Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
21 Майӑн , 12:25

«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет

Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пишпÿлекĕн тараватлă та кăмăллă çĕрĕ çинче черетлĕ «Шур çăл» ачасемпе çамрăксен регионсем хушшинчи конкурс-фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Малтанхи тапхăрне вара онлайн мелĕпе йĕркеленĕччĕ. Шучĕпе вăл вуннăмĕш шутланать.

«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет

Кăçал мероприятин йĕркелÿ комитечĕ ячĕпе пурĕ 132 заявка килнĕ пулнă, анчах та 30 ытла номере çеç иккĕмĕш тапхăра кĕртнĕ. Çак пулăм та жюри пайташĕсем компетентлă пулнине тата çирĕп ыйтнине кăтартса пачĕ. Фестивалĕн географийĕ те анлă: Чăваш Ен (5 районпа хуларан килсе çитнĕ, çав шутра Шупашкартан та),Тюмень облаçĕ тата хамăр республикăри Ĕпхÿпе Туймазă, Пелепей хулисенчен, Миякипе Пелепей, Федоровкăпа Кармаскалă, Пишпÿлекпе Мелеуз районĕсем.
Ырă йăлапа фестиваль программи Алексеевка ялĕн Улмуççи садĕнче пуçланчĕ. Шăпах çак вырăнта «Шур çăл» ачасемпе çамрăксен уявĕ пĕрремĕш утăмсем тунă. Жюри пайташĕсемпе куракансем кунта çамрăк ăрăвăн тĕрлĕ жанрлă 36 номерне хак пама пултарчĕç. Пухăннисене Пишпÿлек район администрацин пуçлăхĕн çумĕ Алексей Данилов саламларĕ. Вăл регионсем хушшинчи фестивалĕн пĕлтерĕшне палăртрĕ, çамрăк талантсене хавхалану, ăнăçу тата ăмăртура çĕнтерме сунчĕ.
Ачасем конкурса уйрăмшарăн та, ушкăнсемпе те тĕплĕн хатĕрленнине ăмăртăвăн малтанхи номерĕсене хак панă чухнех курма пулчĕ. Çавăнпа та пилĕк çынран тăракан жюри йышне (председателĕ – Пишпÿлек район администрацин культура, çамрăксен политикин, спорт тата обществăлла пĕрлĕхсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Елена Арефьева, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ) чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Ачасен пултарулăхне жюри пайташĕсен шутĕнче çавăн пекех истори наукисен докторĕ Ирина Сухарева профессор, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Светлана Матвеева, Приютовăри «Радуга» тĕслĕхлĕ хор ертÿçи Гульнара Полищук аслă категориллĕ дирижерпа хор преподавателĕ, Пелепей хулинчи вырăс инструменчĕсен оркестрĕн ертÿçи Павел Крылов ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ хак пачĕç. Ăмăрту вăхăтĕнче ачасем хушшинче ăшă та кăмăллă, лăпкă лару-тăру хуçаланни сисĕнчĕ. Пĕр-пĕрин пултарулăхне курса вĕсем те ыттисемпе пĕрле савăнчĕç, туслă çыхăнусем йĕркелерĕç, малашлăх планĕсем палăртрĕç. Çав шутра çитес çул та «Шур çăл» фестивалĕн картине тăма хатĕр пулнине пытармарĕç.
– Эпир уяв çакăн пекех çÿллĕ шайра, çĕкленÿллĕ те асра юмалла иртесси çинчен шутламан та. Пурте килĕшрĕ. Кунта тавралăхĕ те, çут çанталăкĕ те, çыннисем те урăхларах пек туйăнать, – кĕскен çапларах хак пачĕç Чăваш Енрен килнĕ çамрăк артистсем.
Çак кунах каçхи пилĕк сехетре районти культура çуртĕнче «Шур çăл» конкурс-фестивалĕн Гала-концерчĕ иртрĕ. Юрă-ташă программи пуçланиччен залра пухăннисене Пишпÿлек район администрацин пуçлăхĕ Артур Зарипов саламларĕ. Ун хыççăн ПР чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Ирина Сухарева аякран килнĕ хăнасене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Уяв сцени çине Пишпÿлекри чăвашсен Канашĕн ертÿçин Сергей Михайловăн та тухма тÿр килчĕ. Вăл, хăй вăхăтĕнче çак фестивалĕн пуçаруçи пулнă май, иртнине манман.
– Вунă çул каялла пире ăнланса тата пулăшса район администраци пуçлăхĕ Наиль Габдуллович Гатауллин çул уçса панăччĕ. Эпир çав самантсене манман. Çавăнпа та паян эпĕ Канаш ятĕнчен ăна çак Тав çырăвне парса хисеп тăвасшăн, – терĕ Сергей Квинтильянович ĕнерхи пуçлăха сцена çине чĕнсе кăларнă май.
Çавăн пекех районти Канаш председателĕ паянхи район администраци пуçлăхне Артур Зарипова, культура пайĕн ертÿçине Елена Арефьевана Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вĕсем çине тăнипе хальхи вăхăтра «Шур çăл» конкурс ПР Культура министерстви пулăшнипе йĕркеленет. Паллах, район администрацийĕ те хăйĕнчен мĕн кирлине туллин пурнăçлать.
Çапах эпир çамрăк талантсем патне таврăнар-ха. Акă, вĕсем пĕрин хыççăн тепри уйрăмшарăн та, йышпа та сцена çине тухаççĕ. Пĕри чĕрене пырса тивмелле сăвă вулать, теприсем хÿхĕм те çĕкленÿллĕ ташăпа тыткăна илеççĕ, виççĕмĕшсем авалхи юрăсене шăрантараççĕ, тăваттăмĕшсем хут купăсĕпе (Шупашкартан килнĕ Артем Осипов – сăн ÿкерчĕкре) е баянĕпе кĕвĕ тăсса ярса ташша йыхравлаççĕ тейĕн. Зал пурне те тăвăллăн алă çупать, «Маттур» тесе хавхалантаракансем те пур.
Çамрăк талантсем ăмăртнă хушăра аслисем (ертÿçĕсем) валли çавра сĕтел йĕркелерĕç. Кунта жюри пайташĕсем хутшăннипе конкурс программинчи номерсене тишкерчĕç, коллективсен ертÿçисем хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Çапла майпа «Ача-пăча халăх вокал уйрăмлăхĕ», «Ача-пăча эстрада вокал уйрăмлăхĕ», «Ача-пăча чăваш инструменчĕн пултарулăхĕ» темăсене сÿтсе явса хăйне евĕр пĕлÿ илчĕç.
Мастер-классем йĕркелени те кăсăк та усăллă иртнине палăртмалла. Вĕсене Ирина Аглеевапа Алена Васильева ал ĕç ăстисем хатĕрлерĕç. Кунта пухăннисем чăваш хĕрĕн тумĕнчи – масмак тата кăкăр витти – илемлĕх элеменчĕсемпе паллашрĕç, çак пуянлăха мĕнле хатĕрлемеллине ăша хыврĕç.
Черетлĕ «Шур çăл» регионсем хушшинчи конкурс вĕçленчĕ. Ăмăрту икĕ ÿсĕмпе тата 6 номинаципе иртнине шута илсен çĕнтерÿçĕсемпе призерсен списокĕ самай пысăк. Çавăнпа та эпир вĕсемпе сире, хисеплĕ вулакансем, «Урал сассин» çитес номерĕнче паллаштарăпăр. Анчах икĕ ансамбль ятне паянах асăнса хăварма тивет. Пĕрремĕшĕ вăл – Гран-прие (30 пин тенкĕлĕх сертификат) тивĕçнĕ ташă ушкăнĕ – Приютово поселокĕнчи культура çуртĕнчи «Калинка» (ертÿçи – Анна Устинова). Чăваш Енри Комсомольски районĕнчен килнĕ «Островок» (ертÿçи – Татьяна Иванова) ташă ушкăнĕ «Куракансем килĕштернĕ» ятарлă приза тивĕçрĕ. Вĕсемшĕн пурĕ онлайн мелĕпе 6 105 çын сасăланă. Ансамбль 5 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Пурне те саламлатпăр, тепре тĕл пуличчен.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек районĕ.

«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
«Шур çăла» çамрăк талантсен пултарулăхĕ илем кÿрет
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: