Пур хыпар та
форум
5 Июнӗн 2025, 09:00

Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ

Май уйăхĕн юлашки кунĕсенче Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче йĕркеленĕ «Раççейри Хĕрарăмсен союзĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăх организацийĕн Пушкăртстан Республикинчи уйрăмĕн форумне республикăри тата Тутарстан Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕсен представителĕсем, 20 ял хутлăх администраци пуçлăхĕсем хутшăннă.

Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ

Мероприяти хуçисем Раççейри Хĕрарăмсен союзĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн председательне Рашида Султанована тата унăн çумне Зухра Исмагилована, форума хутшăнма кăмăл тунисене çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе ăшшăн кĕтсе илнĕ.
Форума пухăнма хавхалантараканĕ, Шаран районĕнчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ляйсан Гибатова мероприятин пĕр пайне уява çавăрнă. Çак кунхине ялта пурăнакан халăхсен тăван чĕлхипе юрăсем шăрантарнă, туслăх карти йĕркеленĕ, йывăç турачĕсем çине тăнăçлăх сунса хăюсем çыхнă. Хăнасене чак-чакпа, кукăль-пÿремечпе, сăмаварта вĕретнĕ курăк чейĕпе хăналанă. Кăçал Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ пулнине тата Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 80 çул çитнине асра тытса вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексемпе кăшăлсем хунă.
Ляйсан Гибатова ял хутлăхĕн пуçлăхĕ тата Шаран районĕнчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ пулнă май, хăйĕн докладне «Ял-салара пурăнакан хĕрарăмăн ĕçĕсем. Муниципаллă органсемпе Хĕрарăмсен союзĕ тата вырăнсенчи ытти обществăлла пĕрлĕхсем пĕрле çыхăнса ĕçленин пĕлтерĕшĕ» ят панă.
Ляйсан Нурмухаметовна пĕр ял çыннисемшĕн чылай пархатарлă ĕç тунă. Тÿртÿллĕре тата виçĕ ялта шыв пăрăхĕсене юсанă, çулсем сарнă, чиркĕве паян-ыран туса пĕтереççĕ. Еремкино, Барсуково тата Сарсаз ялĕсенче мечеть хăпартнă. Ял хутлăхĕнчи кану зонисене хăтлăх кĕртнĕ, пĕвене тасатнă, çăлкуç йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланать.
Асăннă ĕçсен ытларах пайне бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕпе тата ял çыннисен вăйĕпе пурнăçланă. Конкурссене хутшăнни, çине тăрса ĕçлени, вĕсенче çĕнтерни те хăйĕн çимĕçне панă. 2019 çулта Тÿртÿллĕ ялĕ «Пушкăртстан Республикинчи чи илемлĕ ял» проектра виççĕмĕш вырăн йышăннă, 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. «Урă ял – 2021» республика конкурсне хутшăннă май ял çыннисем валли 200 ытла мероприяти ирттернĕ. Тăрăшнине кура – хисепĕ тата 3 000 000 тенкĕлĕх грант. Çакăн хыççăн ял çыннисем тăван тăрăха илемлĕрех тума пулăшакан конкурссене тата та хастартарах хутшăнма йышăннă.
Л.Н. Гибатова палăртнă тăрăх, пĕр-пĕр ĕçе ытти çынсене явăçтарас тесен, чăн малтан хăвăн тÿпе хывмалла (укçа-тенкĕ енчен те, ĕçре те). «Ырă ĕç валли ыттисем те укçа-тенкĕ паччăр тесен, чăн малтан хăвăн памалла», – тенĕ хĕрарăм-пуçлăх. Çавăнпа та вăл – кирек мĕнле ĕçре те пĕрремĕш юмарт çын (благотворитель).
Çĕнĕ саккунсемпе йышăнусем ял çыннисене мĕнле майсем туса пани çинчен «Пушкăртстан Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕ» ассоциацийĕн тĕп директорĕ Марат Галлиулин каласа панă. Çак майсене пурнăçа кĕртмелли мелсем çинче «Ял хуçалăх енĕпе консультаци паракан центр» директорĕ Ирик Сакаев чарăнса танă. «Хĕрарăмсен аграри союзĕ» председателĕ Лилия Кашфуллина агропроизводствăна йĕркелесе ярас ĕçре (ĕçпе тивĕçтерекенĕн яваплăхĕ, социаллă пулăшу, ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем) ял хĕрарăмĕсен пĕлтерĕшне уçса панă.
Хăйсен муниципаллă территорисене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă конкурссене хутшăннă пирки «Г.Г. Файзуллина» хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Игорь Файзуллин, уйрăм усламçă Надежда Давлетова, Чишма районĕнчи Аров ял Канашĕн председателĕ Алмаз Муратов тухса сăмах каланă.
ПР тава тивĕçлĕ наука деятелĕн, медицина наукисен докторĕн Наталья Егорова профессорăн тата ПР Халăха пулăшу паракан республикăри центр директорĕн Эльвира Абдуллинан доклачĕсене итлеме уйрăмах интереслĕ пулнă.
Форумăн пленарлă пайĕ Ляйсан Гибатована хастар пулăшакан хĕрарăмсене ПР Хĕрарăмсен союзĕн Хисеп хучĕсемпе чысланипе вĕçленнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ,
Тÿртÿллĕ ялĕ.

Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Канашлу темиçе теçетке хĕрарăма пĕрлештернĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас