Фестивале кӗрхи уява - «Кĕр сăрине» - халалланă. Вăл Чăваш Республикинчи Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи этнокультура паркĕнче октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ. Мероприятие Чăваш Енĕн тата Тутарстанпа Пушкăртстанăн 30 ытла фольклор ушкăнĕ хутшăннă. «Мерчен» халăх фольклор ансамблӗ лауреат пулса тăнă‚ юрă-ташă ăсталăхĕшĕн тата вырăнти юрăçăсен йăлисене упранăшăн хаклă парнесене тивӗçнĕ. «Мерчен» хастарĕсем фестивале хутшăннă ытти ушкăнсен пултарулăхĕпе хавхаланнă май, уявран çĕкленÿллĕ те савăк кăмăл-туйăмпа таврăннă. Вĕсем Пишпÿлекри Культура керменĕн администрацине мăн аслашшĕсен çĕршывĕнче тата пысăк та хитре йăла-йĕрке уявĕнче пулса курма май туса панăшăн тав тунă. Çавăн пекех ансамбль хастарĕсем Пелепей хулинче пурăнакан Дмитрий Васильева аккомпанемент пулăшăвĕ панăшăн уйрăм тав сăмахĕ каланă.