Çемье
20 Апреля , 10:00

Михайловсем йăх-несĕл йывăççине пысăк тимлĕх уйăраççĕ

Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Михайловсем – тивĕçлĕ канури çынсем, анчах халĕ те хастар ĕçлеççĕ. Праçниксемпе çемье уявĕсенче ачисемпе мăнукĕсем тĕп çурта пухăнаççĕ, çавăн чух кил-çурт ача-пăча куллипе тата ăшă калаçусемпе тулать.

Михайловсем йăх-несĕл йывăççине пысăк тимлĕх уйăраççĕМихайловсем йăх-несĕл йывăççине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Михайловсем йăх-несĕл йывăççине пысăк тимлĕх уйăраççĕ

Çемье пуçĕ Николай Борисович лимузин-вăкăрсем çитĕнтерекен комплексра хуралçă пулса ĕçлет. Мария Михайловна 40 çул ытла вырăнти вулавăшра библиотекарьте тăрăшать.

Николай Борисович тивĕçлĕ канăва кайиччен Наказбаш усравлăхра егерь тивĕçне пурнăçланă. Ĕçĕ çăмăл мар, анчах илĕртÿллĕ пулнипе уйрăлса тăнă. Унăн çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те территорие йĕлтĕрпе, снегоходпа е çуран пăхса çаврăнмалла пулнă. Шăпах çавăн чухне пирĕн тăрăхра сайра хутра тĕл пулакан чĕр чунсене асăрханă, вĕсене браконьерсенчен çăлма та тивнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хăрушă ĕç. Анчах çемье пуçĕ мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарса малалла çирĕп утăмсемпе утнă. Мĕншĕн тесен килĕнче юратнă мăшăрĕпе ачисем кĕтнĕ.

Николай Михайлов пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Мария Михайловнăна мăшăрĕн çемйи ăшшăн йышăннă. Хунямăшĕпе кинĕ хушшинче ăшă кăмăллă хутшăнусем йĕркеленнĕ. Иккĕмĕш амăшĕ пулса тăнă хĕрарăм çамрăк арăма хуçалăха ертсе пыма, ачисене воспитани пама вĕрентнĕ.

Мария Михайловна хăйĕн пурнăçне ял çыннисене çутта кăларассине халалланă. Хастар та пурнăçа юратакан хĕрарăм пуян та кăсăк куравсем йĕркелет, ачасемпе аслисем валли тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Унăн аллисем ĕçчен пулнăран вулавăшра яланах таса та илемлĕ. Çавăн пекех вăл вырăнти клуб ĕçченĕсемпе пĕрле пĕрлехи проектсене хастар хутшăнать. Унсăр пуçне Мария Михайлова «Çеçпĕл» чăваш фольклор ансамблĕн пайташĕ шутланать, тăван халăхăн йăли-йĕркисемпе юррисене типтерлĕн упрать.Тата чăваш хĕрарăмĕ чечексем çитĕнтерме кăмăллать. Хăйĕн пушă вăхăтне шăпах вĕсене халаллать. Пурнăçпа киленсе пурăнасси ăна амăшĕнчен куçнă.

Мария çут тĕнчене килмессе те пултарнă. Ашшĕ-амăшĕ виççĕмĕш ачине кĕтнĕ чух çемье пуçĕ йывăр чирленĕ. Амăшĕ виçĕ ачине пĕччен ура çине тăратма тÿр килессе лайăх ăнланнă. Хĕрарăм çăмăл мар йышăну тăвас умĕн мăшăрĕпе канашлама шут тытнă. Çемье пуçĕ ачине хăварма ыйтнă: «Ăçта иккĕн, унта виççĕмĕшĕ те ÿсĕ. Хĕр çуралсан Маруся ят пар», – тенĕ. Çапла Маруся çуралнă. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем те ăна çапла чĕнеççĕ. «Манăн вара мăшăр пулĕ, ачасен – аçа çури», – тесе амăшĕ урăх качча тухман. Пĕчченех виçĕ ачине пăхса çитĕнтернĕ. Çавăнпа та Михайловсемшĕн «çемье» тата «çемье пулăшăвĕ» сăмахсем нимпе танлаштарайми хаклă ăнлавсем.

Николай Борисовичпа Мария Михайловна виçĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун вĕсене ултă мăнук пурри савăнтарать. Людмила, Нина тата Борис профессийĕсене хăйсем суйланă, ашшĕ-амăшĕ вара вĕсене пулăшса пынă.

Ялта пурăннăран Михайловсен ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕренсе ÿснĕ. Шкултан таврăнсан аслисем ĕçрен киличчен кăмака хутнă, вут çурнă, апат пĕçернĕ, картишре те пулăшнă.

Мĕнпур праçниксемпе çемье уявĕсенче кил-йыш ашшĕ-амăшĕ çуртне пухăнать. Асанне-кукамай пулнă Мария Михайловна мăнукĕсене вĕтĕ кукăльсем, пÿремеч пĕçерсе кĕтсе илет. Кил-çурт каллех ача-пăча куллипе, калаçусемпе тулать. Аслисем аса-илÿ авăрне путаççĕ. Сăн ÿкерчĕксенчен тăракан альбомсене пăхнă май, çакăн пек пысăк тĕнчере хăвна лапкă та хÿтлĕхре туякан кĕтес, тăван кил, пуррине ăнланса илсе кашнин чунĕнче ăшăрах пулса каять.

Оксана РУСЛАНОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас