Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
23 Апрелӗн , 11:15

Силпи ялĕ çук пулсан та ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать

Константин Иванов хăйĕн «Нарспи» поэмине пĕр ĕмĕр ытла каяллах çырнă пулин те вăл паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Поэт çуралса ÿснĕ Пелепей тăрăхĕнче, сăмахран, кашни çулах поэмăри Силпи ятне аса илтерекен «Силпи асамачĕ» ачасемпе çамрăксен регионсен хушшинчи фестиваль-конкурсне ирттересси йăлана кĕнĕ. Апла, Силпи ялĕ çук пулсан та – вăл асра.

Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать

Район шайĕнче йĕркеленнĕ фестивале халĕ хамăр республикăра анчах мар, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ. Пелепейсемпе кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансемшĕн вăл тахçанах çурхи чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ăна çитĕнекен ăрăва тăван халăх культурине, чăваш чĕлхине юратма вĕрентес, хамăр тымарсене пĕлме хавхалантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне «Силпи асамачĕ» – ачасемпе çамрăксене хăйсен пултарулăхне кăтартма, аталантарма пулăшакан хăйне евĕрлĕ лапам та шутланать.
Акă кăçал та, апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ хăйĕн алăкĕсене яр! уçса республикăн шĕкĕр хулинчен, Ĕпхÿрен, Миякипе Пишпÿлек, Пелепей районĕсенчен килсе çитнĕ чăваш ачисемпе çамрăкĕсене, вĕсен ертÿçисене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Пелепей хулипе районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертÿçи – В.М. Яковлев) йĕркеленипе ку çул мероприяти вун пĕрмĕш хут иртрĕ.
«Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи Чăваш культура центрĕн ертÿçи, вăлах мероприятие сцена çинче ертсе пыраканĕ Марина Денисова пĕлтернĕ тăрăх, «Силпи асаматне» хутшăнма кăмăл тăвакансенчен пурĕ 45 заявка килнĕ, пултарулăх ăмăртăвĕнче ик çĕре яхăн ача вăй виçнĕ.
Юрă-ташă фестивальне уçма Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председательне Владимир Яковлева сăмах пачĕç.
– Хаклă ачасем, çамрăксем – эсир чăваш халăхĕн малашлăхĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ кун тăван чĕлхе, культура, йăла-йĕрке илемлĕхне тивĕçлĕн кăтартса парса чăвашлăх туйăмне ĕмĕрех хăвăр чĕрĕрсенче, чунăрсенче упрасса шанса тăратпăр, – терĕ Владимир Матвеевич пурне те хĕрÿллĕн саламласа тата ăнăçу сунса.
Акă, XI конкурс-фестиваль пуçланчĕ. Сцена çине пĕрин хыççăн тепри, чăваш тумĕсем тăхăннă сăмах ăстисем, ташăçăсемпе юрăçăсем, кĕвĕ калакансем тухрĕç. Фестивале пысăк йышпа Пелепей хулинчи чăваш гимнази, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка, Пишпÿлекри культура керменĕн, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал, Кекен ял ачисем тухрĕç. Конкурса хутшăнакансем пилĕк тĕрлĕ номинацире «Илемлĕ сăмах», «Фольклор юрри тата йăла-йĕрке», «Эстрада юрри», «Ташă ташласси», «Кĕвĕ инструменчĕпе каласси» вăй виçрĕç. Çамрăк артистсем тăван халăх историне, чăваш халăх хăйне евĕрлĕхне уçса паракан сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, йăла-йĕркесемпе паллаштарчĕç.
Ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Алексей Шадриков эстрада юрăçи ертсе пыракан жюри членĕсем хак пачĕç. Çав шутра Людмила Шайхуллина Пелепей хулинчи 1№ ÿнер шкулĕнчи хор пултарулăхĕн преподавателĕ, Нина Никитина чăваш халăх «Илем» фольклор ансамблĕн хормейстерĕ, Рудольф Павлов çыравçă, Светлана Григорьева хореограф пулчĕç.
Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне эпир те, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем курса хак пама пултартăмăр. Мана уйрăмах ачасем чăвашла пĕлни савăнтарчĕ. Нумайăшĕ вырăсларах манерлĕ калаçнине палăртмалла. Паллах, ку – пирĕн, аслисен айăпĕ. Ачасем хамăра ан сăмахлаччăр тесен пĕр тăхтаса тăмасăрах вĕсене хамăр пуянлăха парса хăварма тăрăшмалла. Унсăрăн ÿкĕнмелле пулса тухĕ.
Çавăн пекех фестиваль пĕлтерĕшĕ чакманни, юрра-ташша ăста ачасемпе çамрăксем, пултарулăх ушкăнĕсем кашни çулах тупăнса пыни савăнтарать. Сцена çине тухмалли çи-пуç лайăхланса, артистсен пултарулăхĕ туптанса пыни мероприяти кирлĕлĕхне çирĕплетет. Ачасемпе вĕсен ертÿçисем фестиваль-конкурса çулталăк тăршшĕпех хатĕрленнĕ пулĕ. Çав вăхăтра вĕсем сахал мар литература тĕпченĕ, йăла-йĕркесене шĕкĕлчесе тухнă, сăвă вĕреннĕ, чăвашла калаçас, юрлас ăсталăха аталантарнă. Паллах, çак ĕç тăван чĕлхене вĕренме хавхалантарнине палăртмалла. «Силпи асаматне» пĕрремĕш çул çеç мар хутшăнакансем те нумай кунта.
– «Силпи асамачĕ» ачасене те, пире хамăра та питĕ килĕшет. Чăвашлăх утравĕ евĕрех кунта. Чĕвĕл-чĕвĕл чăваш калаçăвĕ, юрри-ташши, илемлĕ çи-пуçĕ, кăмăллă та ăшă лару-тăру. Ку мероприятие кашни çулах хутшăнатпăр, – тет Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчен килнĕ кашăкпа калакан ушкăн ертÿçи Татьяна Захарова.
Çамрăк артистсем кашниех ăста, пултаруллă пулнине палăртмалла. Жюри членĕсене вĕсене хак пама çăмăл килмерĕ пулин те пурте пĕр саслă пулса конкурс-фестиваль Гран-прине Мияки районĕнчи Кекентен килнĕ «Мерчен» фольклор ансамбльне (ертÿçи – З.С. Шуркова, аккомпаниаторĕ – З.Ф. Ефремова) пама йышăнчĕç.
Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕпе вырăнти чăваш хастарĕсем фестиваль наци мăнаçлăхĕн туйăмне аталантарас тĕллевпе хăйсенчен килнине туллин пурнăçлаççĕ. Лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртме канăçсăр чĕреллĕ чăвашсем те сахал мар пулăшаççĕ. «Силпи асамачĕ» фестивале ирттерме пулăшнă спонсорсене – ПР чăвашсен наципе культура автономийĕн председательне Виталий Викторова, «РемДизельСнаб» ООО предприяти ертÿçине Геннадий Кузнецова, Сергей Тефтерев тата Александр Яковлев уйрăм предпринимательсене, Пелепейри информаци центрне (И.А. Фазлутдинов) – уйрăм тав сăмахĕ каламалла.
«Силпи асамачĕ» фестивальте парнеллĕ вырăнсене йышăннă ытти талантсемпе хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.

Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та  ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Силпи ялĕ çук пулсан та ун çийĕн «асамат кĕперĕ» вылянать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: