. Унăн ертÿçисем çине тăнипе опера енĕпе Шаляпин фестивалĕ пуçарса янă, ăна темиçе хут ирттернĕ. Ĕпхÿри З.Исмагилов ячĕллĕ патшалăх ÿнер институтĕнче (хăй вăхăтĕнче дворянпа кĕпĕрне пухăвĕн çурчĕ пулнă) Шаляпин залне уçнă. Ĕлĕк унта юрăç карьерине Федор Шаляпин пуçланă.
Республикăри вырăс халăхĕн аталанăвĕшĕн чылай ĕç тунă, анчах та ытти нацисемпе пĕрле килĕшÿре пурнăçа кĕртмелли тата та нумай. Çакна Пушкăртстан ертÿлĕхĕ те лайăх ăнланать.
Юрий СНЕГОПАД.