Иван Тарасов журналист тесен унпа тĕл пулса калаçманнисем те «çав Ĕпхÿре «Тивлет» телекăларăма эфира кăлараканни пулĕ-ха» тетчĕç. Икĕ эрнере пĕрре тухакан телекăларăма Пушкăртстан чăвашĕсем чăтăмсăррăн кĕтетчĕç. Çав вăхăтрах вăл «Урал сасси» хаçат (ăна йĕркелекеннисенчен пĕри пулнă) тухма пуçланăранпах çыхăнăва татман. Çирĕм пилĕк çул ытла Ĕпхÿ хулинче хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ пулса ĕçлерĕ. Унăн çивĕч калемĕ миçе тарăн шухăшлă, вулакана кăсăклантаракан тата шурăпа хурана уйăрма вĕрентекен материал çырман-ши? Чăвашлăх ыйтăвĕ вара кирек хăçан та малти вырăнта тăнă.
Шел пулин те, паянхи кун вăл пирĕн хушăра çук – иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче усал чир ăна пиртен уйрăса кайрĕ. Çакна ĕненес те килмест, анчах пурнăç чăнлăхĕ йывăр пулсан та йышăнма хистет. Çавăнпа та эпир, унпа пĕр шухăшлисем, хамăрăн хисеплĕ Иван Григорьевича манăçа кăлармастпăр. Шăпах çак тĕллевпе март уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче «Тарасов вулавĕсем» ăслăлăхпа методика семинарĕ иртрĕ. Ăна çÿлерех асăннă шкул, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ тата Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Ĕпхÿри Уралçум филиалĕ çине тăнипе йĕркелерĕç, Иван Тарасов 65 çул тултарнине халалларĕç.
Ăслăлăх форумне вырсарни шкулĕнче йĕркелесси те ытахальтен пурнăçа кĕмен, мĕншĕн тесен çак вĕрентÿ учрежденине мĕн йĕркеленĕренпех 30 çул ытла Иван Тарасов директор ертсе пынă. Çавăнпа та уншăн çак çурт иккĕмĕш тăван килĕ пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Çак мероприяти пĕрремĕш хут иртнине шута илсен унта хутшăнма кăмăл тунисем йышлă пулни те çынна сума сунине çирĕплетет. Шкулăн хăтлă та çутă акт залĕ лăк тулли хăнасемпе тулчĕ. Вĕсем республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен çеç мар, Чăваш Енрен те килсе çитнĕ. Çав шутра – Чăваш наци конгресĕн президиум пайташĕ, филологи наукисен кандидачĕ Лидия Филиппова çыравçă-журналист, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин ăслăлăх секретарĕ, Раççейри Писательсен союзĕн пайташĕ Елизавета Долгова таврапĕлÿçĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академи президиумĕн пайташĕ, юрист наукин кандидачĕ Леонид Морозов доцент, Эльза Тарасова общество деятелĕ тата ЧР тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ Николай Викторов.
Семинар БСТ телеканал Иван Тарасов журналиста халалласа ÿкернĕ фильма пăхса шкул ачисемпе унăн çĕнĕ директорĕ Наталья Никитина саламланинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн пухăннисене ăнăçу сунса ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин наци вĕрентĕвĕн управлени ертÿçи Ильдус Кагарманов, Ĕпхÿ хула округ администрацин вĕрентÿ управленин тĕп специалисчĕ Тимур Мурясов саламларĕç. Мероприятие пĕтĕмĕшле Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ ертсе пычĕ.
Ун хыççăн аякран килнĕ хăнасене, шупашкарсене, сăмах пачĕç. Лидия Филиппова Чăваш Республикинчи вĕренту заведенийĕсен тĕслĕхĕ çинче чăваш тĕнчин хальхи тапхăрти аталанăвĕнчи тăван чĕлхене вĕрентессин тата вĕренессин тĕп йывăрлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ, Павел Миронов шкулĕн вĕренекенĕсем Çеçпĕл Мишшин сăввисенчи йĕркесене асра тытнăшăн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ, Пушкăртстанри чăваш хастарĕсене парнесем парса чысларĕ. Елизавета Долгова «Вĕрентÿ ĕçĕнчи культурăпа регион компоненчĕ» темăна уçса пачĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, пултаруллă наци академикĕсене Тав çырăвĕсемпе наградăларĕ. Леонид Морозов юрист суд эксперчĕ пулнă май хăйĕн ĕçĕнчи самантсене аса илчĕ, хăй çырнă кĕнекесене парнелерĕ.
Ăслăлăхпа методика ыйтăвĕсене Ĕпхÿри патшалăх нефтьпе техника университечĕн профессорĕ Ирина Сухарева, П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкул вĕрентекенĕ Любовь Пашина ПР вĕрентÿ отличникĕ, ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕн доценчĕ Лариса Коротаева филологи наукисен кандидачĕ, Кармаскалă районĕнчи Йăмранри шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Козлова тата çак тăрăхри Тинĕскÿлти вĕрентекен Людмила Павлова (хăй Шупашкарта вĕренекенсемпе регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадине хутшăннине пăхмасăр видео мелĕпе çыхăнăва тухрĕ), Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал шкулĕнчи музей ертÿçи, ЧР тата ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев тишкерчĕç. Темăсем тĕрлĕрен пулчĕç. Çав шутра – «И.Г. Тарасов ĕçĕсем урлă тăван халăхшăн тăрăшасси», «Мегаполис условийĕсенче çамрăк ăрăва тăван чĕлхене, историне тата культурăна вĕрентессине явăçтарасси», «ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕнчи тутар тата чăваш кафедрин ĕçĕнчи йăла-йĕркесем тата çыхăнулăх», «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ чухнехи çивĕч ыйтусем», «Тăван чăваш чĕлхи – билингвизм (икчĕлхелĕх) вăхăтĕнче халăхăн историне, культурине, йăли-йĕркине упраса хăвармалли пуянлăх» тата «В.В. Николаев ячĕллĕ шкулта вĕренекенсемпе тунă таврапĕлÿ ĕçĕсен опычĕпе паллашни». Кашни тема хăйне евĕр кăсăк та пĕлтерĕшлĕ, чылай тавлашу çуратать. Шăпах çакăнта форума пухăннисем тăван чĕлхене вĕрентме шкулсенче 1-2 сехет çеç хăварни ырри патне илсе çитермесси çинчен пăшăрханса калаçрĕç, нумайăшсем сĕнÿсем пачĕç.
Семинар ĕçне хутшăнма Иван Тарасова Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине ăша хывма пулăшнă Юлия Захарова (сăн ÿкерчĕкре) педагогика ĕçĕн ветеранĕ те килсе çитнĕ.
– Эпĕ Ивана пĕр çул çеç, вуннăмĕш класра чухне, вĕрентрĕм. Вăл вулама юрататчĕ. Çавна пулах тавракурăмĕ анлă пулни ун чухнех палăратчĕ. Унпа кирек мĕнле ыйтăва çĕклесен те калаçу интереслĕ вĕçленетчĕ, вăл хăйĕн шухăшĕсене уçса пама именсе тăмастчĕ... – аса илчĕ Юлия Васильевна Иван Григорьевичăн ачалăхĕпе паллаштарнă май.
Интерактивлă сесси вăхăтĕнче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская, чăваш наци академикĕ Николай Васильев, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Уралçум филиалĕн пуçлăхĕ Игорь Петров, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Раççейри федераллă наципе культура автономи канашĕн пайташĕ Владимир Яковлев, ПР чăвашсен Канашĕ çумĕнчи ветерансемпе ĕçлекен комитет ертÿçи Борис Гордеев отставкăри полици полковникĕ, «Травы Башкирии» ООО тĕп директорĕ Александр Иванов, Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕн специалисчĕ Светлана Матвеева, Ĕпхÿре пурăнакан Валентина Мурзагулова таврапĕлÿçĕ, Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуçĕнчи Ф.Н. Вуколов-Эрлик музейĕн ертÿçи Марина Николаева, Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Ильина тухса калаçрĕç, Иван Тарасов общество деятелĕн пурнăçри саманчĕсемпе ырă та пархатарлă ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Кăмăллă асаилÿ çăмхине чылай сÿтме пулатчĕ, анчах та вăхăт вăраха тăсăлни мероприятие вĕçлеме хистерĕ. Çапах та семинарти кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă май Ирина Сухарева ертÿçĕ аякран килнĕ хăнасене, республикăри чăваш хастарĕсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Пĕтĕмлетсе вара çакна палăртса хăвармалла. Кирек мĕнле мероприятийĕн те хăйĕн тĕшши пур. «Тарасов вулавĕсем» пирки те çавнах каламалла. Пухăннă йыш малашне унăн тăрăмне (статусне) çĕклеме сĕнÿ пачĕ – вăл регионсем хушшинчи форума çаврăнмалла. Кун пирки йĕркелÿçĕсем хайсен шухăшне çывăх вăхăтра татса парĕç, черетлĕ семинар хăçан пуласси пирки те йышăну тăвĕç. Тен, «Тарасов вулавĕсене» кашни çулах йĕркелеме май килмĕ, анчах та Пушкăртстан чăвашĕсен çакăн пек сумлă çын пулнине асра тытмалла. Кирлĕ чухне вырăнлă мăнаçланма та пĕлмелле.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ хули.