Пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи фестивале Чăваш Ен, Тыва, Мари Эл, Пушкăртстан, Тутарстан, Удмурт, Якути республикисенчи, Волгоград, Саратов, Ульяновск, Киров, Орел облаçĕсенчи тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи (пурĕ 21 регион) пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Фестиваль йĕркелÿçисем – Абхази Республикинчи Культура министерствипе Россотрудничество. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – нацисем хушшинчи çыхăнăва аталантарасси. Унăн программипе килĕшÿллĕн кашни кунах тĕрлĕ мероприятисем: наци каçĕсем, халăх ал ĕçĕсен курав-ярмăрккисем, «Аламыс» пĕтĕм тĕнчери этноконкурс тата «Атмосфера» этнофорум, мастер-классем, семинарсем (вĕсене Раççейри институтсен профессорĕсем ертсе пынă) иртнĕ.
Пушкăртстан Республикин ятне Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – А.Л. Степанова) тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Йăмрансем Пушкăртстан чăвашĕсен культурипе, йăли-йĕркипе, тумĕпе туллин паллаштарнă, чăваш ятне-сумне тĕнче шайне çĕкленĕ.
«Алтын майдан» Пĕтĕм тĕнчери наци культурисен инклюзивлă фестиваль-конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Йăмран ялĕнчи муниципаллă культура çурчĕн «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ Сухум хулинче иртнĕ «Атмосфера» пĕтĕм тĕнчери пултарулăх форумĕнче «Фольклор ансамблĕ» номинацире I степень лауреачĕн дипломне, «Алтын майдан-Абхази» наци культурисен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнче «Тĕнчери халăхсен йăли-йĕркисем. Этнокаç» номинацире I степень лауреачĕн дипломне, «Фольклор ансамблĕ» номинацире «Чи лайăххисенчен пĕрремĕш» («Первый из лучших») диплом тата кубок çĕнсе илнĕ. Ансамблĕн пултаруллă та чăваш чунлă ертÿçине, Алина Степанована Тав çырăвĕпе тата Краснодар хулинчи Хĕрлĕ ялавлă К.Жуков, М.Кутузов оденĕсене тивĕçнĕ Хĕрлĕ çăлтăрлă çиччĕмĕш çар базин 104-мĕш çулне халалланă уявне йĕркеленĕ тата уявланă мероприятие хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе чысланă.
Çак кунсенче Алина Леонидовнăпа калаçса çулçÿрев пирки ыйтса пĕлме май тупăнчĕ.
– ПР регионти чăвашсен «Канаш» обществăлла организаци йышăнăвĕпе Абхази Республикине кайма пирĕн ансамбль тивĕçрĕ. Инçе çула 21-ĕн парăнтартăмăр. Ушкăнра чи асли 76 çулхи Мария Васильевна Кобякова пулчĕ. Чи çамрăккисем – вун тăватă çулта. Абхазие самолетпа çитрĕмĕр. Хамăрпа пĕрле Раççей, Пушкăртстан ялавĕсене илтĕмĕр. Фестивале пуçтарăннисене XIX ĕмĕрти юрăсемпе, илемлĕ чăваш тумĕпе, хамăр тăрăхри йăла-йĕркесемпе паллаштартăмăр. Чăвашсен илемлĕ тумĕсене курса, çепĕç чĕлхине итлесе çынсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Сухум урамĕсем тăрăх утнă чух пирĕн пата пыра-пыра сăн ÿкерĕнчĕç, пĕр вĕçĕм юрласа кăтартма ыйтрĕç.
– Эсир хăш çĕршыв çыннисем? Ют çĕршыв çыннисем-и? – ыйтаççĕ пиртен.
– Чăвашсем, – хуравлатпăр эпир хирĕç.
– Эсир вĕт культура управçисем, – теççĕ пире.
Çавăн пекех эпир выставка-ярмаркăна хутшăнтăмăр. Вера Герасимова алă ăстин тĕрленĕ чăваш эрешĕллĕ ал шăллийĕсем, Любовь Иванова ăсталанă хушпу-тухьясемпе мăййасем, чăваш кĕписемпе чĕрçиттийĕсем, сурпанĕсем çынсене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕç. Наци тумĕсем тăхăнса утнă чух та (дефиле) чăвашсен пуян та илемлĕ тумĕ çине пурте ăмсанса та тĕлĕнсе пăхрĕç.
Мероприяти питĕ кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Пур çĕрте те пире ăшшăн йышăнчĕç. Нумайăшĕ Абхазире пуçласа пулса курчĕç. Кунти хăйне евĕрлĕ çанталăк такамăн кăмăлне те каймалла. Ансамбль хастарĕсем тинĕсре çителĕклĕ шыва кĕчĕç. Çулçÿреврен тулли те хавхалануллă кăмăлпа таврăнтăмăр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр-пĕринпе туслашма май туса пачĕ.
Пире çак çулçÿреве кайма тĕрлĕ енлĕ пулăшнă ПР регионти чăвашсен «Канаш» обществăлла организацин ертÿçине Людмила Мурманскаяна, «Травы Башкирии» ООО тĕп директорне Александр Иванова, Кармаскалă районĕнчи культура пайĕн ертÿçине Виктория Мухамадеевана, районти культура çурчĕн директорне Марат Мазитова, Йăмран ял хутлăх администрацин пуçлăхне Равиля Култыгинана тата ыт. те чунтан тав тăватпăр. Паллах, «Çăлкуç» ушкăнăн пултаруллă хастарĕсене те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вăй пухса, канса килнĕ хыççăн çĕнĕ хавхаланупа çĕнĕ çитĕнÿсем туса чăваш ятне çÿллĕ шая çĕклемелле пултăр. Пурте пĕр пулар та, пур пулар! – тет Алина Леонидовна.
Пирĕн, вулакансен, пултаруллă ушкăна малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх та хавхалануллă кăмăл сунасси çеç юлать.
Надежда РОДИОНОВА.
Абхази Республики.