Ăна чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне упраса хăварас тата халăх хушшинче сарас тĕллевпе район администрацин культура пайĕ тата çак тăрăхри чăвашсен Канашĕ йĕркеленĕ.
Конкурс программине 30 ытла çын хутшăнчĕ. Вĕсем Мияки районĕнчи Тимешпе Еспуç, Суккулпа Кекен, Çĕнĕ Хурамал ялĕсенчен тата Пишпÿлекпе Пелепей тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ. Çамрăк талантсем уйрăмшарăн та, ушкăнпа та виçĕ номинаципе ăмăртрĕç: эстрада юрри, халăх юрри тата çемье вокал ансамблĕ (кунта ачасемпе пĕрле аслă ăрурисем те хутшăнма пултарчĕç).
Фестивале уçнă май ачасене Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Иван Павлов, культура пайĕн ертÿçи Халил Махиянов саламларĕç, конкурсра çитĕнÿсем тума сунчĕç. Ун хыççăн уява ертсе пыракан Марина Павловапа Карина Алексеева сцена çине черетпе конкурсантсене йыхравларĕç. Вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне пилĕк çынран тăракан жюри хак пачĕ. Чăн та, çамрăк артистсем хăйсене сцена çинче шанчăклă тытма, юрра-кĕвве чунĕпе парăнма тăрăшни кашни номертех сисĕнчĕ. Çак енĕпе ертÿçĕсем сахал мар ĕçленĕ ахăртнех. Çапах та кашни юрăçăн хăйĕн шайĕ пулчĕ. Шăпах çакă жюри членĕсене мала тухнисене палăртма май пачĕ. Вĕсемпе вулакансене паллаштаратпăр:
Эстрада юрри:
Пĕрремĕш вырăн – «Яшлăх» дуэт, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ (ертÿçи – Л.К. Тимофеева);
иккĕмĕш – Дарья Тимофеева, Пишпÿлек ялĕ (Н.Тимофеева);
виççĕмĕш – Савелий Федотов, Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ (И.Федотов).
Халăх юрри:
Пĕрремĕш вырăн – «Шур чечек» («Ромашка») ачасен вокал ансамблĕ, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ (ертÿçи – К.С. Алексеева);
иккĕмĕш – «Сар кайăк» («Иволга») ачасен трио вокал ушкăнĕ, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ (К.С. Алексеева);
виççĕмĕш – «Асамат кĕперĕ» фольклор ушкăнĕ, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ (Л.Д. Осипова).
Çемье вокал ансамблĕ:
Пĕрремĕш вырăн – Петровсен çемйи, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ (ертÿçи – Н.К. Тимофеева);
иккĕмĕш – Элинапа Мария Яковлевасен дуэчĕ, Мияки районĕ, Кекен ялĕ (З.С. Шуркова);
виççĕмĕш – Васильевсен çемйи, Мияки районĕ, Еспуç ялĕ (И.Н. Васильева).
Çĕнтерÿçĕсем пурте дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Вĕсене туянма спонсорсем пурри уява йĕркелекенсен ĕçне чылай çăмăллатнă. Çавăнпа та Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕ Крупская ячĕллĕ, «Нива» ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисене Геннадий Семеновпа Александр Петрова, Владимир Сергеев уйрăм предпринимателе, ПК «Грант» ертÿçине Артур Давлетшина тав тăвать, малашне те çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталантарас ĕçре пĕрле тăрăшасса шанса тăрать.
Мияки çĕрĕ çинче иртнĕ мероприятие пĕтĕмлетсе çакна каламалла. Ачасем валли йĕркеленĕ наци уявĕ çурални кăмăла çĕклет. Çакă вăл хамăр халăхăн малашлăхĕпе çыхăннă-çке. Ман шутпа, патшалăх органĕсем туса çитерейменнине обществăлла наци организацийĕсем (Канаш, автономи тата ытти те) çак тиеве хăйсем çине илеççĕ. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама вĕсене иксĕлми вăй-хăват, ăнăçу сунас килет. Геннадий Волков академик каларăшле «Тăвалла пулсан та малалла» утмалла пултăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.