Урал сасси
+17 °С
Облачно
Çемье
3 Августа , 08:00

«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»

Çак йĕркесене халăх хушшинче илтме пулать. Авăркас районĕнчи Маньел ялĕнче пурăнакан Валерий Фомичпа Зоя Васильевна Тимофеевсем çемьеллĕ пурнăçăн кĕввине пĕрле шăрантарма тахçанах вĕренсе çитнĕ. Çавăнпа та вĕсен хушшинче килĕшÿпе ăнлану хуçаланать.

«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»
«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»

Нумай пулмасть Тимофеевсем ылтăн туй паллă тунă.  Хисеплĕ мăшăра çак ятпа Меселпуç ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ирина Александрова, «Мичурина» ООО (ертÿçи – Александр Александров)  представителĕ Людмила Александрова, пĕр класра вĕренекенсем, ял çыннисем ăшшăн саламланă. Меселпуç ялĕнчи  культура çуртĕнчи «Шăпчăксем» ансамбль пайташĕсем юбилярсене юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

Валерий Фомич Мичурин ячĕллĕ колхозра анлă профильлĕ механизатор пулса ĕçленĕ, хуçалăх ĕçĕсенче яланах малта пулнă. Хĕрĕх çул каялла çар комиссариачĕ янипе çемье пуçĕ Чернобыльти атом электростанцийĕнчи аварие сиенсĕрлетме хутшăннă. Çакна шута илсе ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Пушкăртстан Республикинчи «Чернобыль» ветерансемпе сусăр çынсен регионти обществăлла организаци ятĕнчен  Валерий Фомича Тав çырăвĕпе чысланă.

Зоя Васильевна Меселпуçĕнчи ача пахчинче воспитатель пулса тăрăшнă. Паянхи кун та унăн воспитанникĕсем ăна ăшă сăмахпа çеç аса илĕççĕ.

Тимофеевсем икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ кукаçи-кукамая мăнукĕсем хăйсен ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Мăшăр çулĕсене кура мар, çирĕп ăс-тăнлă, кăмăлĕпе пуян. Вĕсенче чун ăшши çăлкуç пек тапса тăрать.  Валерий Фомичпа Зоя Васильевна кашни çĕнĕ куншăн савăнса пурăнаççĕ.

Хисеплĕ мăшăр хăйсен пурнăçĕнчи ылтăн страницăна юратупа, шанчăклăхпа хыçа хăварнă. Ылтăн юбилярсемшĕн çак пахалăхсем пурнăçăн тĕп шăнăрĕ пулса тăнă. Çакă вара паян пĕр çемьене чăмăртанакан çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх мар-и?

«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»
«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»
«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»
«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»
«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас