Пур хыпар та
Ентешĕмĕре халалласа
26 Ноябрӗн 2018, 16:45

Эпир пурте телей шыраса килнисен йăхĕнчен

Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи В.М.Яковлев), Пишпÿлек районĕнчи Ф.Н.Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей (М.А.Николаева) тата ПР чăваш культура обществи (Ю.П.Михайлов) йĕркеленипе ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче хамăр ентеше, чăваш çыравçине, драматурга, композитора, фольклориста, режиссера Ф.Н. Вуколов-Эрлика халалласа пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Ф.Н. Вуколов-Эрлик Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнче 1902 çулхи ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Вăл - СССР Писательсен союзĕн членĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕ. 1933-1934ç.ç ЧАССР Çут ĕç халăх комиссариачĕн искусство секторĕн ертÿçи, ун хыççăн Ĕпхÿри музыка училищинче преподавательте ĕçленĕ, Чăваш театрĕн уйрăмне йĕркеленĕ. Пишпÿлекри колхозпа совхоз драма театрĕ валли «Телей çулĕпе» тăватă актлă драма çырнă. К.В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх «Нарспи» музыка драми хайланă. Вăрçă хыççăн театр училищин преподавателĕ, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ пулса ĕçленĕ, Пушкăрт патшалăх радиокомитетĕнче чăваш передачисене ертсе пынă. Пишпÿлек, Пелепей тăрăхĕсенчи шкулсенче учитель пулса ĕçленĕ, сахал мар сăвăсемпе юрăсем, повеçсем – «Тăшман окопĕсенче», «Çамрăк чĕресем», «Хăрушă каç», «Вăл хура ылтăн кăларать», «Тăван ялĕнче» - çырнă. 1966 çулта çыравçăн «Телей шыракансем» историлле повеçĕ кун çути курнă. Вĕсенчен пĕринче тутар поэчĕпе Муса Джалильпе тĕл пулнине сăнласа кăтартнă. Юлашки произведенине, «Шуçăм» историлле повеçне, пичетлесе ĕлкĕреймен, 1979 çулта Ф.Н. Вуколов ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ентешĕмĕрĕн вил тăприйĕ Туймазă районне кĕрекен Серафимовка поселокĕн масарĕнче упранать.
- Филипп Николаевич пиртен уйрăлса кайнăранпа 39 çул çитрĕ пулин те эпир ăна манмастпăр. Вăл пирĕншĕн, Пушкăртстанри чăвашсемшĕн, хăйне майлă çулпуç пекех. Халăх унăн произведенийĕсене кăмăлласа вулать, юррисене юратса юрлать. Хăй çуралса ÿснĕ Мелеспуç ялĕнче ун ячĕллĕ обществăлла музей ĕçлет, - терĕ уяв каçне уçса ПР чăваш наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ Ю.П. Михайлов.
Пултаруллă ентешĕмĕр Пелепей тăрăхĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче, культура сферинче сахал мар вăй хунă. Çак районти Этĕл, Ярмулай, Çирĕклĕ ялĕсем епле пуçланса кайни çинчен историлле повесть те çырнă. Çавăнпа залра çак ял çыннисем те чылайччĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Пелепейри педагогика училищинче вăрах вăхăт хушши студентсене вĕрентнĕ Владимир Гордеев Ф.Н.Вуколов хăйсене театр ĕçне явăçтарни çинчен (ун чухне В.Е.Гордеев Пелепейри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ) каласа пачĕ. Филипп Николаевич ертсе пынипе вĕсем «Нарспи» драмăна лартнă иккен.
- Мана поэт рольне пачĕç. Нарспине те, Сетнерне те студентсен хушшинчех тупрăмăр. Кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен хатĕрлентĕмĕр. Пуçласа «Нарспие» педучилещĕре кăтартрăмăр. Чăваш уйрăмĕнче 120 çын вĕренетчĕ, залра вара пин ытла çынччĕ. Ларма-тăма вырăн çукчĕ. Чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, пушкăрчĕ – пурте пуçтарăннă. Унтан спектакле Слакпуç ялĕнче, К.В. Ивановăн 75 çулхи юбилейĕнче, кăтартрăмăр. Пуçтарăннă халăхăн тăваттăмĕш пайĕ çеç клуба шăнăçрĕ, ыттисем тултах тăчĕç. Кайран ытти ялсене те тухса çÿрерĕмĕр, - каласа пачĕ Владимир Ефимович.
Ун сăмахĕсем Ф.Н.Вуколов пултарулăхне яр уççăнах хак параççĕ. Уяв программинче Чăваш тата Пушкăртстан Республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Кириллова ертсе пыракан «Нарспи» фольклорпа этнографи ушкăнĕн, Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи вырсарни шкулĕ çумĕнчи «Элем» ташăпа юрă ансамблĕн (ертÿçи Леонид Михайлов), Султан Иксанова ертсе пыракан «Арт плюс» халăх инструменчĕсен ансамблĕн, Пелепейри «Илем» халăх ансамблĕн юрри-ташшисем, кĕввисем пулчĕç. Çаплах пултарулăх каçне ПР халăх артисчĕн Вахит Хызыровăн, ытарайми Лиана Фаттахован музыка номерĕсем илем кÿчĕç.
Килнĕ хăнасем хушшинче сăмах ăстин мăнукĕ Геннадий Вуколов та пулчĕ. Вăл çак пултарулăх каçне йĕркелекенсене, аслашшĕне сумласа килнĕ халăха тав турĕ, хăй Пелепейри культура сцени çинче пĕрремĕш хут концерт панине пĕлтерчĕ. Ăна аслашшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ темелле. Нумаях пулмасть музыка пĕлĕвĕ илнĕ Геннадий Рафаэлович куракансене сахал мар юрă парнелерĕ. Çав шутра аслашшĕ кĕвĕленĕ «Сĕм-сĕм вăрман» та пулчĕ. Халăх пур номере те хапăл туса йышăнчĕ, артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕ.
Малалли хаçатăн 48№.