Киров районĕнĕнчи П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ ятĕнчен унта Михайловсен çемйи – çемье пуçĕ Александр, мăшăрĕ Эльвира тата Аннăпа Агата хĕрĕсем – хутшăнчĕç. Александрпа Эльвира хăйсем епле паллашнине, авалхи чăваш йăли-йĕркине, пулас мăшăра пил панине кăтартса пачĕç, хăйсен ăру-тăванлăх йывăççипе паллаштарчĕç. Михайловсен чăвашла та, вырăсла та таса та çепĕç калаçакан хĕрĕсем куракансене хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Çамрăк Михайловсем тата вĕсен ашшĕпе амăшĕ чăвашла юрăсем шăрантарчĕç, çемье ташши ташларĕç.
Уяв çав тери кăмăллă та савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. сывлăш çавăрса иличчен тесен те юрать. Наци тумĕсем тăхăннă ашшĕ-амăшĕсем, ывăлĕсемпе хĕрĕсем çине пăхса ытармалла мар. Вĕсем ĕçлев ÿнерĕн выставкине хатĕрленĕ, Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен ырă йăли-йĕрки çинчен каласа пачĕç. Куракансем конкурса хутшăннă çемьесене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç, тав турĕç.
Темиçе вунă пин çул каяллахи пекех паянхи çемьесем çĕршывăн тĕп никĕсĕ шутланаççĕ. Вĕсем халăх ăс-пурлăхне упраканĕсем, çитĕнекен ăрăва аслисемпе çыхăнтараканĕсем. Çакна асăннă мероприяти те çирĕплетрĕ.