Урал сасси
+14 °С
Облачно
Фестиваль
2 Мая , 05:00

«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче

Апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çтерлӗ хулинчи А.П. Гайдар ячĕллĕ Пионерсемпе шкул ачисен керменӗнче Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Пушкăртстанри Пысăк та туслă çемье çулталăкĕсене халалласа «Ачалӑх тӗнчи» тĕрлĕ жанрлă фестиваль-конкурс иртрĕ.

«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче

Уява йӗркелекенĕсем – Çтерлĕ хула округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, чӑваш наципе культура автономийӗ (ертÿçи - О.П. Федорова), хулари 69№ «Росинка» ача сачĕ (заведующийĕ – С.М. Шулепова), «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблӗ (ертÿçи – О.Н. Пескова). Унăн тĕп тĕллевĕ пултаруллă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, педагогсене тупса палăртасси, çемье пултарулăхне аталантарасси, шăпăрлансене наци йăли-йĕрки, культури урлă хамăр халăхăн паха енĕсене хаклама вĕрентесси, ăша хывасси пулса тăрать.

Шăпăрлансен уявне «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн артисчĕсем Татьяна Чехмаевапа Кристина Довгалюк ертсе пычĕç. Мероприятие Çтерлĕпе Ĕпхÿ хулисенчен, Кармаскалă тăрăхĕнчен чылай чаплă хăна пухăннăччĕ. Залра пухăннисене Çтерлĕ хула округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Павел Шорохов, Кармаскалă тăрăхĕнчи Суук-Чишма ялĕнчи чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева, Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев, ЧР Халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, Çтерлĕ хула округ канашĕн депутачĕ Елена Иванова, ПР чăваш наципе культура автономи канашĕн председателĕ Владимир Иванов тата Çтерлĕ хула округĕн Обществăлла палатин председателĕ Евгений Долгих саламларĕç. Çавăн пекех шăпăрлансен ячĕпе Санкт-Петербург хулинчи ЧНКА председателĕ Валериан Гаврилов тата Мускавран Алена Силпи юрăçăн çемйи видеоçыхăну урлă салам ячĕç. Вĕсенчен кашнийĕ хулари чăваш наципе культура автономине чăваш чĕлхине, йăли-йĕркисене тата культурине аталантарас, нацисем хушшинчи туслăха тата килĕшĕве çирĕплетес ĕçре тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Çак кун фойере ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕксенчен тунă, чăваш çи-пуçĕсенчен йĕркеленĕ куравсем ĕçлерĕç. Вĕсене Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи вулавăш ĕçченĕ Ольга Патраева, хулари ача сачĕсем тăратнăччĕ.
Çакăн хыççăн хĕрÿ самант пуçланчĕ. Конкурса хутшăнакансем «Юрă юрласси» (уйрăммăн тата ансамбльпе), «Видеосюжет тата ÿкерчĕксем ÿкересси» (чăваш çемйине сăнласа параканни), «Чăваш тумĕ тăхăнса дефиле йĕркелесси», «Илемлĕ сăмах» (шăпăрлансемпе пĕрле аслисем те чăвашла сăвă вуласси) номинацисенче ăмăртрĕç. Ачасем сăвă вулавĕ урлă хăйсем чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине, сцена çинчи пултарулăхпа, хăйсене артистла тытма тăрăшнине, наци тумĕн илемлĕхне кăтартса пачĕç. Ачасемпе пĕрле ăмăрту лапамĕ çине воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕсем те тухрĕç. Ăрусен çыхăнăвне шăпах çакăнта курма май пулчĕ. Оксана Федорова ертсе пыракан жюри пайташĕсем (вĕсем пурĕ 6 çын) кашнин пултарулăхĕпе ăсталăхне тимлĕ те тарăн хак парса пĕтĕмлетÿсем турĕç.

Çтерлĕ хулинчи ЧНКА пресс-служби.

«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
«Ачалăх тĕнчи» – телейлĕ тĕнче
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас