

Фестиваль положенийĕпе килĕшÿллĕн малтан видеотур иртрĕ. Кунта 41 конкурсант (500 ытла ача) хутшăннă. Жюри членĕсем (председателĕ – ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Елена Павлова) 41 заявкăран 36-не (217 конкурсант) сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартма ирĕк панă, вĕсен хушшинче призерсемпе çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Пултаруллă та талантлă ачасемпе çамрăксем Çтерлĕ, Федоровка, Чекмагуш, Пишпÿлек, Мияки, Кармаскалă, Пелепей районĕсенчен тата Туймазăпа Пелепей, Ĕпхÿ хулисенчен килсе çитнĕ. Вĕсем пилĕк номинаципе (кĕвĕ инструмечĕсемпе каласси, халăх юрри, эстрада юрри, фольклор, ташă) тата икĕ ÿсĕмре вăй виçрĕç. Чи пысăк парнене – Гран-прие (25 пин тенкĕлĕх сертификата) – Кармаскалă районĕнчи Йăмранри модульлĕ клубăн «Чечек» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи – ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Алина Степанова, аккомпаниаторĕ – Михаил Кудряшов) тивĕçрĕ.
Фестиваль хăйĕн пахалăхĕпе çулсерен ÿссе пыни куç умĕнче. Çакна конкурсантсен пултарулăхĕпе таланчĕ çÿллĕ шайра пулнипе çыхăнтармалла. Паллах, кунта коллектива ертсе пыраканăн тÿпи те пысăк пулнине манмалла мар, унран нумай килет. Çавăнпа та жюри пайташĕсене (унăн йышĕнче – Çтерлĕри «Сарпи» ансамбль ертÿçи Олеся Пескова, «Сарпи» ушкăн солистки Анна Данилова, ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ Азамат Асаинов, Пишпÿлекри ачасен ÿнер шкулĕн преподавателĕ Александр Андреев) чи лайăххисене тупса палăртма çăмăлах пулмарĕ-тĕр. Анчах та вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа та тивĕçлĕ пурнăçларĕç.
Халĕ вара «Шур çăл» фестиваль-конкурсăн çĕнтерÿçисемпе паллаштарма вăхăт.
Ачасен ушкăнĕ (7-12 çулхисем)
«Инструменталлă пултарулăх»:
пĕрремĕш вырăн – «Парне» кашăкçăсен ансамблĕ, Пишпÿлекри тĕп культура керменĕ (ертÿçи – Ольга Иванова);
иккĕмĕш вырăн – Яна Костина тата Анастасия Спиридонова, Пелепей районĕ, Приютово поселокĕнчи 2№ ачасен ÿнер шкулĕ (Расиля Димеевапа Юлия Тимофеева).
«Халăх юрри»:
пĕрремеш вырăн – «Асамат» ачасен фольклор ансамблĕ, Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнчи вулавăш (Елена Маркелова);
иккĕмĕш вырăн – «Яшлăх» дуэт (София Петровапа Злата Айтбаева), Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ (Неля Тимофеева);
виççĕмĕш вырăн – Кирилловсен «Çеçпĕл» çемье ансамблĕ, Мияки районĕнчи Г.С. Трофимов ячĕллĕ Суккулти культура çурчĕ.
«Эстрада юрри»:
пĕрремĕш вырăн – «Çăлкуç» вокал ансамблĕ, Федоровка районĕнчи Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантармалли центр (Светлана Юдина);
иккĕмĕш вырăн – «Шур чечек» вокал ансамблĕ, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи культура çурчĕ (Неля Тимофеева);
виççĕмĕш вырăн – «Тумлам» вокал трио (Ксения Митрофанова, Елизавета Ибраева, Вера Петрова), Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри К. Иванов ячĕллĕ ватам шкул (Лия Данилова).
«Фольклор»:
пĕрремĕш вырăн – «Хĕлхем» ансамбль, Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕнчи культура çурчĕ (Светлана Павлова);
иккĕмĕш вырăн – «Тумлам» ачасен фольклор ушкăнĕ, Мияки районĕнчи Суккулти Г.С. Трофимов ячĕллĕ культура çурчĕ (Лилия Архипова, Любовь Семенова).
«Ташă»:
пĕрремĕш вырăн – «Ăслă ташăсен шкулĕ» ташă ансамблĕ, Пишпÿлекри тĕп культура керменĕ (Елена Давыдова);
иккĕмĕш вырăн – Амира Хуснутдиновапа Глеб Ивановăн ташă дуэчĕ, «Гульдар» ташă ансамблĕн солисчĕсем, Миякинчи тĕп культура керменĕ (Рамиля Шарипова);
виççĕмĕш вырăн – «Шевле» тĕслĕхлĕ ташă ансамблĕ, Миякинчи тĕп культура керменĕ (Светлана Галлямова).
Çамрăксен ушкăнĕ (13-18 çулхисем)
«Инструменталлă пултарулăх»:
пĕрремĕш вырăн – «Çăлкуç» ачасен ансамблĕ, Кармаскалă районĕнчи Йăмранри модельлĕ ял клубĕ (Алина Степанова, аккомпаниаторĕ – Михаил Кудряшов);
иккĕмĕш вырăн – Злата Тимофеевапа Елена Исаева дуэчĕ, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлкари культура çурчĕ (Мария Тимофеева, Наталия Ковальцова).
«Халăх юрри»:
пĕрремĕш вырăн – пĕртăван Ренатăпа Жанна Александровасем, Ĕпхÿ хули (Евгения Филиппова);
иккĕмĕш вырăн – «Илемпи» ансамбль, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлкари вăтам шкул (Елена Павлова).
«Эстрада юрри»:
пĕрремĕш вырăн – «Çеçпĕл» çамрăксен вокал ансамблĕ, Пишпÿлекри тĕп культура керменĕ (Людмила Романова);
иккĕмĕш вырăн – Даринăпа Анжелла Федоровасен çемье дуэчĕ, Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи нумай функциллĕ клуб (Ирина Игнатьева).
«Фольклор»:
пĕрремĕш вырăн – «Шур çăл» тĕслĕхлĕ фольклор ансамблĕ, Пишпÿлекри тĕп культура керменĕ (Людмила Романова, аккомпаниаторĕ – Раиль Едиханов);
иккĕмĕш вырăн – «Туслăх» фольклор ушкăнĕ, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлкари вăтам шкул (Ираида Степанова).
«Ташă»:
пĕрремĕш вырăн – «Элегия» ташă ушкăнĕ, Туймазă хули (Фидалия Мустафина);
иккĕмĕш вырăн – «Çулăм» ташă ушкăнĕ, Кармаскалă районĕнчи Йăмранри модельлĕ клуб (Алина Степанова);
виççĕмĕш вырăн – «Хавхалану» ансамбль, Чекмагуш районĕнчи Юмашри нумай функциллĕ клуб (Аделя Садыкова).
«Сарпи» ушкăн илем кÿчĕ
Çĕнтерÿçĕсене чысласси гала-концерт вăхăтĕнче пулса иртрĕ. Вăл чылай чухне конкурсантсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе тата çĕнтерÿçĕсене чысланипе тÿр килет. Анчах та хальхинче пишпÿлексем фестиваль программине çĕнĕлĕх кĕртнĕ темелле. Малтан çамрăк талантсене районти Халăхсен ассамблейин председателĕ Наиль Гатауллин тата Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов саламларĕç. Ун хыççăн сцена çине Çтерлĕ хулинчи театрпа концерт пĕрлешĕвĕн «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Олеся Пескова) тухрĕ, район центрĕнчи тĕп лапамри сцена тавра куракансене пухрĕ. Çамрăк артистсемшĕн çак пулăм ăсталăх тĕпелĕ вырăннех пулчĕ. Мĕншĕн тесен профессионалсенчен вĕренмелли те чылай-çке.
Фестиваль малашлăхĕ
Черетлĕ «Шур çăл» ачасемпе çамрăксен регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс хыçа юлчĕ. Алла чĕре çине хурса вăл çÿллĕ шайра иртнине çирĕплетмелле. Ăна йĕркелекенсем хăйсенчен мĕн кирлине пурне те тума пултарнă. Икĕ çул каялла вăл ПР Культура министерстви пулăшнипе иртнĕччĕ, шел пулин те, хальхинче çак ырă пуçару килсе çитеймерĕ. Кунта, паллах, çĕр чăмăрĕ çинчи лару-тăру та витĕм кучĕ пулĕ. Самана ункайлансан малашне пурнăç çĕнĕ ырă улшăнусем кĕртессе шанатпăр.
Фестиваль малашлăхĕ пирки калас пулсан, вăл хăйĕн тĕп тĕллевне – чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурипе историне, чĕлхине упрассине, аталантарассине – пур енĕпе те пурнăçлать. Тен, çавăнпах пулĕ гала-концерта ертсе пыракан чипер пике мероприятие вĕçленĕ май çак сăмахсене палăртрĕ: «Йăла-йĕркесене упраса хăварсан, «Шур çăлта» шыв пĕтмĕ», – терĕ. Апла пулсан пуçра иккĕленÿллĕ шухăшсем пулмалла мар, мăн асатте-асаннесен йăли-йĕрки пире йывăрлăха çĕнтерме, пĕрле пулма, иртни çинче малашлăха никĕслеме вĕрентнĕ, хăнăхтарнă. Пирĕн ăру та çак пурнăç чăнлăхне манăçа кăлармĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек районĕ.
Ытларах сăн ÿкерчĕксем - vk.com/album-133204963_3135...