Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
19 Июнӗн , 13:30

«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»

Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пушкăрт пичет кунĕнче, Ĕпхÿре «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче пичет кăларăмĕсенче, телевиденипе радиора, информаци агентстви тата интернет-медиа сферинче ĕçлекен журналистсен (республикипе вĕсем 2,5 пин çын) тăваттăмĕш хут «Медиайыйын-2024» форум иртрĕ.

«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»

Унăн ĕçне йăлана кĕнĕ тăрăх Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăнчĕ. Вăл паянхи çăмăлах мар лару-тăрура журналистсем вулакансемпе итлекенсем патне тĕрĕс те шанчăклă информаци илсе çитермеллине палăртрĕ, вунă ытла çынна патшалăх наградисем парса чысларĕ.
Раççейри Журналистсен союзĕ тата унăн ертÿçи Владимир Соловьев ятĕнчен пухăннисене РФ Журналистсен союзĕн секретарĕ, Медиаиндустри академин профессорĕ Вячеслав Умановский саламларĕ. Вячеслав Владленович Пушкăртстанри журналистсен йăлана кĕнĕ форумĕ пĕтĕм Раççей шайне çĕкленнине палăртрĕ.
– Çакă вăл медиа аталаннине çирĕплетет, çамрăк тата опытлă журналистсен шухăшĕсене хаклама май парать, теорипе практикăна çыхăнтарма пулăшать. Эпир тĕрлĕ чĕлхепе калаçни, хаçатсемпе теле-радио кăларăмсем темиçе чĕлхепе тухни – ку вăл пирĕн пĕрлĕхлĕ культура пуянлăхĕ, ăна никам та улăштарма е чарма пултараймасть, – терĕ Мускав хăни.
Çавăн пекех вăл Пушкăртстан Республики пичет кăларăмĕсене, çав шутра пушкăрт энциклопедине те, тăван чĕлхепе кăларакан регионсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ.
– Ман шутпа, çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеке вăл – пĕлÿ çăлкуçĕ, тăван чĕлхепе кун çути курнă энциклопеди тата та хаклăрах. Пирĕн çĕршыври халăхсем пĕлÿ мулне чылай пухнă. Çак пуянлăха тепĕр ăру патне илсе çитересси пирĕншĕн тĕп тĕллев пулса тăрать, – пĕтĕмлетрĕ калаçăва В.Умановский.
Мускавран килнĕ сумлă хăнасен шутĕнче çавăн пекех Телерадиохыпарлав наци ассоциацийĕн (НАТ) тĕп директорĕ Александр Широких, «Комсомольская правда» издательство çурчĕн шеф-редакторĕ Евгений Сазонов, «Аргументы и факты» издательство çурчĕн тĕп директорĕ Руслан Новиков пулчĕç. Кашниех сăмах каланă май пурнăçри чăнлăх саманчĕсемпе усă курса пĕтĕмлетÿсем турĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
– Енчен те пирĕн аудитори пулмасан, эпир те пулмастпăр. Эпир никама та кирлĕ мар. Пире вуланă, пăхнă, итленĕ чухне, халăх пур тата шаннă чухне эпир пурăнатпăр-ха. Çавăнпа та сире вăйсăрланма, хавшама кирлĕ маррине аса илтересшĕн. Мĕншĕн тесен йывăр лару-тăру вăл пуçа нимĕн те тумалла мар тенĕ чухне, пурте йĕркеллĕ пек туйăннă вăхăтра килсе çитет. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илĕр, аудиторине упрăр, унпа тăтăшрах тĕл пулма тăрăшăр. Çынсем çитмеççĕ теме пултаратăр. Манăн сĕнÿ – сахалрах çывăрăр. Каçарăр та, пирĕн патра çапла, – палăртрĕ Руслан Новиков.
Пленарлă лару хыççăн пухăннисем виçĕ ушкăна пайланса мастер-классене хутшăнчĕç. Кунта «Социаллă сетьсемпе ĕçлемелли инструментсем», «Пушкăртстан телевиденине – 65 çул» тата «Социаллă сетьсемпе усă курса экстремизмпа терроризма хирĕç кĕрешесси» темăсене тишкерчĕç.
Форумăн пĕтĕмлетÿ пайĕ кăнтăрлахи апат хыççăн иртрĕ.
Юрий СНЕГОПАД. Ĕпхÿ хули.

«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
«Аудитори пулмасан эпир никама та кирлĕ мар»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: