Урал сасси
+2 °С
Ясно
Çемье
22 Октября , 04:00

Вĕсен хулпуççийĕ çинчен пĕтĕм тĕнче курăнать

Атте кунĕ – Раççей календарĕнче çĕнĕ уяв. Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2021 çулхи октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче алă пуснă «Атте кунĕ çинчен» 571 № указпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Унăн тĕллевĕ – çемье институтне çирĕплетесси тата ачасене воспитани парассинче ашшĕсен пĕлтерĕшне палăртасси. Пуçласа Атте кунне 2021 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче паллă тунă. Халĕ ăна кашни çулах октябрь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче уявлаççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Вĕсен хулпуççийĕ çинчен пĕтĕм тĕнче курăнатьВĕсен хулпуççийĕ çинчен пĕтĕм тĕнче курăнать
Вĕсен хулпуççийĕ çинчен пĕтĕм тĕнче курăнать

Мĕнле ĕçе атте пуринчен те лайăхрах тума пĕлет?

Дарья Максимова, 19 çулта. Ĕпхÿ хули:
– Эпĕ хамăн атте Андрей Евгеньевич çинчен каласа парасшăн. Мĕн çамрăклах ăна икĕ киленÿ – пулă тытасси тата сунар – илĕртнĕ. Халĕ вĕсем унăн пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Анчах та аттен пултарулăхĕ кунпа кăна вĕçленмест.
Манăн атте пур ĕçе те ăста, уйрăмах строительствăна. Вăл сĕтел-пукана çăмăллăн юсать, çуртсем хăпартас, юсас ĕçе те пултарать. Унăн ылтăн аллисемпе ĕçе пĕлсе туни чуна хавхалантараççĕ тата хисеп туйăмĕ çуратаççĕ.
Чи тĕлĕнмелли – унăн кулинари пултарулăхĕ пурри. Атте питĕ тутлă пĕçерет: техĕмлĕ борщран пуçласа кăпăшка шарлотка таранах, пурте унăн кăлтăксăр пулать.
Маншăн атте чăн-чăн арçын тĕслĕхĕ. Вăл вăйлă, ăста, ырă кăмăллă. Унăн ăслăлăхĕ, опычĕ мана пурнăçра нумай пулăшу параççĕ. Эпĕ унпа виçесĕр мухтанатăп, вăл пирĕншĕн тăрăшнăшăн тав тăватăп.

Юратнă çыннăра тав туса мĕн каланă пулăттăр?

Татьяна Артемьева, 57 çулта. Пелепей хули:
– Пирĕн аттене Георгий Александрович  Варейкин тесе чĕнеççĕ. Аттепе анне пилĕк ачана кун-çул парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пултарччăр, пурнăç тытса пыма пĕлччĕр, ĕçлесе хăйсене хăйсем кирлипе тивĕçтерччĕр тесе атте нумай тăрăшнă. Вăл панă пурнăç урокĕсене паянхи кун та асра тытатпăр. Уншăн ăна чунтан тав тăватпăр. 
Атте пире велосипедпа, конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма, утă çулма, выльăх-чĕрлĕх пăхма, пыл хурчĕсем ĕрчетме, техникăна ăнланма вĕрентрĕ. Çавăн пекех строительство, пахча ĕçĕсене хăнăхтарчĕ, кулленхи пурнăç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Пур ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхнăскер: «Ĕçе тытăнтăн пулсан ăна сан хыççăн тепĕр хут тÿрлетсе çÿремелле ан пултăр», – тетчĕ пире яланах. 
Тавах, атте, хăвăн тĕслĕхÿпе пирĕн ăша хывнă пурнăç принципĕсемшĕн. Вĕсем – яваплăх, ĕçченлĕх, çынсене хисеплени, ырă кăмăллăх, тăрăшулăх. 
Тавах паян та пире парнелекен кулăшсемшĕн, ырă кăмăлшăн, калаçăва тытса пыма, кирек мĕнле çынпа та пĕр чĕлхе тупма вĕрентнĕшĕн. 
Тавах 87 çулта та хастар та тĕреклĕ пулнăшăн, хуçалăха çирĕп тытса пыма пултарнăшăн. Тавах нумай вуланăшăн, шухăш-туйăмусене пирĕнпе пайланăшăн, хăв вуланине мăнукусене каласа панăшăн. Тавах пысăк çемье историне упранăшăн тата çав хыçа юлнă çулсенчи туйăмсене, аса илÿсене пирĕнпе пайланăшăн. Атте, эсĕ тĕлĕнмелле калавçă, сана итлеме питĕ кăмăллă. Тавах, атте, паян та пире ăслă канашсем панăшăн. Эсĕ пирĕншĕн – чи лайăххи. 

Аçăрпа ирттернĕ асра юлнă кун

Анна Бутенко, 21 çулта. Мияки районĕ, Çĕнĕ Омельники ялĕ:
– Манăн аттене Василий Иванович Бутенко тесе чĕнеççĕ. Вăл вахта мелĕпе ĕçленĕрен эпир пĕр-пĕрне час-часах курмастпăр. Çавăнпа та унпа ирттернĕ кашни минут маншăн ылтăнпа пĕр танах. Пĕр-икĕ çул каялла пирĕн яланлăхах асра юлмалли кун пулса иртрĕ. 
Çуллахи кунсенчен пĕринче эпир кăвак çутăллах вăрантăмăр та пулă тытмалли хатĕр-хĕтĕрсене пуçтарса кÿлĕ хĕррине кайрăмăр. Шыв çийĕн ирхи тĕтре выртатчĕ, йĕри-тавра шăплăх хуçаланатчĕ, хутран-ситрен çеç кайăк юррисем  илтĕнетчĕç. Эпир кунĕпех çут çанталăкра пултăмăр: шыва кĕтĕмĕр, пулă тытрăмăр. Уйрăмах атте вăлтана ывăтма вĕрентни килĕшрĕ. Эпĕ пĕрремĕш пĕчĕк пулла туртса кăларсан чылайччен култăмăр. Юнашар палаткăсем ларатчĕç, пурте йĕри-тавра питĕ илемлĕччĕ. 
Пуринчен ытларах пĕрле кÿлĕ хĕрринче ларса çак тĕлĕнмелле кунпа киленни, нумай калаçни, хăтлăхпа савăнăçлă лару-тăру асра юлнă. Çак куна паянхи кун та кашни ункайлă самантра аса илес килет. Уйрăмах атте инçетре чухне. Çак ÿкерчĕк яланах ман чĕрере упранать, хĕллехи чи сивĕ кунсенче те чуна ăшăтать.   

Аçăрпа пĕрле мĕн хатĕрлеме юрататăр?

Илария Тимофеева, 8 çулта. Пишпÿлек тăрăхĕ, Хушăлка ялĕ:
– Манăн атте – чăн-чăн кулинар. Унăн пур апачĕ те чĕлхене çăтса ямалла тутлă пулать. Атте ытларах пысăк хуранпа, çулăм çинче пĕçерме юратать. Унта апат уйрăмах тутлăрах пулать тет. Хуранта вăл тем те хатĕрлет: плов, шÿрпе, какай, пахча çимĕç. Вăл пĕçернĕ апатран таврана çав тери тутлă шăршă сарăлать. 
Çавăн пекех юратнă çыннăм шашлăк та ăшалама юратать. Ку – атте хатĕрлекен чи тутлă апатсенчен пĕри. Вăл какайне те, маринад валли тутлă курăкĕсене те хăй суйласа илет. 
Эпĕ те аттене пулăшма тăрăшатăп. Вăл хурана алла илнине курсанах ун хыççăн чупатăп. Сухан, кишĕр тасататăп, техĕмлĕ курăксене хурса тухатăп. Шашлăк хатĕрленĕ чухне шампурсене парса тăратăп, какай çунса каясран асăрхатăп. Эпĕ турилкке çине пахча çимĕç хума юрататăп. Атте питĕ илемлĕ пулать сан тет. Вăл мана çавăн пек пысăк ĕçсене шаннăшăн савăнатăп. Унăн шашлăкне тата та тутанса курас тесе аннепе канмалли кунсене е уявсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Аттепе пĕрле ирттернĕ кунсем – чи лайăххисем. 

Хăвăр аçăрта характерăн хăш енне ытларах килĕштеретĕр?

Анастасия Анисимова, 34 çулта. Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ:
– Манăн атте, Геннадий Петрович Степанов – питĕ ырă чĕреллĕ те яваплă, тÿрĕ кăмăллă çын. Вăл тивĕçлипех чи лайăх атте, кукаçи шутланать.
Çывăх çыннăмăр пире çемьене мала хума, упрама вĕрентнĕ. Ĕçĕ нумай пулин те çемье уншăн яланах малти вырăнта пулнă, халĕ те çаплах. Атте пире пĕр-пĕринпе çыхăну тытма, туслăха упрама, савăнăçлă самантсенче çеç мар, йывăр вăхăтра та юнашар пулма вĕрентсе ÿстернĕ. 
Çавăн пекех атте йывăрлăхсене çĕнтерме, нихăçан та парăнмасса, кирек хăш лару-тăрура та çăлăнăç тупма вĕрентнĕ. Хăй тĕслĕхĕ урлă хавхалануллă кăмăла упрама, йăнăшасран хăрамасăр тĕрĕс çул суйласа илме хăнăхтарнă. Çак уроксем йăмăкпа иксĕмĕршĕн те пирĕн тавракурăмăн никĕсĕ тата пурнăçра хамăра мĕнле тыткаламаллине вĕрентекен пулăмсем пулса тăчĕç. Эпир, аттен хĕрĕсем, унпа пире нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар тесе яланах çирĕплететпĕр. Атте, эсĕ пирĕн тĕслĕх, пирĕн тĕрев, мăнаçлăх. Эпир сана питĕ юрататпăр, пирĕншĕн тăрăшнăшăн виçесĕр тав тăватпăр. 

Аçăр панă канашсенчен хăшĕ асра юлнă?

Алена Ефимова, 51 çулта. Авăркас тăрăхĕ, Меселпуç ялĕ: 
– Манăн аттене Иван Васильевич Ефимов тесе чĕнеççĕ. Вăл 1947 çулта çуралнă. Атте ĕмĕрĕ тăршшĕпех шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Пĕр ăрăва çеç пĕлÿ паман. Вĕреннĕ çын пулсан та вăл мăнкăмăлланмасть, хăйне пысăка хумасть. Çын каланине яланах шута илме тăрăшать, çавăнпа та пулĕ пире те, ачисемпе мăнукĕсене, яланах «Хăв пĕлсен те çынран ыйт» тесе ăс парать. Ку сăмахсене асатте те калама юратнă тет. Çак каларăш çынсен опытне, ăсталăхне хисеплемеллине вĕрентет. 
Аттен тепĕр юратнă каларăшĕ – «Параканăн пĕтмест, илекенĕн çитмест» тени. Çак сăмахсем урлă вăл пире ырă кăмăллă пулма, ырă тăвакана тав тума вĕрентет тесе шутлатăп. Унсăр пуçне атте хăй каланине час-часах вырăсла каларăшпа та çирĕплетме кăмăллать. «Человек вооруженный знаниями непопедим», – тетчĕ вăл пире тăрăшса вĕренме хавхалантарса. Халĕ çак сăмахсене мăнукĕсене калать. «Пурнăçа ăна тĕрĕс пурăнмалла! Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр» текен сăмахĕсем те пирĕншĕн пурнăç йĕрки пулса тăнă. 
Мана уйрăмах аттен «Ют çĕрте патша пуличчен тăван енре кĕтÿç пул» текен каларăшĕ кăмăла каять. Çавна тĕпе хурса эпир, унăн ачисем, инçене тухса кайман пулĕ. Шăллăмпа иксĕмĕр хамăр тăван ялта тĕпленсе шкулта вĕрентекенсем пулса ĕçлетпĕр. Наташа йăмăк юнашар Çтерлĕ хулинче ĕçлесе пурăнать. 

Сирĕн аçăр юмахри хăш сăнара аса илтерет?

Дима Алексеев, 17 çулта. Пишпÿлек районĕ, Петровка ялĕ: 
– Хамăн аттене юмахри паттăр пек кăтартас пулсассăн куç умне кил-çуртра пурăнакан тĕлĕнмелле ăшă та ырă кăмăллă Кузя тухса тăрать. Кузя пĕчĕк çеç пулсан та çав тери килшĕн тăрăшать. Вăл атте пекех ялан юнашар, пурне те курать, никама та кÿрентерме памасть, килте лăпкă та хăтлă пулнине асăрхасах тăрать. Вăл е чей савăтне вăхăтлă вĕреме лартать, е сасартăк пурте çур кун шыранă япалана тупать. Çакна вăл сăмахсăр-мĕнсĕр тăвать, мĕншĕн тесен çапла кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл пуриншĕн те яваплă. Унсăр пуçне унăн кĕнекесенчен мар, пурнăçран илнĕ ăслăлăх пур. Вăл пурне те тимлĕх уйăрать, юратать, никама та ним çукшăн вăрçмасть.
Чи пĕлтерĕшли – вăл пирĕншĕн чи хаклă та шанчăклă çын пулни. Чÿречесенчен çил улать, пÿрт тăрринче çумăр шаккать пулсан та унпа хăрушă мар. Мĕншĕн тесен атте килте чухне пурте йĕркеллĕ. Вăл чăн-чăн Кузя евĕр: килшĕн тăрăшакан, хуçалăха, çурта тытса тăракан лăпкă, шанчăклă вăй. 

Автор:Надежда Родионова