Урал сасси
+17 °С
Дождь
Фестиваль
14 Июля , 07:00

«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче кăçалхи Пысăк та туслă çемье çулталăкне халалласа «Хуплу Фест» чăваш наци апат-çимĕçĕн фестивалĕ иртнĕ. Хуçасем хăнасене ял хушшинче «Хурăнлăх» ятпа çÿрекен тĕлĕнмелле илемлĕ уçланка йыхравланă. Конкурса хутшăнакансем районти сакăр ялтан тата Авăркас, Çтерлĕпуç, Пишпÿлек районĕсенчен килсе çитнĕ.

«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ

Фестивале хутшăнакансенчен кашниех чăваш халăх апат-çимĕçне хатĕрлес ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Кунта тутлă шăршипе илĕртекен хуплăвĕ те, вĕтĕ кукăльсемпе сап-сарă чăх ашĕ, тĕрлĕ наци ĕçми те пулнă. Пур апатра та тăван халăх культурине юратни, хисеплени, кулинари ăсталăхĕ туйăнса тăнă. Апат-çимĕçе тутанса пăхасси вара чăваш çĕрĕ тăрăх çул çÿреве кайнă пекех туйăннă. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулман. Кашни ăстаçах чăваш йăли-йĕркине хисепленĕшĕн, унăн чап-сумне ÿстернĕшĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Хурăн уçланкине пуçтарăннисем хуплу-кукăльпе çеç мар, кăмăл-сипет апачĕпе те тĕлĕнтернĕ. Илемлĕ халăх тумĕсем тăхăннă артистсем шăрантарнă чăваш юррисем вăрман тăрăх уççăн янăранă, пуçтарăннисен чĕрисене савăнтарнă. Унсăр пуçне фестивале вырăнти ăстаçăсен ярмăрккипе суту-илÿ речĕсем те илем кÿнĕ.

– Пирĕн районта Пысăк та туслă çемье çулталăкĕнче çакăн пек илемлĕ те çутă уяв иртрĕ. Фестивале йĕркелесе ирттерес ĕçе пысăк тÿпе хывнă «Хуплу Фест» мероприяти йĕркелÿçине Инна Сергеевана, Тимеш культура çурчĕн заведующине Валентина Отставнована, Тимеш ял хутлăх администрацийĕн ертÿçине Рамзия Никитинана, фестиваль спонсорне, «Нива» СПК председательне Александр Петрова чунтан тав тăватăп. Паллах, уява пĕрлĕх сĕмĕ парнеленĕ конкурсантсене, уяв хăнисене уйрăм тав, – тенĕ Мияки район администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Гумеров.

Надежда РОДИОНОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Ытларах сăн ÿкерчĕксем - https://vk.com/album-203481918_311510671

«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас