Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
20 Сентябрӗн 2023, 09:15

«Пушкăртстан ачалăхран пуçланать»

Ĕпхÿ хулинчи Советски лапамра йĕркеленĕ «Атя выляма!» Пĕтĕм Раççейри фестивале 4 кун хушшинче 250 пин çын килсе курнă. Ача-пăча теттисен пĕрремĕш форум-куравĕ ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе иртнĕ.

«Пушкăртстан ачалăхран пуçланать»
«Пушкăртстан ачалăхран пуçланать»

– Пирĕн республикăн тĕп лапамне тăватă куна ачасене патăмăр. Ман шутпа историллĕ пулăм пулса иртрĕ. Хамăр ачасене мĕн чухлĕ тĕрлĕ тетте пуррине кăтартрăмăр. Вĕсен чи лайăх теттесем пулччăр тесе тăрăшăпăр. Теттесем обществăшăн лайăх çынсем çитĕнтерме пулăшмалла. Енчен те сире фестиваль килĕшрĕ пулсан хаваспах ачасемпе аслисене çитес çул «Атя выляма» мероприятие йыхравлатăп, – тенĕ Радий Хабиров фестивале хупассипе çыхăннă церемонире.
РФ Федераци Канашĕн наука, вĕрентÿ тата культура енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Лилия Гумерова Ĕпхÿ хули ачасемпе аслисене пĕрлештерекен илемлĕ вырăн пулса тăнине палăртнă.
– Çитес çул ачасем çĕнĕ теттесем шухăшласа кăларасса шанатăп. Тен, хăшĕ-тĕр дизайнер пулса тăрĕ. Пушкăртстан ачалăхран пуçланать, çакна «Атя выляма» фестиваль те çирĕплетсе парать, – тенĕ Ача-пăча таварĕсем туса кăларакан предприятисен индустри ассоциаци президенчĕ Антонина Цицулина.
Ятарлă конкурс çĕнтерÿçисене Минигали Шаймуратов статуэткисем (пĕчĕк арçын ача хут купăс тытса тăнине сăнланă) тата Дипломсем парса чысланă.
Тăватă кун хушшинче Советски лапам чăн-чăн ача-пăча территорине çаврăннă. Кунта вăйăсемпе ăмăртусем иртнĕ, пысăк пуканесемпе мультфильмсенчи сăнарсем уçăлса çÿренĕ, ача-пăча мастер-класĕсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех фестивальте юратнă сăнарсемпе сăн ÿкме май пулнă.
Фестиваль хăнисем «Непоседы», «Домисолька» паллă ача-пăча ушкăнĕсен, Ваня Дмитриенко тата Милана Хаметова пултарулăхне курса савăннă. Унсăр пуçне кунта Раççейре теттесем туса кăларакансен пин ытла таварне тăратнă. Куçăмлă (подвижные) вăйăсене вара уйрăм тимлĕх уйăрнă. Çамрăк спортсменсем тĕрлĕ халăхсен вăййисене вылянă. Çав шутра – пушкăрт юлан ут ăмăртăвĕ тата ухăран пересси.
Фестиваль кунĕсенче Наци музейĕнче «Теттесен историйĕ» курав ĕçленĕ. Вăхăтлăх экспозицин хăйне евĕрлĕхĕ Мускаври Вадим Вольфсон коллекционерăн теттесен пухăвĕ пулса тăнă. Фестиваль кунĕсенче вăл хăйĕн авалхи теттесен коллекцийĕпе паллаштарнă. Унта патша çемйин (пулас патша Алексей вылянă салтаксен пуххи тата паровоз), совет самани вăхăтĕнчи, сĕтел çинче вылямалли теттесене, конструкторсене курма пулнă.
ПР Промышленность, энергетика тата инноваци министерствипе Теттесен ассоциацийĕ Пушкăртстан территорийĕнче Иран теттисен ассортиментне анлăлатасси тата çĕнĕ технологисем енĕпе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве çирĕплетнĕ. Çавăн пекех «Альтернатива» пластмасс япаласем туса кăларакан заводпа Zarrin Toys Иран компанийĕ меморандума алă пусса килĕшÿ тунă.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: