Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çемье
24 Июлӗн , 04:00

Григорьевсен çемйинче икĕ уйăх хушшинче – виçĕ юбилей

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан Григорьевсен пысăк та туслă çемйинче кăçал тÿрех виçĕ пĕлтерĕшлĕ пулăма уявларĕç. Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче çемье пуçĕ Валентин Алексеевич 85 çул тултарчĕ пулсан, июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче (документ тăрăх 21-мĕшĕнче) кил ăшши управçи Мария Павловна хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Унсăр пуçне çав икĕ дата хушшинче хăйсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитнĕ ятпа та, бриллинат туй ячĕпе, салам сăмахĕсем йышăнчĕç.

Григорьевсен çемйинче икĕ уйăх хушшинче – виçĕ юбилейГригорьевсен çемйинче икĕ уйăх хушшинче – виçĕ юбилей
Григорьевсен çемйинче икĕ уйăх хушшинче – виçĕ юбилей

Бриллиант – чи çирĕп чул. Вăл пурнăçри тĕрлĕ чăрмавсем, йывăрлăхсем витĕр иртсе çемье телейне упраса хăварма пултарнă мăшăрсен символĕ.
Утмăл çул. Ку – пĕрле кун кунланă вăхăт çеç мар, икĕ çын юнашар тăрса никĕсленĕ анлă тĕнче. Çак вăхăт хушшинче Григорьевсем пысăк та хăтлă çурт хăпартнă, ачисене кун-çул кăтартса ура çине тăратнă, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма, пурнăç çине пĕр пек куçпа пăхма вĕренсе çитнĕ.
Валентин Алексеевич та, Мария Павловна та вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче çуралнă ачасем. Валентин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче, Маня (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуçĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вĕсен шăписем те пĕр евĕр, иккĕшĕ те амăшĕсемпе çеç çитĕннĕ, ашшĕсем пулман. Маня аппа сăмахĕсем тăрăх, амăшĕ ăна хирте утă çулнă вăхăтра çуратнă. Валентин та, Мария та мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Çулла аслисемпе пĕрле утă çулнă, пуçтарнă, купаланă, кĕтÿ кĕтнĕ. Кĕркунне тыр-пул пуçтарас ĕçе хутшăннă. Вăл вăхăтра кашни çĕр улми, тырă пучахĕ шутра пулнă. Çакна ачасем аслисенчен кая мар ăнланнă. Хĕлле уроксем хыççăн амăшĕсене пулăшма васканă. Шыв йăтнă, витесене тислĕкрен тасатнă, выльăхсене апатлантарнă. Çуркунне ака ĕçĕсене хутшăннă. Нумай ĕçленипе алли-урисем, çурăмĕсем ыратнă пулин те ÿпкелешмен. Ĕçлесе те, канса та, выляса та ĕлкĕрнĕ.
Григорьевсен паллашу историйĕ те ял пурнăçĕ пекех ансат та чуна пырса тивмелле. Маньăна пулас мăшăрĕпе хăйсен ялĕнчи Вера аппа тесе чĕнекен хĕрарăм паллаштарнă. Вăл вăхăтра Мария медсестрасен курсĕнчен вĕренсе тухса виççĕмĕш çул тăван ялĕнче медпунктра ĕçленĕ пулнă. Çирĕм çулхи хĕр качча каясси çинчен шухăшламан та.
– Ун чухне вăрах вăхăт çÿресе качча кайман. Паллашнă хыççăн виçĕ-тăватă хутчен пыркаласа кайрĕ те хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Малтан хирĕç пултăм. Аслисем ÿкĕте кĕртнипе çеç килĕшрĕм. Çапла 1966 çулта Слакпуçне качча килтĕм. Эпĕ килнĕ чухне кунта пĕчĕк çеç пÿрт ларатчĕ. Каярах çемье хутшăна пуçласан çĕнĕ çурт хăпартма шутларăмăр, – аса илет çав вăхăта Мария Павловна.
Хĕрĕпе ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă хунямăшĕ ырă кăмăллă та ĕçчен кинне хăйĕн хĕрĕ вырăнне хурса йышăннă, сывлăхĕ çитнĕ таран килти ĕçĕсене пурнăçланă, ачисене пăхма пулăшнă. Çапла кинĕпе хунямăшĕ 23 çул хушши пĕр килте килĕштерсе пурăннă. Каярахпа ку çуртра Маня аппан ватăлнă амăшĕ те хăтлăх тупнă. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă вăл: çĕре кĕнĕ чухне 100 çула çитме тăватă уйăх çеç юлнă.
Качча килсенех медицина пĕлĕвĕ илнĕ Марийăна Шаровкăри станционра ĕçлеме чĕннĕ пулнă, анчах çÿреме инçе пулать тесе вăл килĕшмен. Хăй профессине пăрахса вырăнти хуçалăхра 30 çул доярка пулса вăй хунă. Малтанхи çулсенче ĕнесене машинăпа мар, алă вĕççĕнех сунă. Унсăр пуçне йывăр флягăсем йăтнă, çунă, ĕнесем айне тасатнă.
Кĕçĕн хĕрĕпе йывăр çын пулнă чухне вăл декрет отпускне те каяйман. «Ĕнесене суман, эс вара килте ларатăн, ан хăвăртрах ферма, – тенĕ пĕр кун çеç килте юлнă Марийăна ферма заведующийĕнче ĕçлекен Валентин Алексеевич мăшăрĕ. Хĕрĕ çуралнă кун та вăл ĕнисене сума кайнă, ун хыççăн тин медпункта çуран çитсе васкавлă пулăшу машинипе ача çуратмалли çурта ларса кайнă. Çакă вĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăннине çирĕплетет.
Чăваш хĕрарăмне 1996 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та килте ларма тÿр килмен. Виçĕ çул хушши склад заведующийĕ пулса тăрăшнă, унтан йĕтем çине чĕнсе илнĕ. Çапла пенсие каяссине тепĕр темиçе çула хăварма тивнĕ. Ун чухне Григорьевсен виçĕ хĕрĕ те çурт лартма шут тытнă пулнă. Шăпах патшалăх укçа тÿлемен йывăр вăхăтсем. Çавăнпа та ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пурне те май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă: ĕçпе, укçа-тенкĕпе, аш-какайпа, апат-çимĕç пĕçерсе. Ачисем халиччен те тĕлĕнеççĕ, мĕнле чăтнă вĕсем, йывăрлăхсене парăнман, пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ, тăрăшнă, ял çинче сумлă та ĕçчен, çирĕп хуçалăхпа пурăнакан çемье шутланнă.
Çемье пуçĕ Валентин Алексеевич мăшăрĕпе пĕрлешнĕ çулсенче тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 1967 çулта ăна хуçалăхран вĕренме ярасшăн пулнă. «Вĕрен, ĕмĕрÿ тăршшĕпе тĕрлĕ ĕçре çÿреймĕн», – тенĕ ăна мăшăрĕ. Тăватă уйăх хушши Ĕпхÿ хулинче шофер профессине алла илнĕ хыççăн Валентин Алексеевича çăк турттаракан машина, молоковоз шанса панă, каярах осеменатор, унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ферма заведующийĕ пулнă.
1976 çулта вăл ертсе пыракан ферма пур кăтартусемпе те мала тухнă. Уншăн Григорьевсене «Москвич-412» пама йышăннă.
– Ачасем ÿснĕ чухне икшер ĕне, сыснасем усранă. Пысăк хуласенче какай хакĕ хаклăрах пулнăран Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисене хамăр машинăпа аш-какай сутма каяттăмăр, – сÿтет аса илÿ çăмхине Маня аппа.
Валентин Алексеевич та, Мария Павловна та ĕç ветеранĕсем. Çемье архивĕнче тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсен шучĕ те çук.
Шăпа Григорьевсене ултă ача, икĕ ывăл та тăватă хĕр парнеленĕ. Хăй пĕччен çитĕннĕ Мария Павловна Турă панă ачисене пурне те телейлĕ тăвас тесе тăрăшнă. Малтан çут тĕнчене Валера ывăлĕ, унтан Лена, Наташа, Алеша, Катюша, Олеся килнĕ.
– Аслă ывăл çуралнă хыççăн ял Канашне кайса мăшăрланнине çирĕплетрĕмĕр. Документсем тăрăх, бриллиант туй тепĕр çул çеç-ха. Анчах пирĕншĕн çемье çуралнă кун – пĕрле пурăнма пуçланă кун, – теççĕ асла ăру çыннисем.
Григорьевсен ачисем пурте ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те тирпейлĕ, ырă кăмăллă çынсем пулса ÿснĕ. Еленăпа Екатерина – Пелепей хулинче, Наталья – Аксаково салинче, Олеся – Приютово поселокĕсенче, Алексей Тверь облаçĕнче тĕпленнĕ. Пурте çемьеллĕ. Ашшĕпе амăшне 11 мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Шел, Валера ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.
– Аттепе аннене пире пурнăç парнеленĕшĕн, ура çине тăратнăшăн, тĕрĕс çул кăтартса, хавхалантарса пынăшăн, ĕмĕр тăршшĕпе пур енчен те пулăшма тăрăшнăшăн чунтан тав тăватпăр. Тăван киле яланах хаваспа пуçтарăнатпăр. Кунта ăшă та хăтлă, ялан икерчĕ-кукăль шăршипе, мунча хутса кĕтсе илеççĕ. Вĕсем пуррипе эпир телейлĕ, хамăра паянхи кун та пĕчĕк ачасем пек туятпăр, – тет аслă хĕрĕ Елена.
Çулĕсем пур пулин те Григорьевсем пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрама пăрахни те нумай пулмасть-ха. Кил-çуртра тирпейлĕх хуçаланать. Хăтлă çурт йĕри-тавра чечексем ÿсеççĕ. Нумаях пулмасть пысăк хапха хăпартса лартнă. Кашни канмалли кунах вĕсен пÿрчĕ ачисемпе мăнукĕсен сассипе тулать. Кунта пур ĕçе те пĕрле тăвасси йăлана кĕнĕ.
Çемье çуралсан пĕлĕт çинче çăлтăр çуталать теççĕ. Григорьевсен çутă çăлтăрĕ ачисемпе мăнукĕсем валли çеç мар, пур тăванĕ, кÿршисемпе ял-йыш тата хăйсен çÿлĕсем çинче тĕл пулакан пур çын валли те çитет. Пурнăçри нимĕнле йывăрлăх та хуçайман вĕсене, çирĕпрех çеç тунă. Мăшăр ĕмĕр тăршшĕпе алла-аллăн тытăнса пĕрле утнă, пĕр-пĕриншĕн шанчăклă юлташ пулнă. Малашне те пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утса нумай-нумай юбилей кĕтсе илмелле пултăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас