Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
12 Сентябрӗн 2023, 10:40

Вĕçсĕр-хĕрсĕр çеçен хир пек анлă чун-чĕре…

Казахстан Республикинче сентябрь уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче иртнĕ пурнăçа илсе çитерекен портал уçăлнă. Ĕмĕрсен тарăнăшĕнчен 50 юрттăран тăракан аул хаваслă икĕ куна килсе çитнĕ тейĕн. Алма-Ата хули çывăхĕнчи «Боралдайские сакские курганы» территоринче «Мир кочевников Великой степи» Пĕтĕм тĕнчери этнофестиваль иртнĕ. Вăл ют çĕршыв çыннисемшĕн экзотикăллă, пирĕннисемшĕн чăн пулăм шутланать.

Вĕçсĕр-хĕрсĕр çеçен хир пек анлă чун-чĕре…
Вĕçсĕр-хĕрсĕр çеçен хир пек анлă чун-чĕре…

Тĕрĕк халăхĕсен фестивальне Азербайджанпа Турцин, Венгрипе Малайзин, Пушкăртстанпа Дагестанăн, Чăваш Енпе Алтайăн, Бурятипе Узбекистанăн, Кăркăстанăн чи лайăх этномузыканчĕсемпе спортсменĕсем хутшăннă. Вĕсем уçă пĕлĕт айĕнче мĕнле пурăннине, ĕçленине, савăннине тата хăйсен çĕр лаптăкĕсемшĕн кĕрешнине кăтартса панă.
Алма-Ата хулин кунне халалланă «Мир кочевников Великой степи» Пĕтĕм тĕнчери этнофестивале Алена Силпи юрăç хăйĕн мăшăрĕпе Олег Максимовпа тата Авелина хĕрĕпе, Тутарстан Республикинчи «Ĕмĕт» чăваш этно-фолькор ушкăнпа кайса килнĕ.
«Массăллă курăмлăха (массовое зрелище) 14 халăхпа этнос – казахсемпе кăркăссем, узбексемпе бурятсем, алтайсемпе пушкăртсем, азербайджансемпе аварсем, кумыксемпе турккăсем, каракалпаксемпе венгрсем, малайсем тата эпир, чăвашсем – хутшăнчĕç. Сире тĕрĕк халăхĕсемпе калаçнă хыççăн тунă самантсемпе паллаштарасшăн.
1.Вĕсем пирĕн çинчен сахал пĕлеççĕ. Хăш-пĕрисем чăвашсем тĕрĕк халăхĕ йышне кĕнине пачах те пĕлмен.
2.Чăвашсем авалхи тĕрĕк халăхĕсенчен пĕри пулни, мĕнпур тĕрĕк чĕлхисем чăваш чĕлхин никĕсĕ çинче йĕркеленни пирки каласа парсан вĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç.
3.Эпир, чăвашсем, тĕрĕк чĕлхисен çемйинчи пăлхар чĕлхине сыхласа хăварнă пĕртен-пĕр халăх шутланнине пĕлтерсен халăх ура çине тăрса алă çупрĕ.
4.Этнофестивале хутшăнакансем чăваш тумĕпе, тĕррипе тата унăн эрешĕсемпе ытараймасăр киленчĕç. Вĕсем пирĕн эрешсем каракалпаксенни евĕр пулнине палăртрĕç.
5.Чăваш юррисем янрасан халăх чăтаймасăр ташша ячĕ. Тен, генсем хăйсем çинчен пĕлтереççĕ. 6.Çакăн йышши фестивальсенче чăваш пикисем чи илемлисем тенине илтме пулать.
Мĕн каламалла? Чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварас, аталантарас енĕпе тăрăшакансем пĕтĕмлетÿсем хăвăр тăвăр.
Пысăк масштаблă мероприятие хутшăнакансен ташă-юрă номерĕсем илемлĕ пулчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ ăмăртусемпе мастер-классем иртрĕç. Сывлăш температури 30 градус таран хăпарчĕ пулин те вырăнти халăх çанталăк кăмăллă, пачах та шăрăх мар терĕ.
Эпир пире çул çÿреве кайма, этнофестивале хутшăнма май туса панă Артем Носкова (Хусан хули) тата Кайрат Балтабая (Алма-Ата хули) питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр», – тесе çырнă юрăç социаллă сетĕнчи хăйĕн страницинче.
Ирида НОВИКОВА.
Казахстан Республики,
Алма-Ата хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: