Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
7 Майӑн 2019, 14:14

Çěньял шкулěнче вěренекенсем юнкорсен 3-мĕш слетне хутшăнчěç

Шупашкарта «Хыпар» издательство çурчĕ йĕркеленĕ çамрăк корреспондентсен 3-мĕш слечĕ иртрĕ.

Пысăк форума Чăваш Республикинчен кăна мар, унăн тулашĕнчи шкул ачисемпе вĕрентекенсем, сумлă хăнасемпе чăваш чĕлхине юратакансем, хаçат-журнала сăвă-заметка шăрçалакансем, паллă çыравçăсемпе культура ěçченěсем пуçтарăнчĕç. Пичет çурчĕ - хаçат-журналсен тěп центрě çак кун ача-пăчан хаваслă сассипе тулса кěрлерě. Слетра «Тантăш» хаçатăн пĕлтĕрхи чи хастар авторĕсене - лауреатсене, «Ял историне пĕлетĕр-и?», «Тăван ял илемĕ», «Сăвăпа чĕрем юрлать», «Эпĕ - паллă вырăнта», «Çветтуй Валентин кунĕпе» конкурссен çĕнтерӳçисене чысларěç. Тěрлěрен ăсталăх класěсем ěçлерěç. Вěсенче ачасем нумай çĕннине пĕлчĕç, тавракурăмне аталантарчěç. Акă сăмахран, интернетра страница ертсе пырассипе кăсăкланакансем Богатырьтен (Александр Яшков) блогер ĕçне тата Лариса Петровăран интернетра хаçат-журнал ушкăнне ертсе пыма вĕренчĕç. Çавăн пекех Чăваш наци телекуравĕн редакторĕсем Мальвина Петровăпа Мария Шоклева ертсе пынă «Сенкер экран хыçĕнчи вăрттăнлăхсем», «Хыпар» ИÇ фотокорреспонденчĕсем Василий Кузьминпа Сергей Журавлев ирттернě «Хальхи пичет кăларăмĕсем валли сăн ÿкерчĕксем хатĕрлессин хăйне евěрлěхě» ăсталăх класěсем ачасен кăмăлне кайрěç. Çамрăксене «Хыпар» ИÇ тĕп редакторĕн çумĕпе Дмитрий Моисеевпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика кафедрин ертÿçи Анатолий Данилов ирттернě «Ача-пăча кăларăмĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртесси» ăсталăх класěнче заметка çырма мĕнле тытăнмаллине, темăна епле суйласа илмеллине ăнлантарчĕç, журналиста вĕренме кĕмешкĕн университетра епле çăмăллăхсем пуррипе паллаштарчĕç. Альбина Юрату сăвăç вара хаçат-журнал валли сăвă çырас ăсталăхăн вăрттăнлăхěсене уçса пачě. Çěнтерӳçěсене тивěçлě дипломсем парса чысланă хыççăн Алексей Московский юрăç пурне те ташлаттарчě, хаваслă юррисемпе савăнтарчě. Çак уява Авăркас тăрăхěнчи Çěньял вăтам шкулěнче вěренекенсем Алина Глухова (7 класс) тата Ольга Никитина (8 класс) хутшăнма тивěçрěç. Хěр ачасем «Тантăш» хаçатăн çывăх тусěсем пулнă май, сăвăсемпе тěрлě заметкăсем редакцие ярсах тăраççě, издательство ирттерекен конкурссене хутшăнса парнеллě вырăнсем йышăнаççě. Шупашкартан вěсем тулли те çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, хавхаланупа таврăнчěç, çитес çул лауреат ятне илме тěллев лартрěç. “Хыпар” Издательство çyрчĕн корреспонденчěсем илнě интервьюра вара тĕп редактора Татьяна Вашуркинăна чыс та хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав тунине пěлтерчěç.
Малалли хаçатăн 19№.
Николай ГЛУХОВ.
Шупашкар - Авăркас районĕ.
Читайте нас: