Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
28 Майӑн , 12:25

«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн Пишпÿлек çĕрĕ çинче май уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ «Шур çăл» регионсем хушшинчи ачасемпе çамрăксен конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртма пире уйрăмах кăмăллă. Çапла вара, хисеплĕ вулакансем, жюри пайташĕсем хак парса тунă пĕтĕмлетÿсемпе паллашма сĕнетпĕр.

«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ

Кĕçĕн ÿсĕмрисем
«Ташă» номинаци, ансамбльсем:
1 вырăн – «Островок» ушкăн (ертÿçи – Татьяна Иванова), Чăваш Енри Комсомольскинчи ача-пăча ÿнер шкулĕ;
2 вырăн – Туймазă хулинчи Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнчи «Конфетти» ташă театрĕ (Фидалия Мустафина).
«Фольклор» номинаци:
1 вырăн – «Мерчен» ансамбль, Мияки районĕнчи Кекен ялĕнчи культура çурчĕ (Зоя Шуркова, аккомпаниатрĕ – Зоя Ефремова);
2 вырăн – «Валинкке» халăх ансамблĕ çумĕнчи «Çеçпĕл çеçкисем» ача-пăча студийĕ (Светлана Соколова), Чăваш Енри Элĕк округĕнчи «Тĕп клуб тытăмĕ» автономлă учреждени;
3 вырăн – «Шур çăл» кăтартуллă ансамбль (Людмила Романова, аккомпаниатрĕ – Раиль Едиханов), Пишпÿлекри культура çурчĕ.
«Халăх юрри» номинаци, соло:
1 вырăн – Ева Ильмурзина (Людмила Романова), Пишпÿлекри культура çурчĕ;
2 вырăн – Дарина Федорова (Елена Степанова), Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи модельлĕ библиотека.
«Эстрада юрри» номинаци, ансамбльсем:
1 вырăн – Родион тата Роман Стрижковсен дуэчĕ (Надежда Стрижкова), Мелеуз районĕнчи Зирганри нумай функциллĕ клуб;
2 вырăн – София Марковапа Елизавета Сидорова дуэчĕ («Тантăш» ансамбль) (Римма Андреева), Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕнчи Канаш ялĕнчи культура çурчĕ.
Пĕччен юрлакансем (соло):
1 вырăн – Рената Александрова (Евгения Филиппова), Ĕпхÿ хулинчи Нариман Сабитов ячĕллĕ 1№ ача-пăча ÿнер шкулĕ;
2 вырăн – Анастасия Николаева (Людмила Романова), Пишпÿлекри культура çурчĕ;
3 вырăн – София Новикова (Лира Новикова), Пишпÿлек районĕнчи Хушăлкари культура çурчĕ.
«Халăх инструменчĕсен пултарулăхĕ» номинаци, соло:
1 вырăн – Артем Осипов, (Станислав Григорьев), Шупашкар хулинчи С.М. Максимов ячĕллĕ 1№ ÿнер шкулĕ;
2 вырăн – Михаил Ефимов (Расиля Димеева), Пелепей районĕнчи Приютово поселокĕнчи 2№ ÿнер шкулĕ;
3 вырăн – Злата Тимофеева (Гузель Сафиуллина), Пелепей районĕнчи Приютово поселокĕнчи 2№ ÿнер шкулĕ.
Ансамбльсем:
1 вырăн – «Çăлкуç» халăх инструменчĕсен ансамблĕ (Алина Степанова, аккомпаниаторĕ – Михаил Кудряшов), Кармаскалă районĕнчи Йăмранри модельлĕ клуб;
«Илемлĕ сăмах» номинаци:
1 вырăн – Агата Михайлова (Любовь Пашина тата Галина Кириллова), Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ;
2 вырăн – Каролина Данилова (Елена Волкова), Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Атнар вăтам шкулĕ;
3 вырăн – София Алексеева (Елена Степанова), Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи модельлĕ библиотека.
Çамрăксен ÿсĕмĕ «Фольклор» номинаци:
1 вырăн – «Укăлча» ача-пăча коллективĕ (Виталий Дмитриев), Чăваш Енри Канаш округĕн Вăтам Татмăш ялĕнчи культура çурчĕ;
2 вырăн – «Туслăх» ансамбль (Лилия Архипова тата Любовь Семенова), Мияки районĕнчи Суккул ялĕнчи Г.С. Трофимов ячĕллĕ культура çурчĕ.
«Эстрада юрри» номинаци, соло:
1 вырăн – Савелий Васильев (Людмила Романова), Пишпÿлекри культура çурчĕ;
2 вырăн – Дарья Тимофеева (Людмила Романова), Пишпÿлекри культура çурчĕ.
Ансамбльсем:
1 вырăн – «Çăлкуç» ансамбль (Светлана Юдина), Федоровка районĕнчи Уралти вăтам шкул;
«Халăх инструменчĕсен пултарулăхĕ» номинаци:
1 вырăн – «Валинкке» халăх ансамблĕ çумĕнчи «Çеçпĕл çеçкисем» ача-пăча студийĕ (Светлана Соколова), Чăваш Енри Элĕк округĕнчи «Тĕп клуб тытăмĕ» автономлă учреждени);
«Ташă» номинаци:
1 вырăн – Аслă ÿсĕмри «Островок» ташă ансамблĕ (Татьяна Иванова),Чăваш Енри Комсомольскинчи ача-пăча ÿнер шкулĕ;
2 вырăн – «Сияние» ташă студийĕ (Надежда Александрова),Чăваш Енри Канаш хулинчи культура çурчĕ;
3 вырăн – «Умырзай» ташă ансамблĕ (Зилия Таран), Пишпÿлекри культура çурчĕ.
Пĕччен ташлакансем, соло:
1 вырăн – Карина Лукова (Елена Давыдова), Пишпÿлекри культура çурчĕ;
2 вырăн – Лиана Муртазина (Любовь Осипова), Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ.
«Халăх юрри» номинаци, соло:
1 вырăн – Дарья Куприянова (Светлана Соколова), Чăваш Енри Элĕк округĕнчи «Тĕп клуб тытăмĕ» автономлă учреждени.
Ансамбльсем:
1 вырăн – «Валинкке» халăх ансамблĕ çумĕнчи «Çеçпĕл çеçкисем» ача-пăча студийĕ (Светлана Соколова), Чăваш Енри Элĕк округĕнчи «Тĕп клуб тытăмĕ» автономлă учреждени;
2 вырăн – «Сар кайăк» вокал ушкăнĕ (Карина Алексеева тата Неля Тимофеева), Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал культура çурчĕ.
«Илемлĕ сăмах» номинаци:
1 вырăн – Анна Михайлова (Любовь Пашина тата Галина Кириллова), Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ;
2 вырăн – Юрий Спиридонов (Полина Кирилова), Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ.
«Урал сассин» иртнĕ номерĕнче эпир Гран-прие Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи Культура керменĕн çамрăк таланчĕсем – «Калинка» кăтартуллă ташă ансамблĕ – çĕнсе илни çинчен пĕлтернĕччĕ.
«Шур çăл» регионсем хушшинчи фестиваль конкурсăн йĕркелÿ комитечĕ мĕнпур пултаруллă çамрăк артистсене тав тăвать. Çакăн евĕр мероприяти çамрăк ăрăва наци культурине ăша хывма, тăван чĕлхене атлантарма пулăшнине асра тытса çитес çул та уява йыхравлать.
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ. Вăл чун-чĕрере канăçлăхпа татулăх, ăнланупа килĕшÿ, çав вăхăтрах çĕнтерес кăмăл çуратĕ. Апла пулсан, чăваш тĕнчине илем кÿрекен фестиваль малалла утать.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек районĕ.

«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
«Шур çăлăн» техĕмлĕ те сиплĕ шывĕ кашнин валлиех çитĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: