

Конкурс вăхăтĕнче эпир сире 40 çемьепе паллаштартăмăр. Вĕсем Пушкăртстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, Чăваш Енпе Тутарстан республикисенче, Ульяновскпа Эрĕнпур, Самарпа Чулхула облаçĕсенче пурăнаççĕ. Сасăлав пилĕк куна тăсăлчĕ, тулли те çемье хаклăхĕсене упракан çемьесемшĕн пĕтĕмĕшле 3 пине яхăн çын сасăларĕ.
Халĕ сире «Ҫемье - патшалӑх тĕрекĕ» конкурсăн çĕнтерÿçисемпе паллаштарăпăр.
«Çулсем иртсен те эпир пĕрле» номинацинче Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче пурăнакан Вячеславпа Ирина Петровсен çемйи çĕнтерчĕ. Парне – электрочейник. Мăшăр пĕрлешнĕренпе 34 çул иртнĕ. Вĕсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун аслă ывăлĕ ашшĕпе амăшне пĕр мăнук парнеленĕ.
«Ачаллă çемье – телейлĕ çемье» номинацинче Пелепей хулинчи Александрпа Алена Яковлевсен çемйи мала тухрĕ. Парне – электрочейник. Мăшăр пĕрлешнĕренпе 11 çул çитнĕ. Çак вăхăт хушшинче вĕсем пĕр-пĕрне ăнланма, çемье телейне упрама хăнăхнă. Çамрăксем вĕнчете тăнă. Алена кил-çурт ăшшипе хăтлăхне пулсан, Александр – шанчăкла тĕрев. Вăл хÿтĕлеме те, кирек мĕнле ĕçре те пулăшма пултарать. Вĕсен София хĕрĕ çитĕнет, шăпăрлан - 3,5 çулта.
«Нумайачалăх – çемье пуянлăхĕ» номинацинче Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнче тĕпленнĕ Юрийпе Светлана Максимовсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Парне – электрочейник. «Пирĕн çемье туслă та хастар. Эпир ял хутлăх администрацинче, клубпа шкулта иртекен мероприятисене яланах хутшăнатпăр. Упăшка тата виçĕ хĕр каратэ кĕрешĕвне кăмăллаççĕ. Спортăн çак енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ, тĕрлĕ ăмăртусенче парнеллĕ вырăнсем йышăнаççĕ. Автосас (автозвук) хатĕрлессипе те кăсăкланатпăр», - çырса пĕлтерчĕ Светлана Сергеевна.
Çемьесен кашни историйĕ хӑйне евӗрлӗ: вӗсенче кулленхи ӗҫ те, чикӗсӗр юрату та, кирек мӗнле йывӑрлӑха та пӗрле ҫӗнтерме пӗлни те палăрать. Шӑпах ҫакӑн пек ҫемьесем патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекĕ пулса тӑраҫҫӗ те, мӗншӗн тесен вӗсен хаклӑхӗсемпе тӗслӗхӗ ҫинче ҫӗнӗ ӑру çитĕнет, наци характерӗ йӗркеленет, пирӗн пӗрлехи пуласлӑх ҫирӗпленет.
Çĕнтерÿçĕсене ăмăртура мала тухнă ятпа ăшшăн саламлатпăр. Пысăк тав сире, вулаканăмăрсем, пирĕн конкурса хутшăннăшăн. Малашне те пĕр пысăк çемье пулса пĕрле пуласса шанас килет! Конкурса хутшăннă кашни çынна редакцин электронлă Дипломсене ярса парăпăр.