Чăваш культурин йăли-йĕркисене сыхласа хăварма тата тăван чĕлхене аталантарма, çамрăк ăрура юрлас-ташлас ăсталăха ÿстерме, çĕнĕ ушкăнсемпе пултаруллă юрăçсене тупса палăртма пулăшакан конкурса Пелепей хулипе районĕнчен 20 ытла ушкăнпа уйрăм конкурсант хутшăннă. Вокалпа ташă ансамблĕсем, юрă-кĕвĕ инструменчĕсемпе калакансем, сăвă илемлĕ вулакансем хăйсен пултарулăхне кăтартса панă. Сцена çинчен авалхи юрăсем янăрани, хăйне евĕрлĕ тумсем, наци колоричĕ, фестивале хутшăнакансемпе хăнасен хавас кăмăлĕ тарăн йĕр хăварнă.
Конкурсантсен ăсталăхне сумлă та яваплă жюри тивĕçлĕ хак панă. «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ, наци академикĕ Рудольф Павлов çыравçă ертсе пыракан жюри йышĕнче ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ вĕрентÿ ĕçченĕ, Пелепей хулинчи «Илем» чăваш халăх ансамблĕн пултаруллă ертÿçи Нина Никитина, Приютово поселокĕнчи культура çуртĕнчи «Калинка» тĕслĕхлĕ ташă ансамблĕн ертÿçи Анна Устинова тата Пелепей хулинчи 1№ ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Силантьева ĕçленĕ.
«Тивлет» чăваш культурин фестивальне тăватă номинаципе йĕркеленĕ: вокал, инструментпа юрă-кĕвĕ каласси, илемлĕ сăмах тата хореографи. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хушшинче шкул çулчченхи шăпăрлансем, уйрăм конкурсантсем, ушкăнсем пулнă. Жюри пайташĕсем кашни номинацире тата ÿсĕм ушкăнĕнче темиçе лауреат палăртнă, вĕсене Дипломсемпе парне сертификачĕсем парса чысланă.
«Вокал» номинацире чăвашла юрлакан солистсем хушшинче Алексей Ефимов (ертÿçи – Нина Никитина, аккомпаниаторĕ – Владимир Каранкин) тата Ирина Федорова (Пелепей хулинчи 32№ «Дуслык» ача сачĕ, Лариса Гусейнова) I вырăн çĕнсе илнĕ. Коллективсем хушшинче «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Нина Никитина) мала тухнă.
«Инструментпа кĕвĕ каласси» номинацире Пелепей хулинчи 1№ «Айгуль» ача садĕнчи «Хаваслă кашăкçăсем» шăпăрлансен ушкăнне (ертÿçи – Наталья Калимуллина) çитекенни пулман. Çавăн пекех асăннă номинацире Михаил Ефимов (Приютово поселокĕнчи 2№ ÿнер шкулĕ, Расиля Димеева) тата «Илем» ансамблĕн арĕсенчен тăракан «Купăсçăсен квартечĕ» (Н.Никитина) палăрнă.
«Илемлĕ сăмах» номинацире Пелепей хулинчи 1№ шкул вĕренекенĕ Софья Борцова (Светлана Игнатьева) тата 23№ «Светлячок» ача сачĕн воспитанникĕ Алиса Габдуллина (ертÿçи – Надежда Ухаткина) пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
«Хореографи» номинацире Приютово поселокĕнчи культура çуртĕнчи «Калинка» тĕслĕхлĕ ташă ансамблĕ (А.Устинова) тата Пелепей хулинчи 30№ ача сачĕн «Аленушки» ушкăн (Алена Чубко, Алена Яковлева тата Татьяна Собачкина) мала тухнă.
«Тивлет» фестиваль чăваш халăхĕн культурипе ăс-хакăл еткерлĕхĕ пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетекен, туслăхпа пĕрлĕхĕн чăн-чăн уявĕ пулса тăнă. Çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене саламлатпăр, тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса ан тăрăр, малалла аталанăр.
Ирида НОВИКОВА. Пелепей хули.
Ытлрах сăн ÿкерчĕксене https://uralbatyr.ru/afisha/2025/04/49688/ сайтра тупма пулать.