Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
19 Апрелӗн 2022, 10:38

Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç

Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче ĕлĕкхи йăла-йĕркесене сыхласа-упраса хăварас тĕллевпе «Пурнăç тăсăлать» конкурс-фестиваль иртрĕ. Ăна район шайĕнче 2017 çултанпа март-апрель уйăхĕсенче йĕркелеççĕ. Çулсерен çак мероприятие 10-15 ушкăн хутшăнать. Шел пулин те, иртнĕ çулхине кăшăлвируспа çыхăннă лару-тăрăва пула фестиваль хăй тавра пултарулăх ушкăнĕсене пуçтараймарĕ.

Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç

Хальхинче конкурса 12 ялтан вун икĕ ансамбль хутшăнма кăмăл турĕ. Кашни ушкăнра аваллăха упрани, ăна çамрăк ăрăва вĕрентсе пыни палăрчĕ. Кăçалхи фестивальте тĕрлĕрен те тĕрлĕ, интереслĕрен те интереслĕрех йăла-йĕркесем курма май пулни савăнтарчĕ. Халăх пултарулăхĕн тупăшăвне ытларах чăваш ялĕсем хутшăнни вара уйрăмах кăмăла çĕклет. Районти чăваш ушкăнĕсем асăннă уявран пĕрре те юлмаççĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе мероприятие хуçасем, кăратмассем, пуçларĕç. Чăн малтан «Шевле» ушкăн артисчĕсем хăнасене «Пурăнать-ха ялăм» юрăпа тата ăшă сăмахсемпе кĕтсе илчĕç.
– Ырă кун пултăр, хисеплĕ ентешĕмĕрсем, тĕрлĕ халăхăн аваллăхне упракансем. Тараватлă Кăратмас çĕрĕ çинче сире хапăл туса йышăнатпăр. Паянхи уяв кашнин чĕринче тарăн йĕр хăварасса шанатпăр, – терĕç уяв ертÿçисем.
Малалла хуçасем ялăн престольнăй праçникĕн (Кузьма тата Демьян) йăли-йĕркине кăтартса пачĕç. Çак праçнике ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ăна пирĕн аннесем кил-çуртра тăнăçлă пурнăç пултăр, картишĕнче чăх-чĕп ĕрчетĕр тесе уявланă. Çав кунхине çынсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Уяв, паллах, савăнăçлă юрă-ташăсăр та иртмен. Престольнăй праçникĕн тĕп паллисем: карта-хуралтăри чăх-чĕпе ятарлă сăмахсем каласа Турă шывĕпе пĕрĕхнĕ, пусса урисене мачча çине ывăтнă (чăх-чĕп çитес çул та ăнса пултăр тесе). «Çĕртен тÿпене çитиччен çĕклентĕр (тăсăлтăр)», – тенĕ. Çак кунхине тунă чăх çăмартисене пĕçерсе çимелле пулнă. Çакăн пек туни сывлăхшăн усăллă пуласса шаннă. Шевлеçĕсем асăннă йăла-йĕркене тулли те ăнланмалла кăтартса пама тăрăшрĕç. Кил хуçи арăмĕн – Е.Артемьева, кил хуçин – Н.Васильев, вĕсен кинĕн – Е.Исаева, тăван-хурăнташĕсен ролĕсене Л.Ефремова, Л.Макеева, А.Байкова, С. Филиппова, З.Колесникова вылярĕç.
Малалла спартаксем (вырăссем) Çăварни йăли-йĕркин пĕр пайĕпе паллаштарчĕç. Унтан 8-мĕш Март ялĕнчен килнĕ ушкăн «Иван чай» праçникне куç умне кăларса тăратрĕ. Кунта чей историне, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене, кĕске сăвăсемпе юрă-такмаксене илтме пулчĕ. Суккулти «Пилеш» ушкăн сцена çине тăваттăмĕш пулса тухрĕ. Унăн пайташĕсем юрласа та ташласа Çăварнире ярăннине, кăвайт урлă сике-сике каçнине кăтартрĕç. Уйăлкасем вара улаха пуçтарăнчĕç. Клуб заведующийĕ баян каласа юрă шăрантарчĕ. Вĕсем хыççăн та сцена çине чăваш ялĕнчен килсе çитнĕ ушкăн тухрĕ. Янăшмасем чăн-чăн артистсем пек юрласа та выляса ача çумалли йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Çут тĕнчене тин килнĕ пепкене ырлăх, вăрăм ĕмĕр, юман пек çирĕп сывлăх сунчĕç. Унтан Эрехĕрринчи ушкăн ниме йăли-йĕркине сăнласа пачĕ. Вĕсем пир çемçетес тĕллевпе пуçтарăнчĕç, ĕçлесен-ĕçлесен апат (çăкăр тата яшка) пĕçерсе çирĕç, унтан юрласа-ташласа канчĕç. Енкрелсем «Хĕвел çунине» кăтартса пачĕç. Вĕсен костюмĕсем питĕ илемлĕ пулнине палăртса хăварма кăмăллă. Залра ларакансене купченейсен (удмурт халăхĕ) «Ĕне ырри» («Рождение теленка») йăлипе паллашма питĕ интереслĕ пулчĕ. Çĕнĕ Суллинчен (мордвасем) килнĕ хăнасем тырă акса, çитĕнтерсе, çăкăр пĕçерсе кăларчĕç. Çурта çутса кĕлĕ те вуларĕç. Кулбаевăри тутар ушкăнĕ вăрçă тематикипе паттăр салтаксене халалланă йăласене суйласа илнĕ. Новошахово ялĕн артисчĕсем «Çумăр чĕннине» пултаруллă сăнласа пачĕç.
Кашни ушкăн куракансене чун-чĕререн авалхи йăласемпе паллаштарма тăрăшрĕ. Пĕрне мухтаса, теприне хурламалли те çук. Пурте сцена çинче питĕ маттур вылярĕç. Артистсенчен чи асли Новошахово ялĕнчен килнĕ 82 çулхи кинемей, чи çамрăкки 3-мĕш класс ачи пулчĕç.
Жюри членĕсем ушкăнсен пултарулăхне хак парса чи маттуррисене палăртрĕç. Чăваш ялĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна енкрелсем тивĕçрĕç. Вĕсене тÿресем икĕ пин тенкĕлĕх сертификат парса чысларĕç. Тивĕçлĕ иккĕмĕш вырăна эрехĕррисем йышăнчĕç (1000 тенкĕлĕх сертификат). Виççĕмĕшсем кăратмассем пулчĕç (500 тенкĕлĕх сертификат).
Уяв кунне Кăратмас ялне 100 ытла хăна килсе çитрĕ. Вĕсене пурне те чей ĕçтерсе хăналаса ăсатрăмар. Уйрăмах мероприятие йĕркелекенсене, Ермеккей ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхне Нурислам Тимирова, Кăратмас ялĕнчи клуб ертÿçине Юрий Мурзакова тата «Шевле» ушкăна, пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Чăваш ушкăнĕсем йышлă пулчĕç
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: