Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Фестиваль
25 Июнӗн , 12:50

Тепре тĕл пуличчен, «Тăван ен кĕввисем!»

Июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи тараватлă Ситекпуç çĕрĕ «Тăван ен кĕввисем» фестиваль-конкурса хутшăнакансене йышăнчĕ.

Тепре тĕл пуличчен, «Тăван ен кĕввисем!»
Тепре тĕл пуличчен, «Тăван ен кĕввисем!»

Çак тăрăхри чăвашсен Канашĕ йĕркелекен кĕвĕ фестивалĕ кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çулхипе танлаштарсан фестивале хутшăнакансен географийĕ тата та анлăланчĕ. Мероприятие артистсем Пишпÿлек районĕнчен çеç мар, Ермеккей, Кармаскалă тăрăхĕсенчен те килсе çитнĕ. «Тăван ен кĕввисем» уяв пурĕ 150 яхăн çынна пуçтарчĕ. Жюри членĕсем 43 номере пăхса тухса хак пачĕç.
Ситекпуçсем фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ: Культура çурчĕпе ача сачĕн территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, кашни участник валлиех кураторсемпе пулăшакансем çирĕплетнĕ, пуян сĕтел хатĕрленĕ, кĕркке фермине экскурсие каяссине, вăйă картине йĕркеленĕ.
Культура çуртĕнче иртен пуçласа каçхи çичĕ сехетченех чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ. Артистсем çичĕ тĕрлĕ номинацире – эстрада юрри (ансамбль), эстрада юрри (соло), халăх юрри (ансамбль), халăх юрри (соло), инструментпа юрă-кĕвви каласси (ансамбль), инструментпа юрă-кĕвви каласси (соло), çемье юррин ансамблĕ – тупăшрĕç. Фестивале хутшăннă кашни ушкăн, кашни хăй тĕллĕн вĕреннĕ артист тата вĕсен ертÿçисем тав сăмахĕсене тивĕç. Çитменнине кунĕ те питĕ шăрăх пулчĕ. Нумайăшĕ вара инçетрен килнĕ.
Юрă ăсталăхĕнче Кармаскалă районĕнчи «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Алина Степанова) палăрчĕ. Асăннă ушкăн шăрантаракан юрă темиçе саспа, уççăн янăрарĕ. Çавăнпа тÿрех итлекенсен чĕрине тыткăнларĕ. Вĕсем Гран-прие тивĕçрĕç.
Эстрада юрри (ансамбль) номинацире Пишпÿлек ялĕнчи «Янăравлă юрă» ансамбль мала тухрĕ. Эстрада юррине пĕччен юрлакансем хушшинче Валентина Кобякова (Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ), халăх юрри (ансамбль) – «Туслăх» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ), халăх юрри (соло) – Галина Афанасьева (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ), инструментпа каласси (ансамбль) – «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ), инструментпа каласси (соло) – Михаил Кудряшов (Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ), çемье юррин ансамблĕ – Светлана Ивановапа Лира Новикова (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ) çĕнтерӳçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсем йышăннисене те Дипломсемпе укçан премисем парса чысларĕç.
Мероприятие ирттерме спонсорла пулăшу паракансен шутĕнче Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ, «Валерия» медицина центрĕпе «Эксперт» лавккасем тата Олег Рузаков пулчĕç.
Мĕнех, тепре тĕл пуличчен, «Тăван ен кĕввисем!»
Галина ВАРИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: