Борис Львович Васильев вырăс çыравçă-фронтовика халалланă мероприятие Раççейри 44 регионтан тата чикĕ леш енчи 8 çĕршывран хутшăннă. Фестивале Вырăс çыравçисен пĕрлĕхĕ, «Вырăс кăмăл-сипет академийĕ» («Русская Академия Нравственности») автономлă коммерциллĕ мар организаци пулăшнипе йĕркелеме пултарнă. Çакă мероприятие тĕнче шайĕнчи статуса илме май панă.
Борис Васильев «А зори здесь тихие», «Не стреляйте в белых лебедей», «В списках не значился» вилĕмсĕр произведенисен авторĕ паянхи кун та вулакансемпе пултаруллă çынсене хавхалантарать. Кăçал фестивале 10 500 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 1500 конкурсантсем пулса тăнă. Пушкăртстан Республикинче пурăнакан 23 çын призерсемпе çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçнĕ.
«Сочинени» номинацинче III степеньлĕ диплома Рузана Хабибуллина, Варвара Кисленкова, Айгуль Муфтиева, Диана Нажмутдинова, Юрий Михайлов Ĕпхÿ хулинчи чăваш хастарĕ тивĕçнĕ. «Эссе» номинацинче II степеньлĕ диплома Эльмира Нафикова çĕнсе илнĕ. «Прозăна илемлĕ вулани» номинацире II степеньлĕ диплома Ильзира Гареевапа Марьям Калимуллина тата Азалия Шакирова, III степеньлĕ диплома Валерия Малаховапа Виктория Мартынова, Лилиана Миниахметовапа Ильзира Шакирова тата Ольга Коваленко тивĕçнĕ. Жюрин ятарлă парнине Савелий Вайтина панă.
«Сăвва илемлĕ вуласси» номинацинче II степеньлĕ диплома Медина Мухаметшина, III степеньлĕ диплома Луиза Тажмухаметова çĕнсе илнĕ. Ятарлă парнесемпе Ильназ Ахмадиева тата Амира Бакиевана чысланă. «Театр постановки» номинацире III степеньлĕ диплома Туймазă хулинчи 1№ интернат-шкул ачисем «А зори здесь тихие» тата Пелепей районĕнчи Приютово поселокĕнчи 5№ вăтам шкулти «Театр картлашкисем» («Театральные ступеньки») ушкăна çÿрекен вĕренекенсем Б.Васильевăн хайлавĕсем тăрăх «Экспонат №…» постановка кăтартса тивĕçнĕ. «Иллюстрацисемпе ÿкерчĕксем» номинацире III степеньлĕ диплома Алиса Корепанова, «Автор сăвви» номинацире III степеньлĕ диплома Юрий Михайлов çĕнсе илнĕ.
Чыслав церемонийĕ конкурса хутшăнакансемшĕн пĕтĕмлетÿ саманчĕ çеç мар, паллă пулăм пек асра юлнă. Пушкăртстан Республикинчи Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ наци библиотекин информаци тата инноваци технологийӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен директор çумĕ Рамиля Хасанова пурне те çитĕнÿсемпе саламланă, йĕркелÿçĕсене тав тунă. Вăл Пушкăртстан Республикин культура министрĕн Амина Шафикова ятĕнчен Вырăс çыравçисен пĕрлĕхĕн председетельне Анатолий Аринина, фестиваль председательне Лидия Майорована, «Раççей офицерĕсем» обществăлла организацин тĕп ĕçтăвкомĕн ертÿçине Александр Михайлова Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Сцена çине Б.Васильевăн «А зори здесь тихие» повеçĕпе ÿкернĕ кинофильмра Соня Гурвич рольне вылянă Раççей тава тивĕçлĕ артистки Ирина Доганова тухни пуриншĕн те кăмăллă кĕтменлĕх пулса тăнă. Ирина Валерьевна Борис Львовича çывăх пĕлнĕ май хăй аса илĕвĕсене каласа панă. Карелинче «А зори здесь тихие» фильма ÿкернĕ вăхăтра автор артистсене тимлĕх уйăрнине аса илнĕ. Анатолий Аринин Ирина Довганована Борис Васильев ячĕллĕ «Чысшăн, хастарлăхшăн, кăмăл-сипетшĕн» медальпе наградăланă.
«Тĕнчери Васильев вулавĕсем» XI фестиваль фашизма тĕп тунă Аслă Çĕнтерÿ витĕмĕпе Раççейри тĕрлĕ халăх çыхăнăвне çирĕплетекен культура пурнăçĕнчи паллă пулăм пек иртнĕ. Фестивалĕн пултаруллă çĕнтерÿçисемпе призерĕсене саламлатпăр. Çитес çулта ăнăçусемпе çĕнтерÿсем сунатпăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мускав облаçĕ.