Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
28 Майӑн , 11:15

«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?

Эх, ачалăх тĕнчине тепре таврăнасчĕ те… Шел, апла тума май çук. Пĕр иртсе кайнă тапхăра каялла тавăраймастăн. Вăхăт малаллах чупать, вăл пире кĕтмест. Анчах та эпир, аслисем, паянхи ачалăхăн илемне курса савăнатпăр, тепĕр чухне мăнуксемпе ачасен киленĕвне курса вĕсемпе пĕрле хамăр сисмесĕрех çав «юмах тĕнчи» авăрне кĕрсе каятпăр. Мĕн калăн – ку вăл пурнăç.

«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?

Май уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Çтерлĕ хулинчи 69№ «Сывлăм пĕрчи» («Росинка») ача садĕнче пуçласа нумай жанрлă «Ачалăх тĕнчи» чăваш культурин фестивалĕ иртни вара чăн-чăн асамлă юмах тĕнчине илсе çитерчĕ. Ăна йĕркелекенсем – хулари чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи – Оксана Федорова), Çтерлĕ хула округ администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ (Зигангир Ишбаев) – Çемье çулталăкне тата Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалланă. Унăн тĕп тĕллевĕ шăпăрлансене наци йăли-йĕрки, культури урлă хамăр халăхăн паха енĕсене хаклама вĕрентесси, ăша хывасси пулса тăрать.
«Ачалăх тĕнчи» конкурс-фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пурĕ унта 150 çын хутшăнчĕ. Мероприяти хула шайĕнче иртнине шута илсен, ку вăл самай пысăк йыш. Тепĕр паха енне те палăртса хăвармалла, 4-6 çулхи ачасемпе пĕрле ăмăрту лапамĕ çине воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕсем те тухрĕç. Ăрусен çыхăнăвне шăпах çакăнта курма май пулчĕ.
Шăпăрлансен уявне «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн артисчĕсем Татьяна Чехмаевапа Натали Спиридонова ертсе пычĕç. Сценарине вара ушкăн ертÿçи Олеся Пескова хатĕрленĕ пулнă. Шăпах унпа килĕшÿллĕн малтан пухăннă халăха 69 № ача сачĕн педагогĕсем «Туган як» юрăпа саламларĕç, ăна вĕсем виçĕ чĕлхепе шăрантарчĕç. Ун хыççăн «вăй виçес» самант çитрĕ. Конкурса хутшăнакансем «Юрă юрласси» (уйрăммăн тата ансамбльпе), «Видеосюжет тата ÿкерчĕксем ÿкересси» (чăваш çемйине сăнласа параканни), «Чăваш тумĕ тăхăнса дефиле йĕркелесси», «Илемлĕ сăмах» (шăпăрлансемпе пĕрле аслисем те чăвашла сăвă вуласси) номинацисенче ăмăртрĕç. Ачасем сăвă вулавĕ урлă хăйсем чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине, сцена çинче пултарулăхпа артистла тыткаланине, наци тумĕн илемлĕхне кăтартса пачĕç. Оксана Федорова ертсе пыракан жюри пайташĕсем (вĕсем пурĕ 6 çын) кашнин пултарулăхĕпе ăсталăхне тимлĕ те тарăн хак парса пĕтĕмлетÿсем турĕç. Халĕ вара çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртма та кăмăллă.
«Ӳкерчĕксем» номинаци (ачасем):
1 вырăн – Вадим Имаев (19№ ача сачĕ), Илья Андреев (1№);
2 вырăн – Михаил Иванов (69№), Анна Федорова (90№), Есения Зубарева (29№), Василина Стародубова (87№), Даяна Дудко (70№), Юля Петрова (81№);
3 вырăн – Ксения Кадырова (44№), Яна Макарова (74№), Валерия Рузанова (1№ гимнази), София Яковлева (61№), Рафаэль Янбеков (90№).
«Видео» номинаци:
1 вырăн – Дилара Кулушева, Диана Кадырова, Артем Юшин (1№);
2 вырăн – Виталина Давыдова (81№), Степан Бондаренко (64№);
3 вырăн – Полина Антипова (24№), Ева Тихонова (51№).
«Видео» (аслисем):
1 вырăн – Софья Никитина (44№);
2 вырăн – Венера Алексеева (91№);
3 вырăн – Ольга Горина (86№), Ирина Семенова (81№).
«Чăваш тумĕпе дефиле» номинаци (ачасем):
1 вырăн – Дарина Алексеева (1№ гимнази), Полина Спиридонова (92№);
2 вырăн – Елизавета Алексеева (1№ гимнази), Дана Ярмухаметова (69 №);
3 вырăн – Максим Александров (70№), Регина Биктимирова (69№).
«Чăваш тумĕпе дефиле» номинаци (аслисем):
1 вырăн – 87№ ача сачĕн коллективĕ, 69№ ача садĕнчи воспитательсен коллективĕ;
2 вырăн – Оксана Жукова (6№), 44№ ача садĕнчи воспитательсен коллективĕ;
3 вырăн – Ольга Горина (86№), Юлия Яковлева (16№), Ксения Петрова (92№).
«Илемлĕ сăмах» (ачасем):
1 вырăн – Варвара Тимофеева (10№), Матвей Марков (70№);
2 вырăн – Есения Безгина (87№), Георгий Бояркин (7№);
3 вырăн – Алиса Ефремова (1№ гимнази), Анна Захарова (19№).
«Илемлĕ сăмах» номинаци (аслисем):
1 вырăн – Юлия Александрова (70№);
2 вырăн – Светлана Ефимова (76№), Наталья Никитина (6№);
3 вырăн – Олеся Иванова (67№), Ольга Гаврилова (24№), Наталья Яковлева (61№).
«Юрă юласси» (ачасем) номинаци:
1 вырăн – Ева Федорова (54№); Дана Ярмухаметова, Регина Биктимирова, Ралина Фахретдинова, Амелия Мухаметова (69№);
2 вырăн – Ева Тихонова (51№).
«Юрă юрласси» (çемьепе):
1 вырăн – Марина Иваненко, Кристина Иваненко (69№);
2 вырăн – Валентина Михайлова (7№).
«Юрă юрласси» (аслисем):
1 вырăн – Екатерина Степанова, Минзиля Низамутдинова (54№), 69№ ача садĕнчи воспитательсен коллективĕ;
2 вырăн – 86№ ача садĕнчи воспитательсен коллективĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе хăнасене Çтерлĕ хула округ администрацийĕн обществăлла институтсемпе ĕçлекен специалисчĕ Рафаэль Абуляев, вĕрентÿ пайĕн ертÿçин шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен çумĕ Гульнур Ильметова, жюри пайташĕсем саламларĕç, дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.

Уява вĕçленĕ май унăн пахалăхĕпе илемĕшĕн чунĕсене парса тăрăшнă юлташсен ячĕсене те асăнса хăвармалла.
– Чăваш наци апатне хатĕрлеме Лариса Павлова, Наталья Емельянова, Людмила Маркина, Галина Умова чăваш хастарĕсем пулăшрĕç. Вĕсем тăрăшнипе фестиваль кĕрекинче йăлана кĕнĕ çăкăр-тăварпа чăваш сăрисĕр пуçне, йăвапа икерчине те, пÿремечĕпе кавăн кукăльне те астивсе пăхма май пулчĕ. Паллах, Николай Федоров, Геннадий Тимофеев, Аркадий Русаков, Вячеслав Ерохин, Светлана Прохорова спонсорсене, 69 № ача сачĕн коллективне (ертÿçи – Светлана Шулепова) пысăк тав, – тет Çтерлĕ хулинчи ЧНКА пуçлăхĕ Оксана Федорова.
Юрий СНЕГОПАД. Çтерлĕ хули.

«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
«Ачалăх тĕнчине» çитме васкар-и?
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: