Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
15 Июнӗн 2022, 10:51

Пушкăрт медиафорумĕ хăй тавра журналистсене пухрĕ

Июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче «Торатау» Когресс-холра республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен «Медиайыйын» иккĕмĕш форумĕ иртрĕ. Унта регионти районсенчен 600 ытла делегаци хутшăнчĕ. Çав шутра Пелепей хулинчи информаци центрĕн ĕçченĕсем те.

Пушкăрт медиафорумĕ  хăй тавра журналистсене пухрĕ
Пушкăрт медиафорумĕ хăй тавра журналистсене пухрĕ

Форумăн тĕп тĕллевĕ медиаотрасле тата журналистикăна çĕнĕ условисенче аталантарассипе çыхăннă. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров форума уçнă май Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне çутатса парассипе вăй хунă журналистсене тав турĕ. Çырав кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн паянхи кун республикăра 4,091 млн çын пурăнать. Çавăн пекех регион ертÿçи районти массăллă информаци хатĕрĕсен пысăк пĕлтерĕшне палăртса хăварчĕ. Вĕсене вăл хăйне еверлĕ тĕрĕс информаци утравĕсем тесе çирĕплетрĕ. Республика пуçлăхĕ район шайĕнчи информаци хатĕрĕсене пулăшу парасси пирки те сăмах хускатрĕ. Унсăр пуçне Пушкăртстан влаçĕсем патшалăх шайне кĕменнисене те грант пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен пĕлтерчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсенчен чылайăшĕ паян йывăр лару-тăрура пулни паллă. Малалла Радий Хабиров республикăри мĕнпур массăллă информаци хатерĕсене, ПР пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентствине Ĕпхÿ хулинче федераллă тата халăхсен хушшинчи шайра иртнĕ пысăк мероприятисене тивĕçлĕ çутатса панăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Çак ĕçре уйрăмах палăрнисене тата Донецкпа Луганск республикисенчи йывăр лару-тăрура репортажсем хатĕрленĕ корреспондентсене Тав çырăвĕсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Çавăн пекех форумăн пленарлă пайĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕн Президиумĕн председателĕ Эльвира Аиткулова, «Russua Today» телеканалăн тĕп директорĕ Алексей Николов, «Аргументы и Факты» АО тĕп директорĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Мишункина, ПР Пичет агентствин ертÿçи Максим Ульчев сăмах каларĕç.
Çав кунхине Конгресс-холра мастер-классем те йĕркеленеччĕ. «Эфирлă медиа» панельте «Россия 1» телеканалăн çĕнĕ медиасен службин ертÿçи Марина Сезина регионти массăллă информаци хатĕрĕсене тухăçлă ĕçлемелли майсемпе паллаштарнă, телевидени кухнин вăрттăнлăхĕсене, эфирлă медиа туртăмĕсене уçса панă.
Республикăри Управлени центрĕн ĕçне халалласа уйрăм лапам уйăрнăччĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕн управлени ертÿçи Елена Прочаковская форум хăнисене ЦУР ĕçĕпе паллаштарчĕ, социаллă сетьсенче тухăçлă ĕçлемелли туртăмсем (фейксем, ултавлă информацисем, тапăннисем) çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл дискусси вăхăтĕнче медиаэтикет темине хускатрĕ, журналистсем хăйсене професси енчен мĕнле тытмаллине те сÿтсе яврĕ.
«Цифрăллă медиа» лапамра «Диалог» АНО патшалăхăн уçă страницисене аталантарассипе ĕçлекен уйрăмăн тĕп специалисчĕ Алена Волкова регион тата район шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен уçă страницисене аталантармалли инструментсемпе паллаштарчĕ. Контента мала аталантарассипе ĕçлекен тĕп специалист Мария Шильникова Telegram-каналсенчи ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ.
«Паянхи журналистика» секцинче «Башинформ» тĕп редакторĕ Руслан Шарафутдинов çар корреспонденчĕсен ĕçĕ çинче чарăнса тăнă. Асăннă мастер-класра мероприяти хăнисем чуна пырса тивекен видеосюжетсене курма пултарнă.
Медиафорум унта хутшăнакансен дискуссийĕпе, пĕтĕмлетÿсем тунипе, ыйтусем-хуравсем панипе вĕçленчĕ. Унсăр пуçне ПР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракан чи лайăх ĕçченĕсене чысларĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.

Пушкăрт медиафорумĕ  хăй тавра журналистсене пухрĕ
Пушкăрт медиафорумĕ хăй тавра журналистсене пухрĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: