Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
4 Июлӗн 2023, 11:40

«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»

Июнь уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче Раççей – Белоруси регионĕсен X форумĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. Сумлă делегацие ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов ертсе пынă. Форум витĕмĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе Белоруси Республикинчи Гродненск облаçĕнчи депутатсен Канашĕ хушшинче ĕçлĕ çыхăну йĕркелесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă.

«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»

Чăваш Енпе Белоруси Республики юлашки çулсенче экономикăпа культура сферисенче хастар çыхăнса ĕçлеççĕ. 2009 çулхи июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар Гродно хулипе тăванлашни çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă. 2017 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕпе Белоруси Республикин Правительстви суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата социаллă тата культура çыхăнăвĕ йĕркелесси çинчен калакан Килĕшĕве çирĕплетнĕ.
Леонид Черкесов форумăн секци ĕçне те хутшăннă. Унта патшалăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе Раççей тата Белоруси регионĕсен, районсемпе хуласен ĕçлĕ çыхăнăвне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.
Çавăн пекех Леонид Черкесов наци кил-çурчĕсем ĕçлекен «Туслăх çурчĕ» лапама та çитсе курнă. Пушкăртстан чăвашĕсен (вĕсем республикăра 80 пине яхăн) культурипе халăх промыслин ăстисемпе пултарулăх ушкăнĕсем паллаштарнă. Темиçе пин хăнана чăвашсен юррисемпе тата ташшисемпе Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари историпе культура центрĕ çумĕнчи «Шевле» (ертÿçи – ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Светлана Матвеева), «Çăлкуç» (Алина Степанова), «Пилеш»(Валентина Иванова) ансамбльсен пайташĕсем паллаштарнă.
– Ĕпхÿре ăнсăртран Пушкăртстан чăвашĕсемпе тĕл пулни чунра ăшă туйăмсем хăварчĕ. Пирĕн йăхташсем хастар культура пурнăçĕпе пурăнаççĕ, сахал мар уяв мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, халăх йăли-йĕркисене типтерлĕн упраççĕ… «Туслăх урамĕнче» чăваш кил-çурчĕ чи илемли пулнине палăртма питĕ кăмăллă», – хăй-курни илтнипе паллаштарнă Леонид Ильич.
Парламент спикерĕ Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсене наци йăли-йĕркисене упрас ĕçре пĕрле пулма, пĕр-пĕрне пулăшма суннă.
Надежда РОДИОНОВА.

«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
«Туслăх урамĕнче» Пушкăртстан чăвашĕсене тĕл пулни чунра ăшă туйăм çуратрĕ»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: