

Совет саманин çынни
Геннадий Яковлев пысăк çемьере çуралса ÿснĕ, унта пилĕк ача çитĕннĕ. Вăл чи асли пулнă. Геннадий Николаевич паянхи кун та ача чухне инкеке пула вилнĕ Мария йăмăкне хурланса аса илет. «Халĕ вăл 65 çула çитнĕ пулĕччĕ», – тет.
Ашшĕ-амăшĕ колхозра тăрăшнă. Николай Евдокимович строительте ĕçленĕ, пур ĕçе те ăста пулнă. Амăшĕ, Раиса Васильевна, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, мăшăрĕ пекех нумай енлĕ ăсталăхĕпе палăрса тăнă. Тĕслĕхрен, çăматăсем пуснă. Вĕсене ачисем валли хатĕрленĕ.
Шкул пĕтернĕ хыççăн Геннадий Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Унта вăл ăнсăртран лекнĕ. Арçын ача ял хуçалăх техникумне каясшăн пулнă, анчах конкурспа иртеймен. Педагогика училищи çумĕпе иртсе пынă чух Матрена Евдокимовна аппăшĕ сăмах май тенĕ пек: «Тен, кунта кĕрсе пăхăн», – тесе сĕннĕ.
– Суйламалли çук. Документсене патăм, музыка енĕпе тĕрĕслев витĕр иртрĕм, чăваш уйрăмĕн иккĕмĕш курсне вĕренме илчĕç, – аса илет вăл професси çулĕн пуçламăшне.
Тепĕр çултан ăна Совет Çарне чĕнсе илнĕ. Службăпа кăмăллă пулнă. Шăпах çав çулсенче ятарлă çăксем (спецгруз) турттарса пĕтĕм Совет Союзне тенĕ пекех çитсе курнă.
– Çар хыççăн вĕренсе пĕтертĕм те 1977 çулта тăван шкула таврăнтăм, унта физкультура, истори тата НВП урокĕсене илсе пытăм. Фотокружок йĕркелерĕм. Эпĕ педучилищĕри педагогсене пурне те, уйрăмах хамăр ушкăн ертÿçи пулнă Тамара Григорьевна Афанасьевана, ăшшăн тав тăватăп. Паян хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынсене сайра тĕл пулатăн. Вĕсем хывнă идеалсемпе ориентирсем халĕ те пирĕн ăрăвăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăраççĕ, – аса илÿ çăмхине сÿтет Геннадий Николаевич.
1983 çулта вăл Пушкăрт патшалăх институчĕн истори факультетĕнчен куçăн мар мелпе вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ.
Кĕтмен пăрăнчăксем
Шăпа ăна ял ертÿçи пулма хатĕрленĕ тейĕн. Вырăнти власть органĕсенче карьера тăвас шухăш çук пулин те иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче 26 çулхи учителе ял Канашĕн ĕç тăвакан комитетне ертсе пыма сĕннĕ. Анчах ун чухнехи XXI парти съезчĕ ячĕллĕ колхоз ертÿçипе Рамис Давлетшинпа ăнланманлăхсем сиксе тухнăран тепĕр икĕ çултан каялла шкула таврăннă. Тăхăр çултан çав ертÿçĕ ыйтнипе тепĕр хут ял Канашĕн ĕç тăвакан комитетне таврăннă. Геннадий Яковлев ял хутлăх администрацине чĕрĕк ĕмĕре яхăн ертсе пынă.
Аслă ăрури çынсем иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки вунă çулĕнче тата XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕршыв экономикăпа политика кризисне тÿссе ирттернине лайăх ас тăваççĕ. Ялсенчи хăй тытăмлăх органĕсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçланă. Геннадий Яковлев çак çăмăл мар вăхăт йывăрлăхне хăй çинче тĕрĕсленĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх, вăл вăйлă характерлă, сăпайлă та сахал калаçакан, чăтăмлăхпа тата тÿрĕ те ырă кăмăллă пулнипе уйрăлса тăнă. Йывăр вăхăтсенче те этем тивĕçлĕхне, пурнăçа лайăхлатма пултарас туйăма упраса хăварма май пуррине хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетнĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ветеранĕ халĕ те хăйĕн аслă наставникĕсене – партин районти комитечĕн пĕрремĕш секретарне Равгат Тухватович Евбатырова тата районти ĕç тăвакан комитетăн председательне Баян Авзалович Сафиуллина – ăшшăн аса илет. Вĕсем айккинчен пăхса тăман, нумай ыйтăва татса пама пулăшнă. Каярах ял тăрăхĕсен администрацийĕсене йĕркелес ĕçсене муниципалитетри район Канашĕн секретарĕ Артур Маратович Садыков пурнăçланă.
– Ун чухне те, халĕ те мĕнпур ертÿçĕсемшĕн Сименкке ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Никитин ырă тĕслĕх пулнă. Вăл районта пуринчен малтан ял хутлăх территорийĕнче обществăлла хăй тытăмлăх юлташлăхне йĕркелерĕ, – сăмахне тăсать ĕç ветеранĕ.
Ун чухне Ярмулай ял хутлăхне 11 ял кĕнĕ, вĕсенче 1700 яхăн çын пулнă. Хальхи вăхăтра 9 ялта 1200-тен кăшт нумайрах çын пурăнать.
– Пирĕн ял хутлăхĕн уйрăмлăхĕ акă мĕнре: кунта ĕмĕр-ĕмĕр чăвашсемпе вырăссем, тутарсемпе марисем туслăн пурăнаççĕ. Ял хутлăх администрацийĕн территорийĕнче виçĕ ял клубĕ, вырăнти пĕр культура çурчĕ ĕçленĕ вăхăтсем те пулнă. Унта концертсем, ăру-тăванлăх уявĕсем иртнĕ, юбилярсене чысланă. 2006 çулта район администрацийĕ, уйрăмах унăн ертÿçин çумĕ Ихсан Бадретдинов пулăшнипе, Этĕлпе Ярмулай, Савка ялĕсем пуçланса кайнăранпа 240 çул çитнине уявланă.
Ялсенче халăх йышĕ чакни – паянхи кунсен чăнлăхĕ. Çамрăксем ялта пурăнма юлмаççĕ, анчах ку вĕсен айăпĕ мар, çĕршыври улшăнусен 1991 çул хыççăнхи тÿнтер витĕмсенчен пĕри, – палăртрĕ вăл.
Колхозсемпе совхозсем пулнă вăхăтра ялта чылай ыйтăва ял хуçалăх предприятийĕсем татса панă: вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăнă, юртан тасатнă, халăха транспортпа тата выльăх апачĕпе тивĕçтернĕ, вĕрентÿ, культура тата сывлăх сыхлав учрежденийĕсене кирлĕ пулăшу панă. Каярахпа çак функцисем ял хутлăх администрацийĕн тивĕçĕсем пулса тăнă. Уйрăмах Малоалександровка, Савка, Михайловка ялĕсенчи электричество линийĕсене улăштарни асра юлнă. Район администрацийĕ пулăшнипе ку ыйтăва татса панă.
Мĕн пăшăрхантарать?
– Хам пурнăç пирки ÿпкелешместĕп, пурте ăнăçлă йĕркеленчĕ, – тет Геннадий Яковлев. – Анчах та çĕршывра тата тĕнчере, тулаш политикăра, экономикăра, обществăра эпир улăштарма пултарайман канăçсăр юхăмсене асăрхама пулать. Пирĕншĕн пуриншĕн те пĕр япала çеç юлать: таврари çынсемпе килĕштерсе пурăнасси, çемьепе çывăх çынсене хакласси, пĕр-пĕрне пулăшасси.
Ĕç ветеранне уйрăмах телеертÿçĕсем ют çĕршыв терминĕсемпе усă курса эфира час-часах варалани пăшăрхантарать.
– «Вырăс чĕлхи – аслă та хăватлă чĕлхе», – тенĕ Иван Тургенев. Нивушлĕ вырăссен йĕркеллĕ сăмахĕсемпе усă курма юрамасть? – тарăхса калаçать Геннадий Николаевич.
Çакăнта вăл ют культурăна ăша хывма хистенине, тăван чĕлхе пуянлăхне тиркенине курать.
Пĕчĕк Тăван çĕршыв
Икĕ теçетке çул ытла хăйĕн вăйне пĕчĕк Тăван çĕршыв аталанăвне хывнă çын паянхи кун та уншăн чунĕпе çунать. Вăл – арканнă Николай Чудотворец чиркĕвне çĕнĕрен чĕртес ыйтăва çĕклекенсенчен пĕри тата часавай тăвас енĕпе йĕркеленĕ пуçаруллă ушкăн хастарĕ.
– Ял хутлăх администрацийĕ пулăшнипе 2025 çулта çак ĕç пуçланнăшăн чунтан савăнатăп, – палăртрĕ канăçсăр чĕреллĕ чăваш арĕ.
Яковлевсен çемйи те çак ĕçе пур енчен те пысăк тÿпе хывать.
– Пирĕн ял илемлĕ вырăнта ларать. Ярмулайне пырса кĕнĕ çĕрте, часавай шăпах унта пулĕ, çырма юхса выртать. Çак вырăнта пĕве тума пулать. Ăна хирĕç ту сарăлса ларать. Ун тăррине Чехов стилĕпе беседка вырнаçтарсан та аван пулĕччĕ. Çакă пирĕн ял сăнне улăштарĕ, ăна илемлетĕ, çынсене илĕртĕ. Ун валли нумай та кирлĕ мар: пурин те пĕрле пуçтарăнса шухăшламалла та ĕçе тытăнмалла. Ялта ăста алăллă çынсем сахал мар, – хăйĕн ĕмĕчĕсем çинчен каласа пачĕ Геннадий Яковлев.
Ăна мăшăрĕ Людмила Георгиевна та мĕнпур ĕçре пулăшать.
Мăшăрĕ
Вăл та кунта çуралса ÿснĕ. Ярмулай шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Туймазă хулинче Октябрьскинчи ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан филиалтан вĕренсе тухнă. Пир тĕртекен специальноçа алла илсе Нижне-Троицкинчи пустав фабрикине ĕçе вырнаçнă. Анчах унта нумай тытăнса тăма тивмен ăна. Çулла тăван ялне килсен пулас мăшăрне тĕл пулнă.
– Людмилăна ултă çултанах пĕлетĕп. Унăн амăшĕ çемье вăрманта вутă хатĕрленĕ чух вилнĕ. Ун чухне эпĕ ăна питĕ хĕрхентĕм. Çартан таврăннă хыççăн ытларах хутшăнма пуçларăмăр. Çав çулла колхоза утă çулма пулăшрăм. Урапаллă трактор урампа иртсе çамрăксене пуçтаратчĕ. Илĕртÿллĕ хĕр мана хирĕç ларчĕ. Çавăнтанпа та уйрăлман темелле, – каласа парать арçын.
Ку тĕлпулу вĕсен хутшăнăвĕсен пуçламăшĕ пулнă. 1979 çулта 24-ри Геннадийпе 18-ти Людмила туй туса мăшăрĕн ашшĕ-амăшĕ туяннă çуртра пурăнма пуçланă. Вăл икĕ пÿлĕмлĕ пулнă, Яковлевсем ăна майĕпен анлăлатнă, пурне те хăйсен аллипе тунă. Çуртри кашни пăта тата кĕтесĕ вĕсен пурнăçĕн тата çемье историйĕн пĕр пайĕ пулса тăрать.
Людмила Георгиевна пир тĕртекен пулайман, çавăнпа хăйне урăх профессире шырама пуçланă. Бухгалтерсен курсне пĕтерсе ял Канашĕнче, унтан Перекет банкĕн уйрăмĕнче ĕçленĕ. Вăл хупăнсан ача садне куçнă, завхоз, кĕпе çăвакан, воспитателĕн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, нимĕнле ĕçрен те хăраман.
Йăх тăсăмĕ
Çав вăхăтра Яковлевсен çемйи ÿснĕ. Тăватă ача ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пек ĕçчен çынсем пулса ÿснĕ. Вĕсем хăйсен ăрăвĕн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ, çĕршыв ырлăхĕшĕн ĕçлесе обществăна усă кÿреççĕ.
«Ачасем шанчăксене тÿрре кăларчĕç. Пире яланах пур енĕпе те пулăшатчĕç, ял тăрăхĕнче вара кил-çуртпа хуçалăхра ĕç сахал марччĕ. Лайăх вĕреннĕ, кашниех хăй кăмăлне каякан профессие суйласа илнĕ», – теççĕ ашшĕ-амăшĕ.
Аслă Олег ывăлĕ Пелепейри машинăсем тăвакан техникума пĕтернĕ хыççăн Самарăри патшалăх техника университетне вĕренме кĕнĕ, халĕ Мускавра программист пулса ĕçлет. Иккĕмĕш ывăлĕ Николай пиччĕшĕнчен икĕ çул кĕçĕнрех. Вăл та пиччĕшĕ пекех Самарăри патшалăх техника университетне вĕренме кĕнĕ. Пелепейре тĕпленнĕ. «Транснефть» компанин филиалĕнче метролог пулса ĕçлет. Раççейри Халăхсен туслăхĕн университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă Ольга Сургут хулинчи Роспотребнадзорта ĕçлет. Кĕçĕн Елена хĕрĕ Самарăри патшалăх техника университечĕн Пелепей хулинчи филиалĕнче строительство енĕпе пĕлÿ илнĕ. Халĕ Мытищĕре ĕçлесе пурăнать.
Вĕсем пурте çемье çавăрнă, ача-пăча ÿстереççĕ. Ашшĕ-амăшне пилĕк мăнук парнеленĕ. Çулла вĕсем яла килеççĕ. Аслашшĕ-кукашшĕ вĕсем валли пĕчĕк бассейн туса лартнă. Унта шăрăх кунсенче хаваспах шыва кĕреççĕ.
Ялта садсăр, пахчасăр май çук. Яковлевсем сĕтел çинче яланах усăллă апат-çимĕç пултăр тесе ĕне, чăхсем усраççĕ.
Мăшăр хăйĕн пĕчĕк хуçалăхне юратса тытса пырать. Яковлевсем пур енĕпе те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Вĕсемшĕн кашни кун хăйсен ĕç кăтартăвĕшĕн савăнса мĕн те пулсан çĕннине тумалли шанăç.
Светлана ПРОКОФЬЕВА.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.