Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
22 Августӑн 2023, 11:55

Журфест – тăван кĕтесе юратса

Шăпах çак лозунгпа Абзелил районĕнчи Банное (Якты-куль) кÿлĕ хĕрринчи «Юбилейное» санатори территоринче Пушкăртстанри журналистсен йăлана кĕнĕ форумĕ иртрĕ. «Журфест – 2023» фестивале республика, районпа хула хаçачĕсен журналисчĕсем, телевиденипе радио тата интернет пĕрлĕхĕсен представителĕсем, федераллă кăларăмсенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсен шучĕ 400 яхăн çынпа танлашрĕ.

Журфест – тăван кĕтесе юратса
Журфест – тăван кĕтесе юратса

Фестивале ПР пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентствин ертÿçи Максим Ульчев уçрĕ.
- Çакăн йышши мероприятисем журналистсен пĕр шухăшлăхне çирĕплетеççĕ. Уйрăм тав сăмахĕ ПР Пуçлăхне Радий Хабирова каласшăн – вăл асăннă пуçарăва ырласа йышăнчĕ, мероприятие ПР Пуçлăхĕн гранчĕн укçи-тенкипе йĕркеленĕ. Эпир çăмăл мар вăхăтра пурăнатпăр. Информаци хутлăхĕ пĕр тĕвве пухăнчĕ. Халĕ пирĕн граждансен ăс-тăнĕшĕн кĕрешесси пырать. Эпир пурте пĕрле тĕрĕссине, пирĕн йăла-йĕркесем, пирĕн республика тата халăх вăйлă пулни çинчен каланă май кĕçĕн ăрăва воспитани пама пулăшатпăр, пирĕн çĕршыва тулаш енчен витĕм кÿрессине хирĕç тăратпăр, - терĕ Максим Владимирович.
Абзелил район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Руслан Халилов пухăннисене салам сăмахĕ каланă май журналистсем летопись çыракансем кăна мар, пурнăçри пулăмсене ăнкаракансем шутланнине те палăртрĕ.
Журфестăн уйрăм тимлĕхĕ «Атайсал» проектпа çыхăнчĕ. Асăннă проект шайĕнче хуласемпе ялсенче çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем хăйсен Пĕчĕк тăван çĕршывне пулăшу пама пултараççĕ.
ПР пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентствин ертÿçин çумĕ Марат Газизов журналистсем «Атайсал» пирки çырнисĕр пуçне, хăйсем те чылай проектăн пуçаруçисем пулнине çирĕплетрĕ. Унсăр пуçне вăл «Легенды Атайсала» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕ. Асăнмалăх парнесен шутĕнче «Атайсал» ятарлă шашлык пĕçермелли мангал пулчĕ.
Çавăн пекех Пĕчĕк тăван çĕршывшăн тумалли усăллă ĕçсен çулталăкне халалласа районсем хушшинчи журналистсен пултарулăх пĕрлĕхĕсем (вĕсем Пушкăртстанра пурĕ 7) наци картишĕсем йĕркеленĕччĕ. Чăвашсен ятне республикăн кăнтăр хĕвел анăç енчи журналистсен пĕрлĕхĕ хÿтĕлерĕ. Çак йыша Пелепей, Туймазă, Ермеккей, Давлекан, Пишпÿлек, Мияки, Элшей районĕсенче тата Октябрьски хулинче тăватă чĕлхепе тухса тăракан пичет кăларăмĕсем кĕреççĕ.
Пушкăртстанри Журналистсен союзĕн председателĕ Вадут Исхаков тин çеç пиçсе тухнă калем ăстисене професси енчен палăртса РФ Журналистсен союзĕн билечĕсене пачĕ. Вăл уйрăмах нумай çул хушши журналистикăра вăй хуракан, анчах халĕ тин билет илме тивĕçнисене палăртса хăварчĕ.
Унсăр пуçне мероприяти шайĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçлекен тата пултаруллă журналистсене хисеплĕ ятсем тата ведомство наградисем парса чысларĕç.
Журфест вăл – ахаль кану тата ĕçтешсемпе курса калаçни кăна мар. Кунта çĕннине вĕренме, профессинчи интереслĕ тата пĕлтерĕшлĕ вăрттăнлăхсемпе паллашма пулать. Фестивалĕн ĕçлĕ программи шайĕнче федераллă экспертсем мастер-классем ирттерчĕç.
Тĕп спикерсенчен пĕри Раççейри Журналистсен союзĕн секретарĕ, «Журналистика и медиарынок» журналăн тĕп редакторĕ Владимир Касютин филологи наукисен кандидачĕ пулчĕ. Вăл пухăннисене массăллă информаци хатĕрĕсен пичет кăларăмĕсене аталантармалли паянхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: Владимир Касютинăн тымарĕсем Пушкăртстанран – асламăшĕ Ĕпхÿре çуралса ÿснĕ, мăн аслашшĕсем Бирскпа Пелепей хулисенче пурăннă. Çавăн пекех «ВКонтакте» стратегиллĕ ĕçтешсен департаменчĕн регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен Юлия Честных менеджер, «Узнай Россию» социаллă сетьсемпе ĕçлекен ушкăнăн ертÿçин çумĕ Виктор Гомозов тухса калаçрĕç.
Фестивалĕн программи пуян та анлă пулчĕ. Журналистсем валли халăх вăййисемпе конкурссем, патриотизм квесчĕ йĕркеленĕччĕ. Санатори лапамĕнче волейбол тата футбол енĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Кăçал та илемлĕ пултарулăх конкурсĕ пуласси пирки пĕлтернĕччĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем çыру пултарулăхĕпе кăна уйрăлса тăмаççĕ, илемлĕ юрларĕç, ташларĕç тата сăвăсем вуларĕç.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Абзелил районĕ.

Журфест – тăван кĕтесе юратса
Журфест – тăван кĕтесе юратса
Журфест – тăван кĕтесе юратса
Журфест – тăван кĕтесе юратса
Журфест – тăван кĕтесе юратса
Журфест – тăван кĕтесе юратса
Журфест – тăван кĕтесе юратса
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: