Урал сасси
+22 °С
Ясно
Çемье
23 Июля , 10:00

Авăркас тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемье чăн-чăн паттăрсем çитĕнтернĕ

Эпир Чăваш Хурамал ялне çул тытрăмăр, шăпах унта Владимирпа Лидия Александровсен нумай ачаллă çемйи пурăнать.

Авăркас тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемье чăн-чăн паттăрсем çитĕнтернĕАвăркас тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемье чăн-чăн паттăрсем çитĕнтернĕ
Авăркас тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемье чăн-чăн паттăрсем çитĕнтернĕ

Тĕлпулу

Ялти урамсем анлă та таса, çурчĕсем пысăк та илемлĕ. Картишсенче, пахчасенче ял çыннисем тăрмашни курăнать. Кунти халăх ĕçчен пулнипе уйрăлса тăрать. Хĕрлĕ кирпĕчрен хăпартнă пысăк чиркÿ çумĕпе иртетпĕр. Турă çуртне хирĕç пире кирлĕ кил вырнаçнă. Çурт умĕнче хуçине асăрхатăп. Вăл çурнă вутăсене пĕчĕк урапа çине тиет. Çÿллĕ мар, çирĕп, утмăл çулсенчи, сăнĕпе кăмăллă арçын вăр-вар ĕçлет. Ку вăл - Владимир Ильич, пысăк та туслă çемье пуçĕ. Владимир Александров пÿрте кĕме чĕнчĕ, анчах эпĕ уçă сывлăшра тăрса юлма хирĕç маррине пĕлтертĕм. Çурт умĕнчи сак çине пырса лартăмăр.

 - Пирĕн çемье – нумай ачаллă. Лидия мăшăрăмпа ултă ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратрăмăр: аслă Светлана хĕрĕмĕр 43 çулта, Татьяна – 40. Ывăлăмăрсем те пур: Александр (37 çулта), Дмитрий (35), Константин (32), Андрей 31 çул тултармаллаччĕ, анчах СВОра пуç хучĕ, - каласа парать ашшĕ.

Çак вăхăтра пирĕн çума сăнĕпе илемлĕ хĕрарăм, Лидия, пырса ларчĕ. Эпир калаçăва малалла тăсрăмăр.

 - Колхозра пăрусем пăхрăм, унтан ĕне сăвакан пулса ĕçлерĕм. Çак ĕç мана питĕ килĕшетчĕ. Ачаранах ирхи тăватă сехетре тăма вĕреннĕ. Аттепе анне, Моисейпе Вера, хăй вăхăтĕнче колхозра тăрăшнă. Халĕ те эпир ир-ирех вăранатпăр, çакă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсем мĕнпурне те вĕренсе ÿснĕ: килте, картара пулăшнă. Чи кирлине мĕн ачаран ăша хывнă – çак пурнăçра ĕçлеме пĕлмелле.

Иртнине аса илсе

Калаçу малалла шурĕ. Мăшăр хаваспах çамрăклăха аса илчĕ. Владимирпа Лидия юлташĕсен ушкăнĕнче пикникра паллашнă. Ашшĕ-амăшĕн пысăках мар йывăç çуртĕнче пĕрле пурăнма пуçланă. Владимир вырăнти колхозра çăк турттаракан машинăпа ĕçленĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, ачисене тимлĕх уйăрма вăхăт та çитмен. Ир-ирех ĕçе тухса кайнă та çĕрле таврăннă. Çемье пуçĕ пысăк çемьешĕн яваплă пулнине лайăх ăнланнă. Кăшман, çĕр улми, выльăх апачĕ турттарнă. Ĕç укçи вара лайăх тÿленĕ, 200-250 тенкĕ. Ачисем тутă ÿснĕ, тăхăнма çи-пуçĕ пулнă. Лидия ĕç кунĕ хыççăн килти хуçалăха илсе пынă, хĕллехи каçсенче ачисем валли алса-чăлха çыхнă. Ун чухне выльăх нумай усранă. Вăл вăхăтра сурăх çăмĕпе те усă курнă.

Çемье геройĕсем

Аслă Александр ывăлĕ 2022 çулхине тулли мар мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине тухса кайнă. «Физрук» хушма ятлă салтак тăватă çул хушши Донецк направленийĕнче штурм çарĕсенче тăшмана хирĕç çапăçать. Вăл малти линие тухса кайнă чухне хĕрĕ икĕ çулта, ывăлĕ тăваттăра пулнă. Медальсене тивĕçнĕ хăюллă чăваш арĕ яла отпуска таврăнсан ял-йыш Александровсен килĕнче пуçтарăннă. Кĕçĕн Андрей ывăлĕ пиччĕшĕпе мăнаçланнă. Унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса 2024 çулхи ноябрь уйăхĕнче РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Çав çулхи декабрь уйăхĕнче вăл хыпарсăр çухални пирки хыпар килсе çитнĕ. 1,5 çултан çеç Андрея шыраса тупса килне илсе таврăннă. Халĕ ашшĕпе амăшĕ унăн вил тăприне типтерлĕн пăхса тăраççĕ.

Çемье – ĕмĕт

Калаçăва йывăр хуйхăран пăрас тесе киленÿ çинчен ыйтрăм.

 - Эпир ял пурнăçĕпе пурăнатпăр. Каçхине ĕçсене вĕçлесен телевизор пăхма юрататпăр. Уйрăмах «Мужское и женское», «Тест ДНК», «Песни от всей души» кăларăмсене кăмăллатпăр. Вĕсенче пурнăçри пекех ахаль çынсен пурнăçĕсене кăтартаççĕ. Çитес вăхăтра мăнуксем хăнана килĕç. Пирĕн сакăр мăнук. Чи асли 20 çулта, кĕçĕнни – 9 уйăхра. Аслашшĕ-кукашшĕ тракторпа ярăнтарнине юратаççĕ, - йăл кулса калать телейлĕ асанне-кукамай.

 - Эпĕ кукаçи-кукамайпа пурăннă.  Аттепе анне уйрăлнă хыççăн кашнийĕ хăйĕн пурнăçĕпе пурăнчĕ. Ачаранах пысăк та туслă çемье çинчен ĕмĕтленнĕ. Халĕ манăн çакăн пек çемье пур, - хушса каларĕ Владимир Ильич.

Мăшăр 39 çул юратупа килĕшуре пурăнать.

Зульфия СИДОРОВА.

Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас