Конкурса хутшăнакансем пĕр-пĕрне курса юрлас ăсталăхне ÿстереççĕ, пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, эпир çĕнĕ юрăçă-çăлтăрсене курса савăнатпăр. Ку – питĕ лайăх. Пирĕн (конкурсантсене хатĕрленĕ ертÿçĕсен) шухăшпа вара питĕ тĕлĕнтермĕш çак «Шăпчăк сасси» конкурс. Вырăссен те, тутарсен те кун пекки çук. Пирĕн чăвашсен çеç çапла иртет пулас вăл. «Мĕншĕн?» тесен, çакна тĕслĕхпе хурав пама пулать. Акă, пишпÿлексен хыпарĕсене вулатпăр: «в конкурсе приняли участие 28 молодых самодеятельных и профессиональных молодых эстрадных исполнителей от 14 до 35 лет». Малалла тата интереслĕрех. Çĕнтерÿçĕсем - пурте профессионалсем: «Сарпи» ансамбль солистки Ляйсан Федорова - 1 степень лауреачĕ; чăваш эстрада артисчĕ Игорь Иванов (Михаил Федоровпа юрласа çÿрет) – 2 степень лауреачĕ; Çтерлĕ филармонийĕн солисчĕ Ильдар Рахимгулов – 3 степень лауреачĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемпе профессионалсем мĕнле-ха пĕрле вăй виçме пултараççĕ? Питĕ пысăк тĕлĕнтермĕш пулчĕ ку. Пирĕн шухăшпа, профессионалсене уйрăм хакламаллаччĕ, хăй тĕллĕн вĕреннисене - тепĕр критерипе . Конкурсантсене хатĕрленĕ ертÿçĕсем жюри членĕсем патне çак ыйтупа пычĕç пулсан та, тÿресем эпир каланине илтмĕш пулчĕç. Эпир профессионалсене, вĕсен пултарулăхне питĕ хаклатпăр. Чăн-чăн артистсем конкурса хутшăнни те мероприяти шайне çĕклет. Хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсем артистсен паха опычĕпе паллашни те питĕ лайăх, анчах вĕсене профессионалсемпе пĕр шая лартни - вырăнсăр. Жюри членĕсем çакăн пирки кăшт та пулсан шутласа пăхмалла пулнă ĕнтĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçăсене питĕ шел, вĕсен хушшинче питĕ пултаруллисем те пурччĕ.
Тепĕр пысăк тĕлĕнтермĕш. Эпĕ конкурса ачасене хатĕрлесе 3-мĕш хут хутшăнатăп. Çак виçĕ конкурс вăхăтĕнче тепĕр çырман саккуна асăрхарăм. «Шăпчăк сасси» Çтерлĕ хулинче иртет пулсан, çĕнтерÿçĕсем Çтерлĕрен пулаççĕ. Халĕ Пишпÿлекре иртрĕ. Ку хутĕнче çĕнтерÿçĕсем пурте - Пишпÿлекрен. I степень Дипломĕ – пишпÿлексенче, Регионсен хушшинчи конкурс статусне çирĕплетме II степень Дипломне тутарстансем тивĕçрĕç, III степень дипломĕ каллех пишпÿлексенче, Гран-при – Пишпÿлек районĕ. Гран-при пирки калас пулсан, вăл, паллах, тивĕçлĕ награда. Тен, Анастасия Иванова та профессиллĕ юрăçă? Ăна вара пĕлеймерĕмĕр.
II, III степень дипломĕсене те пулсан икшер çынна пама юрамастчĕ-им? Фестиваль-конкурса хутшăннăшăн 20 çын диплом илчĕç. Ку дипломсем конкурсантсене те, ертÿçĕсене те нимĕн те памаççĕ. Тĕрлĕ номинацисем тăрăх та – «Куракансем килĕштернĕ юрăçă», «Чи çамрăк участник», «Халăх юррине стилизацилени» тата ыт.те - чыслама пулатчĕ. Эпир ытти урăхла конкурссене те нумай хутшăнатпăр, анчах та кун пек тĕрĕсмарлăха курман.
«Шăпчăк сасси» конкурс çинчен çырнă манăн статья 2017 çулта «Урал сасси» хаçатра тухнăччĕ. Организаторсем вуламан пулас ăна, те вуласан та илтес темеççĕ, те итлес темеççĕ. Вырăсла каласан «А воз и ныне там», нимĕн те улшăнман. Тăхтăр-ха, улшăннă. Пишпÿлекре иртрĕ, содержанийĕ вара çавах. Питĕ кичем пулчĕ ку конкурс хыççăн. Тепрехинче малтан уйлас пулать, те хутшăнмалла ку конкурса, те хутшăнмалла та мар?