Урал сасси
+25 °С
Ясно
Фестиваль
20 Июля , 06:30

«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă

Июль уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче Çтерлĕ хулинчи Ашкадар юханшывĕ хĕрринче мунча культурин тата сывлăхлă пурнăç йĕркин «Хумайфест-2026» фестивалĕ иртнĕ.  Мероприятие йĕркелекенĕ – Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн пайташĕ Евгений Костин чăваш хастарĕ.

«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă

Кăçал фестиваль хăнисене тутлă мунча ăшшисĕр пуçне тĕрлĕ киленÿпе йăпану, ĕçлĕ программăсем кĕтнĕ. Мероприяти иртекен территорие темиçе тематика зонине пайланă:

 - Ал ĕç ăстисен ярмаркки: алăпа тунă хăйне евĕрлĕ япаласем, мунча хатĕрĕсем, экологи енчен паха апат-çимĕç таварĕсем.

 - Ача-пăча зони: пĕчĕк хăнасем валли пултарулăх мастер-класĕсем, ăс-тăна аталантармалли ĕçсем, тарăн пĕлÿ паракан лекцисем, аттракционсем.

 - Гастрозона: мунча процедурисем хыççăн вăй-хала çирĕплетмелли тутлă та техĕмлĕ апатсемпе ĕçмесем.

 - Ĕçлĕ лапам: ĕçлĕ тата профессиллĕ çыхăнусем йĕркелемелли хутлăх (мунча индустрийĕнче ĕçлекен усламçăсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çĕнĕ пĕлÿ илнĕ).

Уявăн тĕп тĕшши вара мунчари вĕри пăспа çапăнас енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри чемпионат пулса тăнă. Çакăн йышши ăмăртăва Пушкăртстанра пуçласа йĕркеленĕ. Унсăр пуçне фестиваль хăнисем Раççейри паллă мунчаçăсен мастер-класĕсене хутшăнма, ушкăнпа е пĕршерĕн вĕри пăспа çапăнмалли техникăн вăрттăнлăхне алла илме пултарнă. Уяв атмосферине пултарулăх ушкăнĕсем пуянлатнă. Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнчи «Селяночка», Çтерлĕри «Телей», Çтерлĕпуç тăрăхĕнчи Тетĕрпуçĕнчи «Çеçпĕл», Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнчи «Илем»  чăваш ансамблĕсем чуна пырса тивмелле юррисемпе çынсене савăнтарнă.

«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
«Хумайфестри» мунча ăшши тутлă пулнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас