Урал сасси
+20 °С
Уҫҫӑнах
Çемье
29 Июнӗн , 04:00

Петровсен çемье телейĕ

Вадимпа Маринăн хушшинчи туслă хутшăну шкул саккинчен пуçланнă. Каярах тулăх юратăва куçнă.

Петровсен çемье телейĕПетровсен çемье телейĕ
Петровсен çемье телейĕ

Вĕсем çемье çавăрнăранпа 19 çул пĕрле килĕшÿре пурăнаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне шкулта вĕреннĕ чухнех пĕлнĕ. Паянхи кун Петровсем нумай ачаллă çемье шутланаççĕ, анчах та вĕсен çемйи чылай пысăкрах – пиччĕш-аппăшĕсем, йăмăк-шăллĕсем тата ытти тăван-хурăнташĕсем. Вĕсем пурте уявсене пуçтарăнсан фотокамерăн объективне вырнаçма та йывăртарах пулать.
– Пирĕн тăвансем питĕ чылай, ытларах пайĕ – упăшка енчен.Час-часах пуçтарăнатпăр, пуринпе те çыхăну тытма тăрăшатпăр. Вадим çуралнă, манăн аттепе анне пурăнакан Канчăлав ялне çÿретпĕр, унта пирĕн нумай тăван пурăнать. Çемьепе пуçтарăнса хăнана килетпĕр, тĕрлĕ ĕç тума пулăшатпăр, пахчара ĕçлетпĕр. Асанне килĕ пирĕншĕн туртăм кĕтесĕ шутланать, вăл пуриншĕн те уçă. Уйрăмах пурте пĕрле Çимĕке пуçтарăнма кăмăллатпăр, пысăк сĕтелсем лартатпăр, пĕр-пĕрне курса савăнатпăр, пурнăçран уйрăлса кайнисене аса илетпĕр, асăнатпăр. Çĕнĕ çул уявне ытларах чух пысăк ушкăнпа (30 çын ытла) Давлекан хулинче пуçтарăнма тăрăшатпăр. Пĕр-пĕринпе çывăх та ăшă çыхăнусем тытма пултарни питĕ паха, – каласа парать Марина.
Вадим нумай ачаллă çемьере çуралнă, унăн икĕ шăллĕ пур, Маринăн та шăллĕ юнашарах. Анчах та ачаранах аппăшĕ е пиччĕшĕ çинчен ĕмĕтленнĕскер хăйĕн виçĕ ача пулассине пĕлнĕ. Çапла пулнă та. Халĕ мăшăр виçĕ ачана çитĕнтерет. Аслă Ульяна хĕрĕ 18 çул тултарнă, иртнĕ çул вăл шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Хĕр Хусан хулинче маркетолога вĕренет. Екатерина 13 çулта, вăл саккăрмĕш класа куçнă, спортпа тата ташăсемпе интересленет, тĕрлĕ мероприятисенче амăшне пулăшса аслисемпе ачасен пичĕсем çинче ятарлă сăрсемпе аквагрим тăвать. Кĕçĕн, Дарья хĕрне ултă çул, вăл та хастар, халех малашнехи плансемпе пурăнать, юрăçă пулма ĕмĕтленет. Анчах та унăн малтанлăха шкултан вĕренсе тухмалла-ха. Кăçал Даша пĕрремĕш класа каять.
«Маншăн çемье, хамăн ачасем хаклă, – малалла сăмахне тăсать Марина. – Эпир упăшкапа пĕрле ÿснĕ, шкултанах туслă пулнă тесен те йăнăш мар. Эпĕ çиччĕмĕш, вăл саккăрмĕш класра чух паллашрăмăр. Темиçе çултан тĕл пулма пуçларăмăр, пĕр коллеждрах бухгалтера вĕрентĕмĕр. Мăшăра хăвăрт тупма пултарнишĕн шăпана тав тăватăп, вăл тахçантанпах юнашар пулнишĕн чунра шăппăн савăнатăп.
Марина Вадим хăйне яланах пур ĕçре те, йышăнура та пулăшнине, ырланине палăртать. Бухгалтер ĕçне хăварса хăй çине ĕçлеме пуçлас йышăнура та. Ултă çула яхăн Марина чăн-чăн чулсенчен капăрлăхсем хатĕрлет, хăй ĕçĕсемпе республикăри тĕрлĕ районсенче иртекен ярмăрккăсемпе мероприятисене çитет. Мăшăрĕ ăна çак çул çÿревсенче пулăшать. Ачасене воспитани парас ĕçе те хастар хутшăнать.
«Пирĕн ачасем кашниех тĕрлĕ характерлă. Вĕсемшĕн кунсерен Турра тав тăватăп, – çирĕплетет Марина. – Ырă кăмăллă анне пулнă май, ачасем кăшт ашкăнчăкрах пулсан, вараланса пĕтсен те вăрçмастăп. Мăшăр яланах çирĕп кăмăллă, анчах та виççĕмĕш хĕр çуралсан унăн кăмăлĕ те хĕрсем патне çемçелчĕ. Нумай ачаллă атте-анне пулни вĕçĕ-хĕррисĕр телей тесе шутлатăп. Ачасем пирĕн чĕресене пысăк юратупа тултараççĕ. Вĕсемпе лайăхрах пулма тăрăшатăн.
Ачусем санпа мăнаçланса тата мухтанса: «пирĕн анне çамрăк та хитре» тесе каласан хăвна телейлĕ туятăн.
Аттепе анне пуласси вăл – пысăк ĕç, çаврăнăçуллă пулма вĕрентет. Ман шутпа, чи кирли ачасемпе шанчăклă хутшăнусем йĕркелесси пулса тăрать. Хĕрĕмсем мана хăйсен вăрттăнлăхĕсене тата хуйхи-суйхисене каласа парсан, канаш ыйтсан савăнатăп. Маншăн çакă шанăçăн тĕп кăтартăвĕ шутланать.
Ольга ЮДИНА.
Давлекан районĕ.

Петровсен çемье телейĕ
Петровсен çемье телейĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас