Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
25 Майӑн 2022, 10:20

Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра

Апрель уйăхӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Енри Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр (Станьяль) ялӗнчи этнокомплексра Чăваш наци конгресӗ çумӗнчи «Хастар» ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн пухăвӗ иртрĕ.

Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра
Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра

Ҫамрăксен форумне Чăваш Республикинчи тата Раççей регионӗсенчи хӗрсемпе каччăсем хутшăнчĕç. Çамрăксем Пушкăрт Республикинчен, Чӗмпӗрпе Эрӗнпур, Самарăпа Пенза облаçӗсенчен, Питӗртен нумайăн килчĕç. Мана та унăн ӗçне хутшăнма май килчӗ.
Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев пурне те саламласа пухăва уçнине пӗлтерчӗ. Мероприятие хутшăнакансене этнокомплексăн ертÿçи Сергей Сорокин таврапӗлÿ музейӗпе, унти экспонатсемпе паллаштарчӗ.
Форум «Хальхи вăхăтри общество аталанăвĕшĕн çамрăксен пĕрлешĕвĕсен пĕлтерĕшĕ» ыйтупа «çавра сӗтелпе» пуçланчӗ. «Стартап: мӗнрен пуҫламалла, мӗн тума тӑрӑшмалла, ӑҫтан илмелле?» мастер-класс кăмăллă иртрӗ. «Чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури» темăпа культурологи кандидачӗ, историк тата рунолог Владимир Алмантай тухса калаçрĕ. «Чăваш арчи» ăсталăх урокне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вӗренекен Анастасия Сидоровапа Полина Васильева электронлă майпа ирттерчӗç. Елена Энжей, Алина Варна, Данила Зайцев, Георгий Смирнов, Лев Плотников, Сергей Петров илемлӗ юрăсемпе форума хутшăнакансене савăнтарчӗç.
Форум вăхăтĕнче Украинăра иртекен ятарлă операцине асра тытса «Эпир миршĕн» акцине хутшăнма сăн ÿкерчĕк турăмăр.
Çак форума ирттернин тӗллевĕ – чăвашлăха малалла аталантарасси. Ку çамрăксен тивĕçĕ. Мĕншĕн тесен пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă та çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Çак пуянлăх – пирĕн алăра.
Анфиса САЛИХОВА, ППУн Çтерлĕри филиалӗн студентки.

Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра
Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра
Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра
Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра
Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра
Чăваш чĕлхин малашлăхĕ – пирĕн алăра
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: