Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
8 Ноябрӗн 2022, 11:25

Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă

Октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕ Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи 40 çултан иртнĕ хастарсем çÿрекен пултарулăх ушкăнĕсемшĕн комсомол çулĕсене аса илнипе çеç мар, çак кун конкурса хастар хутшăннипе те асра юлчĕ. Ача-пăча пултарулăх ушкăнĕшĕн – çул çÿреве кайса килнипе.

Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă
Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă

Çак кун Октябрьск хулинче V регионсем хушшинчи «Туслăх» наци культурисен фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Конкурс Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчи, Эрĕнпур облаçĕнчи 350 ытла юрă-ташă ăстине пуçтарнă. Мероприятире халăх культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăрассипе ĕçлекен аслă çулхи тата ача-пăча фольклор ушкăнĕсемпе ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн йĕркелесе ирттернĕ мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ хамăр республикăра тата Раççей çĕршывĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннине пĕр-пĕрин культурипе паллаштарасси, мăн асаттесемпе асаннесен еткерне сыхласа хăварасси пур халăх умĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнине çынсем патне илсе çитересси пулса тăчĕ.
«Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи коллективсем чăннипех те вăйлă конкурентсем пулнине, конкурса тĕплĕн хатĕрленнине кăтартса пачĕç. «Ляйсан» пушкăрт юррисен ансамблĕ (ертÿçи – Н. Фархутдинова) I степень дипломне, «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (Н. Никтитина) II степень дипломне, «Уяв» ача-пăча тĕслĕхлĕ фольклорпа инструмент ансамблĕ (В. Яковлева) II степень дипломне тивĕçрĕç.
– Хăтлă та çутă Туслăх çуртĕнче пирĕн «Уяв» ансамбль пĕрремĕш хут пулса курчĕ. Фестивале хутшăнакансем питĕ нумайăнччĕ. Регионсем шайĕнчи ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленмесĕр каяймастăн. Тăрăшни сая каймарĕ. Эпир хамăр ÿсĕмрисем хушшинче II вырăна тухрăмăр, – тет «Уяв» ача-пăча тĕслĕхлĕ фольклорпа инструмент ансамблĕн ертÿçи Валентина Яковлева.
Пире мероприятие хутшăнма май туса панăшăн, çул çÿреве йĕркелеме пулăшнăшăн «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн ертÿçине Людмила Джимăна чунтан тав тăватпăр.
Нина НИКИТИНА, «Илем» халăх ансамблĕн ертÿçи.
Пелепей хули.

Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă
Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă
Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă
Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă
Пелепейсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: