

Захаровсен çурчĕн алăкĕнчен кĕрсенех ăшă та хăтлă лару-тăрăва лекетĕн. Хуçалăхри кашни кĕтес тăрăшуллă хуçасен тирпейлĕхĕпе тата çыпăçулăхĕпе сывлать. Нина Николаевнăпа Вячеслав Константинович ĕçчен те уçă кăмăллă çынсем. Вĕсем хăна килсен савăнаççĕ, пысăк та хăтлă çуртра çемье час-часах тăванĕсемпе пĕрле пуçтарăнать.
Вячеслав Енкрел ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче пилĕк ача ÿснĕ. Вун çичĕ çулхи Слава шкул хыççăн тракториста вĕренсе тухнă, 18 çулта водитель удостоверенине алла илнĕ. Çав вăхăтранпа унăн пурнăçĕ автомобиль рулĕпе çыхăннă. Çак вăхăт хушшинче миçе çулпа çÿремен-ши вăл! Эрехĕрри ялĕнчи «Урожай» колхоза çап-çамрăк та опытсăр водитель пулса вырнаçнă, çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.
Çара кайиччен Вячеслав «Беларус» тракторпа ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Унтан икĕ çул строительство çарĕнче васкавлă пулăшу машинипе водитель ăсталăхне туптанă.
– Колхозра ĕçленĕ чух вунна яхăн машина улăштарма тÿр килчĕ. ГАЗ-51 автомобильтен пуçласа пысăк КамАЗа çитрĕм. Пĕтĕм Раççей тăрăх çÿрерĕм, Казахстанпа Латвире те пултăм. Вăл вăхăтра гаражсем пулман, техникăна уçă пĕлĕт айĕнче çанталăк мĕнле тăнине пăхмасăр юсаттăмăр. Çулсем те хальхи пек мар, начарччĕ, – аса илет иртнине Вячеслав Константинович.
Кăçалхи кĕркунне çемье пуçĕ 75 çулхи юбилейне кĕтсе илĕ. Çак вăхăт хушшинче мĕн чухлĕ хур-шур пулса иртнĕ унăн пурнăçĕнче, мĕн чухлĕ ырă ĕç туман-ши вăл? Çак çулсенче унпа юнашар яланах шанчăклă юлташĕ, юратнă мăшăрĕ çумра пулнă.
Нина Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Пелепей хулинчи медицина училищинче фельдшер профессине алла илнĕ. Çамрăк специалиста распределенипе Пелепей районне янă, вăл виçĕ ялти çынсен сывлăхĕшĕн яваплă пулнă. Ун чух хĕр Вячеславпа туслă пулнă. Çамрăксем пуçласа ялти клубра паллашнă. Нинăн Валентина аппăшĕ, Енкрел ялĕнчи каччăпа пĕрлешнĕ пулнă. Çавăнпа та вăл аппăшĕпе йыснăшĕ патне час-часах хăнана килсе çÿренĕ. Нинăпа Вячеслав пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Çулталăк тĕл пулнă хыççăн пĕрлешме шутланă. Çамрăксем Ĕпхĕве республикăри Сывлăх сыхлав министерствине Нинăна палăртнă срокран маларах ĕçрен хăтарма ыйтма та пĕрле кайнă. Çапла майпа çĕнĕ çемье çуралнă.
Малтанхи виçĕ çулне мăшăр Вячеславăн ашшĕ-амăшĕ çуртĕнче пурăннă. Унтан уйрăм çурт илме мехел çитернĕ. Çулсем иртнĕ май ашшĕ-амăшĕн çурчĕ пушă ан лартăр тесе унта каялла пурăнма куçнă. Ăста алăллă хуçа хуçалăх тытса пыма карта-хуралтăсем хăпартнă, пурăнма ункайлă пултăр тесе çурт çумне тепĕр пÿлĕм тĕксе хунă, пуррисене çĕнетнĕ. Хуçалăхĕ вара Захаровсен ялан пысăк пулнă: ĕне, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усранă, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, пахча çимĕç ÿстернĕ. Халĕ те ăна тытса пыраççĕ.
– Сĕтел çинче пурте хамăрăн – сĕчĕ, хăйми, тăпăрчи, çăмарти… Урăхла мĕнле, ялта пурăнатпăр-çке. Пенсире ĕçлемесĕр ниепле те пурăнаймастăн, – шухăшне пĕлтерет кил хуçи арăмĕ.
Нина Николаевна мăшăрĕ пекех хăй профессине парăнса тăрăшнă. Медицина çыннин ĕçĕ пархатарлă пулсан та çăмăл мар. Ĕлĕкрех ялта халăх нумай пурăннă, эмелсем патне район центрне çÿренĕ, чирлисем патне çанталăк мĕнле тăнине пăхмасăр çуран утнă. Юрать-ха ăна каярах мăшăрĕ илсе çÿренĕ. Тепĕр чух фельдшерăн ача çураттарма та тивнĕ.
– Хăш чух çĕрле вăранса каяттăмăр – анне килте çук. Эппин, ăна чĕнсе илнĕ, – аса илет Оксана хĕрĕ.
Захаровсем – çĕкленÿллĕ кăмăллă çынсем. Çамрăк чух вĕсене спорт пĕрлештернĕ: Нина çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе туслă пулнă, Вячеслав наци кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕсенчен час-часах такапа таврăннă. Çавăн пекех çемье пуçĕ пулă тытассипе те кăсăкланнă. Нина Николаевнăшăн вара экзотика ăрачĕллĕ чăхсене ĕрчетесси чун киленĕçне çаврăннă. Халĕ вăл инкубаторпа усă курса асăннă чĕпсене хăех кăларттарать.
Захаровсем чун-чĕререн çут çанталăка юратаççĕ. Вĕсен çурчĕ те питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă, шыв юхса иртекен çырма тата вăрман çывăхĕнче. Маларах вĕсем кăмпа-çырла пуçтарма час-часах çÿренĕ. Халĕ Вячеслав Константинович сывлăхĕ хавшанине пула килĕнчен аякка кайма пултараймасть. Апла пулсан та алă усса лармасть, кашни çĕнĕ кунпа, мăшăрĕ юнашар пурришĕн савăнма пĕлет.
Ачисемпе мăнукĕсем çемьешĕн пысăк телейпе мăнаçлăх шутланаççĕ. Мăшăр икĕ хĕрпе ывăлне йĕркелĕхпе ĕçченлĕхе хăнăхтарса ÿстернĕ. Кашнине аслă пĕлÿ илме, пурнăçра хăйĕн çулне тупма пулăшнă. Аслă Оксана хĕрĕ педагог-психолог, Марина экономист пулса Ĕпхÿ хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Николай ывăлĕ Пелепей хулинче тĕпленнĕ, суту-илÿпе хăйĕн ĕçне аталантарать.
Мăнукĕсем кукамăш тĕслĕхне тĕпе хурса тухтăр профессине суйласа илнĕ. Асли, Аделина, медицина университечĕн пиллĕкмĕш курсне пĕтернĕ. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Сабрина кăçал асăннă университета вĕренме кĕресшĕн. Кĕçĕннни, Зарина, 12 çулта çеç пулсан та кукамăшĕ пекех çăмăл атлетикăпа кăсăкланать.
Хăй вăхăтĕнче ачисене хывнă вăй, ырăлăх тата юрату паянхи кун юбилярсене çĕр хут ăшăпа, тимлĕхпе тата пулăшупа таврăнать. Ачисем ашшĕпе амăшĕ валли пурăнма хăтлă условисем туса панă, ялан пулăшма хатĕр. Захаровсен çемйи юратупа шанчăклăх пулсан телее хăв аллупа тума май пуррине çирĕплетекен тĕслĕх шутланать.
Регина ГАТАУЛЛИНА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.