Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
12 Майӑн 2022, 09:43

Халăх тумĕ пурăнать, аталанать тата паянхипе авалхине çыхăнтарать

Çулсерен Кумертау хулинче «Илем Планети» («Планета красоты») республика шайĕнчи ачасемпе çамрăксен модин уçă фестиваль-конкурсĕ иртет. Унта Пушкăртстан Республикинчи, Эрĕнпур облаçĕнчи районсемпе хуласенчи ача-пăча коллективĕсем хутшăнаççĕ.

Халăх тумĕ пурăнать, аталанать  тата паянхипе авалхине çыхăнтарать
Халăх тумĕ пурăнать, аталанать тата паянхипе авалхине çыхăнтарать

Çак кунсенче ача-пăча ушкăнĕсем татах илемпе фантази уявне пуçтарăнчĕç . Мелеуз хулинчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр çумĕнчи З.М. Максимова ертсе пыракан «Илем» пултарулăх коллективĕ – ун йышĕнче Анастасия Сидорова, Дарина Самарина, Ксения Матушкина (сăн ÿкерчĕкре) – «Çуркунне сывлавĕ» коллекципе çак фестивале хутшăнчĕ. «Этностиль» номинацире ушкăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Конкурса хатĕрленнĕ май хамăн коллекци чунра илемлĕх туйăмĕ çураттăр, çамрăк ăру хăйĕн халăхĕпе мăнаçлантăр, ытти халăхсене те кăсăклантартăр тесе тăрăшрăм.
Этностилĕн тĕп тĕллевĕ – наци тумĕн хăйне евĕрлĕхне сцена çине тухмалли тумсенче сăнласа парасси. Асăннă çул-йĕрĕн тымарĕсем авалтанах пыраççĕ, вĕсенче асатте-асаннесен шухăшĕсем пур.
«Халăх тумĕ пурăнать, аталанать, пурнăçа кура улшăнать, паянхипе авалхине çыхăнтарать» тесе пĕтĕмлетÿ тума пулать. Апла пулсан малашне те çак енĕпе ĕçлемелле, тăрăшмалла. Çакăн валли кăмăл кăна пултăр.
Зоя МАКСИМОВА,
Мелеузри И.Я. Яковлев
ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне
аталантаракан центрăн вĕрентекенĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: