

Аллă çул каялла, 1976 çулхи март уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Иван тата Мария пĕр-пĕрне «килĕшетĕп» тесе каласа çемье пурнăçĕ ятлă «ишеве» тухнă. Çур ĕмĕр иртсен те вĕсен карапĕ шанчăклă çулпа пырать. Хыçра вара – пуян опыт, юратнă ачисем, тăватă мăнукĕ.
Юрату историйĕ кивĕ те ырă фильмсенчи пек пуçланнă: шкул парттисем, пĕтĕмĕшле уроксем, пĕрремĕш туйăмсем. Иван Ильичпа Мария Витальевна пĕр класра вĕреннĕ, анчах шăпа вĕсен туйăмĕсен çирĕплĕхне тĕрĕслесшĕн пулнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Иван салтак аттине тăхăннă, Мария ăна кĕтсе илме сăмах панă. Кĕтме пĕлни тата пĕр-пĕрне шанни вĕсен çирĕп çурчĕн никĕсен пĕрремĕш кирпĕчĕ пулса тăнă.
Васильевсен пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Апла пулин те ĕçлес туртăм ÿссе çеç пынă. Мăшăрăн ĕç биографийĕ Ленин ячĕллĕ тăван колхозпа тачă çыхăннă. Кирек мĕнле ĕçе пикенсен те ылтăн алăсенче вăл вĕресе çеç тăнă. Иван Ильич - пысăк сас паллинчен çырăнакан бригадир. Вун çичĕ çул хушши тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Çемье пуçĕ ĕçре пысăк авторитетлă пулсан та килĕнчи ĕçĕсене «пĕлтерĕшлĕ» тата «пĕлтерĕшсĕр» тесе пайламан: мăшăрне килти хуçалăха тытса пыма, пахча çимĕç çитĕнтерме пулăшнă.
Аллă çул хушшинче çурт хăпартма та, ачасене çитĕнтерме те, телей тупма та пулать. Мăшăр вăрăм та телейлĕ пурнăç вăрттăнлăхне уçса парать:
- Пĕр-пĕрне йышăнмалла тата ăнланмалла. Яланах. Хуйхăпа савăнăçра, чирленĕ тата сывă чухне, - теççĕ Васильевсем.
Йывăр ĕç кунĕсем хыçа юлнă. Мария Витальевна кил-çурта хăтлăх кĕртет. Вăл çыхма, тĕрлеме тата чечексем çитĕнтерме юратать. Унăн ылтăн аллисем ахаль ял пÿртне ырă шăршăллă сада çавăрнă.
Паллах, кирек мĕнле атте-анне те хăйсен телейне ачисенче, мăнукĕсенче курать. Васильевсен мĕнпе мăнаçланмалли пур. Вĕсен мăнукĕсем шкултан медальсемпе вĕренсе тухнă. Çакă аслă ăрушăн чи пысăк парне шутланать, çемье хаклăхĕсем – пĕлÿпе ĕç тата аслисене хисеплесси – çамрăк ăрăва куçнине çирĕплетет.
Светлана КАРПОВА.
Кармаскалă районĕ, Митриски ялĕ.