Пур хыпар та
Ентешĕмĕре халалласа
14 Нарӑсӑн 2019, 13:33

Чăваш мухтанĕ санпала

Февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче Василий Васильевич Николаев академик çуралнăранпа 80 çул çитрĕ.

Чăваш Хурамал ялĕнчи пурнăç ытти таврари ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вăрçă пуçлансан вăйпитти арçынсем фронта кайса пĕтнĕ. Колхозри пур йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Йывăр пурнăçпа пурăннă çынсем. Çимелли пулман. Николаевсен çемйи ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Ача-пăча тумĕ аслисенчен кĕçĕннисене куçса пынă. Атă-пушмак çукран сивĕре те çара уранах чупнă. Епле йывăр пулсан та шкула пăрахман. Ирхине тĕттĕмлех тăрса кил хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă та шкула тухса чупнă. Учительсем уроксене пур ачаран та çирĕп ыйтнă. Йывăр пурнăçпа пурăнаççĕ, инçетрен килеççĕ тесе шеллемен. Ачасем, паллах, хăйсем те тăрăшнă. Почтальон илсе килнĕ виçĕ кĕтеслĕ çырусенче ашшĕсем хăйсем «лайăх» пурăннине пĕлтернĕ. Каялла, вĕсене савăнтарса, шкул пурнăçĕнчи çитĕнÿсем çинчен çырнă рапорт-çырусем вĕçнĕ.
Чăваш Хурамал шкулĕн вĕренекенĕ Василий Николаев пур предметпа та лайăх вĕреннĕ. Задачăсене мăйăр пек шĕкĕлченĕ, ытти наукăсене те çăмăллăн парăнтарнă. Истори урокĕсем арçын ачана аваллăха илсе кайнă, иртнĕ пурнăç паянхине ăнланма, пуласлăха пĕлме пулăшнă. Василие географи карттисем, вĕсенчи экзотикăллă çĕршывсем, çутă кăвак океансем илĕртнĕ.
Уроксем хыççăн ял урамĕсемпе утнă май Василий Николаев çырма урлă кĕпер хывма, илемлĕ вырăнта çĕнĕ шкул, клуб туса лартма ĕмĕтленнĕ. Салтакра пулса килнĕ хыççăн Чăваш Хурамал каччи Ĕпхÿри нефть институтне вĕренме кĕнĕ, хăй пурнăçне нефтьпе тата газпа çыхăнтарма шутланă.
1976 çулта Василий Васильевич Николаев Эрĕнпурти гелий заводне тĕп инженер пулса килнĕ. Пултаруллăскере кăшт вăхăтран çак завода ертсе пыма шанаççĕ.
Унăн карьера ÿсĕмĕн тепĕр картлашки – «Оренбурггазпром» пĕрлешевĕн тĕп инженерĕ. Ку должноçра ĕçленĕ чух предприятийĕн техника ыйтăвĕсене татса пама тÿр килнĕ. Ун хыççăн «перестройка», тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем, экспериментсем пуçланнă. Халăх демократсен шухăшĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пырайман. Газовиксен коллективĕ умне «ертÿçĕ суйласси» тухса тăнă. Ĕçлекенсем илемлĕ калаçса ылтăн тусем шантаракана мар, В.В. Николаева ертÿçе суйласа пĕрре те йăнăшман.
Василий Николаев Пĕтĕм çĕршыври «Оренбурггазпром» промышленность пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ пулса тăнă. Ĕçлекенсем ăна хисеплесе хăйсен хушшинче «Генерал» тесе чĕннĕ. Сăлтавĕ те пулнă çав. Çĕршывра йĕркесĕрлех хуçаланнă вăхăтра нумайăшĕ ирĕклĕхшĕн, ертÿçĕ пулассишĕн çуннă. Çынсем ăсран тайăлнă тейĕн: темиçе пысăк предприяти пĕр харăсах ирĕклĕ пулма шутланă. Николаев вара çынсем кÿреннине, кăмăлсăр пулнине пăхмасăр предприятие салатмасăр сыхласа хăварма пултарнă. Ĕçленĕ вăхăтра тĕп инженер сахал мар изобретенисемпе проектсем шухăшласа кăларнă.
Пурнăç кĕтмен «парнесемпе» тĕлĕнтерме пăрахман. Часах тепĕр хыпар килсе çитнĕ: çынсене ĕç укçи тÿлеме пăрахнă. Пурне те. Пĕтĕм тĕнчипе. Мускавра «çÿллĕ вырăнта» ларакансем хулпуççи çеç сиктеркелесе илеççĕ: укçа çук.
Çĕршывĕпе ĕç укçи тÿлемеççĕ пулин те «Оренбурггазпромра» ку енĕпе майне тупкаланă-ха. Сăлтавĕ вара çакăнта: кунта хушма хуçалăхсенчен хăтăлма васкаман. Газпром яла техникăпа, сĕрмелли, çунтармалли материалпа пулăшнă. Ял рабочисен столовăйне ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтернĕ, рабочисене çăнăх, хĕвелçаврăнăш çăвĕ, какай кивçен сутнă. Ĕç укçи тÿлемесен те рабочисен холодильникĕсем пушă пулман.
Çĕнĕ реформăсем пуçлансан тÿлевсĕр хваттерсем хăпартасси те вĕçленнĕ, анчах уйрăм çуртсем çавăрма ирĕк панă. Ростоши поселокне Николаевăн ачи теме те юрать. Василий Васильевич тĕнче тăрăх нумай çÿретчĕ, тĕрлĕ çĕршывсенче пулатчĕ. Пур çĕртре те ыттисем мĕнле ĕçленине пăхатчĕ, курни-илтнине хăй ĕçĕнче усă курма, хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртме тăрăшатчĕ. Халĕ Ростоши – тĕслĕхлĕ-кăтартуллă поселок. Кунта çынсене илемпе киленмелли, хăтлă пурăнмалли пурте пур. Ачасен сывлăхне çирĕплетме спорт комплексĕ, Пăрлă кермен, илемлĕ парк ĕçлет. Тахçан çÿп-çаппа тулса ларнă путăка пĕвесемпе фонтансем илем кÿнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Василий Васильевич чăваш халăх историйĕпе культурине тĕпчессипе ĕçленĕ. Унăн пуçарăвĕпе 2000 çулта тĕрлĕ наципе культура программисене пурнăçа кĕртме пулăшакан историпе культура тĕпчевĕсен К.В.Иванов ячĕллĕ укçа-тенкĕпе çыхăнман фонда йĕркеленĕ.
Малалли хаçатăн 7№.