Мероприяти хăнисем тĕрлĕ халăхсен алăсталăхĕпе паллашма пултарнă. Çавăн пекех кунта кĕвĕ инструменчĕсене, тимĕрпе тиртен, йывăçпа пушăтран тунă япаласене, алăпа хатĕрленĕ сувенирсене курма, наци апатне тутанса пăхма пулнă.
Кăмăл пуррисем мастер-классене хутшăннă, хăйсен аллисемпе тунă япаласене асăнмалăх илсе кайнă. Хăнасем ăстаçăсем тăратнă эксклюзивлă ĕçсене хаваспах туяннă. Ăстаçăсен хăтлавĕ районти пултарулăх ушкăнĕсен концерт номерĕсемпе улшăнса пынă.
«Ал ĕçĕсен асамат кĕперĕ» фестивле Куюргазă районĕнчи чăваш культурин обществи те (ертÿçи – Ирина Игнатьева) хастар хутшăннă. «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ уява пухăннисене илемлĕ чăваш юррисем парнеленĕ. Чăваш культура обществи чăваш палатки лартнă. Сумлă хăнасем – Куюргазă район администраци пуçлăхĕ Лира Терегулова тата Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн «Урал» этноцентр филиал ертÿçи Ирек Ахмадеев чăваш наци апатне, кукăль-пÿремечне, ĕçмине тутанса пăхнă. Унсăр пуçне вĕсем Ольга Федорова тата Наталия Григорьева хатĕрленĕ куравсемпе паллашнă. Ольга Николаевна пушăтран тĕрлĕ япаласем ăсталать пулсан, Наталия Емельяновна чăваш тĕрри-эрешĕпе интересленет. Вăл тухьясем, тĕрлĕ капăрлăхсем тăвать, тĕрĕ тĕрлет.
Йĕркелекенсем фестивале питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăхăн ылтăнран та хаклă пуянлăхне кăтартса панă.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ.